Citizendium
| Citizendium: The Citizens' Compendium | |
|---|---|
| акăл. Citizendium | |
| Хăйсен чăн ячĕпе ĕçлекен энтузиастсемпе экспертсен уçă проекчĕ. акăл. The general public and experts collaborate, using their real names. A new knowledge society. | |
| | |
| URL | en.citizendium.org |
| Коммерциллӗ | çук |
| Сайт тӗсӗ | Тетел-энциклопеди |
| Регистрациленӗ | Кирлех мар (страницăсене редакциленĕ чухне кирлĕ) |
| Чӗлхе (-сем) | Акăлчан чĕлхи |
| Хуҫи | Ларри Сэнгер |
| Автор | Ларри Сэнгер |
| Ӗҫлеме пуҫланӑ |
юпа, 23 - 2006 (pilot) пуш, 25 - 2007 (public) |
| Хальхи статус | Beta |
Citizendium, Ситизендиум (акăл. a citizens' compendium of everything — выр. граждансен пурин пирки хыпар кĕнеки) — 2006 çулхи авӑн, 15 Википедие тăваканĕн — Ларри Сэнгерăн — сĕнĕвĕпе пуçарса янă проект. Акăлчан Википеди версине никĕсе хурса, информаци чăн тĕрĕслĕхне экспертсене йыхравласа, çаплах авторсен пайăр явалăхне хăпартса тунă проект шутланать.
Проектăн тĕп шухăшĕсем
Citizendium проектра ĕçлес умĕн кашни автор хăйĕн чăн ятне пĕлтерет, хăйĕн çинчен каласа парать.
Ĕç чĕлхисем
Хальхи вăхăтра — акăлчанла çеç. Темиçе чĕлхе турачĕллĕ проект тăвас ыйтăва хускатса сӳтсе яваççĕ.
Citizendium шаблонĕсем
Хальхи вăхăта Citizendium проектра шаблон йышĕ сахал, анчах та вĕсене Википедирен илсе лартма ансат.
Citizendium проектри категорисем
Хальхи вăхăта Citizendium проектра категори йывăççине кирлĕ чухле аталантарман, çак чĕрĕ ыйтăва Citizendium канашлăвĕнче пĕрмаях хускатаççĕ.
Кун-çулĕ
Пилотлă проект
Проекта Сэнгер 2006 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче, Берлинри Wizards of OS 4-меш конференцинче анонсăланă.[1][2] Анчах та 2006 çулхи юпан 2-мĕшĕнче Сэнгер çĕнĕ тули функциллĕ вики-проекта «пĕр-икĕ» уйăхран ĕçе ярасси пирки пĕлтернĕ.
Проекта хăвăртрах хута ярас тĕллевпе, 2006 çулхи юпа, 2 Citizendium канашлăвĕн модераторĕ Питер Хитчмоу «Альфа-тĕрĕслеве» сĕннĕ. Хитчмоу Википедири темиçе статьяран Citizendium канашлăвне хутшăнакансем Википедири пĕтĕм уйрăма çырса илмелли сайт çинелле турат яма сĕннĕ.
Лари Сэнгер çак ĕмĕтпе хавассăн хапăлланă, вăл пĕрремĕшĕ ĕçлекен Textop wiki технологие альфа-тĕрĕслев валли сайт тума каланă. Каярах Сэнгер каланипе, Textop — ытла аванах мар, анчах та малашне çавăнпах кăсăкланнă. Вăл кăштах чаракланă wiki-технологипе ĕçлеме кăмăл тунă та малалла сӳтсе явма ыйтнă.
Википеди туратланăвĕ
...
Citizendium скриншочĕ Citizendium логотипĕ
Çавăн пекех пăхăр
Ӑнлантарусем
- ^ Larry Sanger. «Citizendium launch plan as of September 26», Citizendium-l mail list, September 27 2006.
- ^ WOS video stream containing Sanger’s announcement( ӗҫлемен каҫӑ)
Каçăсем
- Citizendium.org
- Citizendium.org — открывшаяся английская версия проекта Citizendium
- Citizendium Blog
- Citizendium discussion list and archives
- Citizendium forums
- «Larry Sanger’s essay: Toward a New Compendium of Knowledge» (longer version) 2006 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче архивланӑ. September 15, 2006
Википеди |
|
|---|---|
| Тĕп статьясем | |
| Пайăр çынсем | |
| Пĕр пек проектсем тата урăх хунавĕсем |
Bomis • Нупеди • Citizendium • Enciclopedia Libre • Deletionpedia • Interpedia • MyWikiBiz • Veropedia • Вики • Wikipedia Review • Wikitruth • Wikiweise • ВикиЗнание • WikiPilipinas • Абсурдопеди • Геовикипеди • Луркоморье • Вукипеди • Поттеромани Вики |