Сэнгер Лоуренс Марк
Кун-çулĕ
Ларри Сэнгер Белвью (Вашингтон) хулинче, Вашингтон штатӗнче ҫуралнӑ, Анкориджра, Аляска кӑнтӑр енче ӳснӗ. 1991 ҫулта Рид-колледжра философи енӗпе искусство бакалаврӗн степеньне илнӗ[2]. Кайран вӗренӗве Огайо штачӗн университетӗнче тӑснӑ, унта 1995 ҫулта философи енӗпе искусство магистрӗн степеньне[3], 2000 ҫулта вара философи докторӗн степеньне илнӗ[4]. Хӑйӗн ӑслӑлӑх ӗҫӗнче Сэнгер мета-нигӗслев проблеммине тӗпченӗ. Джордж Паппас ертсе пынипе ҫырнӑ тухтӑр диссертацийӗн теми[5][6] — «Эпистемилле ҫаврӑну: Мета-нигӗслев проблеми пирки очерк» (акăл. Epistemic Circularity: An Essay on the Problem of Meta-Justification).
2001 çулхи ака вĕçĕнчен пуçласа утă вĕçĕчченех Ижевскра пурӑннă.[7][8][9]
Википеди
2000 çулта «Бомис» (акăл. «Bomis») компанин никĕслевçи Джимми Уэйлс Ларри Сэнгера çĕнĕ ирĕклĕ «Нупеди» (акăл. Nupedia) энциклопедин тĕп редакторĕ ĕç вырăнне илет. Энциклопедие ăсчахсем хăйсен ырă кăмăлĕпе çтатьясем çырнă, энциклопедире эксперт хаклавĕ пулнă. Çакна пула ĕнтĕ Нупедии çав тери мăран аталанса пынă.
Вики концепципе паллашсан, Ларри Сэнгер Нупедие хавăртрах тултарас тĕллевпе Уэйлса энциклопедире çак концепципе ĕçлеме сĕнет. Çапла вара Википедин веб-сайтне йеркелесе яраççĕ. Унта хайлана материалсене Нупедине кĕртме палăртнă. 2001 çулхи кӑрлач, 15 Сэнгер Википеди историнче тара тытса ĕçлекен пĕртен-пĕр редакторĕ пулать. Вăл çак вырăнта 2002 çулхи пуш, 1 ĕçлет. Ӗçрен тухнин официаллă сăлтавĕ штатсене чакарни тенĕ. Википедин тĕп редакторĕ чухне Сэнгер проектăн ятне — «Википеди» — шутласа кăларать, çаплах политикăн тĕп никĕсне, принципсене тата Википеди йеркисене хатĕрлет.
Сэнгер ĕçрен тухса кайсан, Уэйлс унăн Википеди никĕслевçи рольне пĕчĕклетме тăрăшать. Вăл унăн тивĕç ĕçĕсене сумласа, çапах та, Сэнгер пĕтĕм ĕç-пуçа Уэйлс каланипе туса пынă, имĕш, мĕншĕн тесен вăл тара тытса ĕçленĕ çын пулнă. Çапах та Википеди этузиасчĕсен пайĕ Ларри Сэнгера Уэйлспа пĕрле Википеди «никĕслевçи» тесе йышăнаççĕ.
2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Fox Nation-а панӑ интервьюра Сэнгер Википеди хӑйӗн нейтралитет политикинчен пӑрӑннине тата «Википеди ҫине витӗм кӳме пултаракан ҫынсен йышӗ самай хӗсӗннине» тепӗр хут каланӑ[10].
2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Гленн Гринвальд журналиста панӑ интервьюра Сэнгер Америка спецслужбисем, тӗслӗхрен ЦРУ тата ФБР, Википеди ӑшлӑхӗпе манипуляци тӑваҫҫӗ тесе пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку «информаци вӑрҫин» пайӗ пулса тӑрать, ҫавна пула платформа АПШ политикӑри истеблишменчӗн аллинчи тӗрӗслев инструменчӗ пулса тӑнӑ[11][12]. Ҫавӑн пекех вӑл нейтралитетран пӑрӑннине тиркенӗ: редакторсем сылтӑм енлӗ хыпар ҫӑлкуҫӗсен чылайӑшне «шанчӑксӑр» тесе йышӑннине, CNN тата The New York Times пек СМИсене вара мала хунине палӑртнӑ[13].
2024 ҫулта Сэнгер тиркеве малалла тӑснӑ, Википеди «сулахай-центристла анӑҫ истеблишменчӗн» пропаганда инструменчӗ пулса тӑнӑ тесе ҫирӗплетнӗ[14]. Вӑл консервативлӑ изданисен «хура списокӗ» пуррине пӗлтернӗ, ҫавӑн пекех, пӗр енлӗхе кӑтартас тесе, АПШ президенчӗ Джо Байден пирки статьяна тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартнӑ; ун шучӗпе, ҫав статьяра президента тата унӑн ҫемйине ӳкетекен фактсене сиктерсе хӑварнӑ[14]. Wikimedia Foundation гендиректорӗ пулнӑ Кэтрин Маэр ӗҫ-хӗлне комментариленӗ май, Сэнгер контента витӗм кӳме АПШ разведка ведомствисемпе «вӑрттӑн ҫыхӑну каналӗсем» пурри пирки шухӑшсене ҫирӗплетнӗ[15].
2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Сэнгер «Википеди пирки тӑхӑр тезис» ятлӑ пысӑк документ пичетлесе кӑларнӑ, унта платформан реформине ирттермелли сӗнӳсем пулнӑ. Тӗп идейӑсем хушшинче: йышӑнусене «консенсус» никӗсӗпе тӑвассинчен пӑрӑнасси, статья сӑнарӗсен (версийӗсен) конкуренцийӗ пулма ирӗк парасси тата анлӑ полномочиллӗ хутшӑнакансене чӑн идентификаци тума ыйтасси[16]. Ҫав уйӑхрах Такер Карлсона панӑ интервьюра вӑл спецслужбӑсем, уйрӑмах ЦРУ, статья ӑшлӑхне витӗм кӳме пултарнине тепӗр хут каланӑ; вӑл 2007 ҫултах ЦРУ IP-адресӗсенчен тӳрлетӳсем тунине асӑрханине аса илтернӗ[17], Википедие обществӑлла шухӑшпа манипуляци тумалли «ылтӑн жила» (пӗтми-ҫитми пуянлӑх) тесе ят панӑ[18][19].
Ӗçрен тухни
Хăйĕн сывпулу çырăвĕнче Ларри Сэнгер Википедире пушă вăхăт сахалраххипе хăй ырă кăмăлĕпе ĕçлеме пултарайманни пирки пĕлтерет. Каярах хайĕн чĕнсе[20] «проектра хаяр çиллĕ социаллă тата политика атмосфери», эпĕ унпа килĕшме пултараймарăм, тесе çырнă. «Википедин лайăх енĕсене шута илет», «Википедин» миссипе чăтăмлă политикине кăмăллать, çапах та проектăн уçса паман йывăрлăхсем пурине асăрхаттарать. Сэнгер, общество проекта ытлах шанмасть, проектра «йывăр кăмăллă çынсем, троллсем тата вĕсене хавхалантаракансем сиенлĕ шыçăна куçрĕç» тесе хыпарлать. Çак йывăр ыйтусем, Сэнгер шухăшĕпе, проектри çынсем «элитаризма хирĕç » пулнинчен, экспертсене вырăна хуманнинчен тухаççĕ. Ларри Сэнгерăн çак статьине блоггерсен хутлăхĕнче массăллă хыпар хатĕрĕсенче те анлă сӳтсе явнă.
Тем пулин те, Сэнгер Википеди проектран тухса кайсан та, хăвăрт ӳссе пырса Петĕм тĕнче эрешĕн чи тăтăш усă куракан сайт йышне кӗнӗ. Нупеди Сэнгер ӗçе пӑрахна хыҫҫӑнах, 2002 çултах, пӑчланнӑ.
Википеди хыççăн
Ӗçрен тухсан Сэнгер ăслăх тĕнчине таврăнать, халĕ Огайо университетĕнче философие вĕрентет. Сэнгер XVII ӗмӗрпе этика енчен эпистемологипе кăсăкланать. Пушă вăхăтра Ларри Сэнгер Огайо штатĕнчи Дейтонпа Колумбусра ирланд халăх мусăкне вĕрентет.
Çаплах Сэнгер «Обзора новостей Y2K от Сэнгера» (акăл. «Sanger’s Review of Y2K News Reports») никĕслевçи тата тĕп редакторĕ пулса тăрать. Вăлах сĕрме купăс Донегол йăлин сайтне тытса пырать.
2005 çулхи раштав уйăхĕнче[21] Сэнгер Википедие альтернативла проекта йĕркелесе ярать. Хăй каланипе, çĕнĕ энциклопедин порталĕ эксперт хаклавĕ пур. Çĕнĕ порталăн ячĕ — «Цифрăллă Çут тĕнче» (акăл. «Digital Universe»). Çĕнĕ проекта ертсе пыма Ларри Сэнгер «Фонд Цифрăллă Çут тĕнче» (акăл. «Digital Universe Foundation») фирма йĕркелет. Проект валли 10,5 млн АПШ долларĕ пуçтарнă, 2006 çулхи кăрлачра проект Тетелре çутта тухать. Проектăн пилот версинче 50 портала яхăн.
2006 çулхи авăн уйăхĕнче Сэнгер Википедин форкне — «Citizendium» проекта— йĕркеленĕ пирки хыпарлать. Ӳнăн тĕллевĕ — Википедие начарлăхран хăтарасси. «Citizendium» проектра ята палăртмасăр çырма юрамасть — ĕçе пуçлас тесен, кашни автор хăйĕн чăн ятне пĕлтермелле.
2006 çулхи авӑн, 27 Сэнгер «Цифрăллă Çут тĕнче» порталĕнче «кану» илсе никамапăхăнман «Citizendium» фонда тума тытăнать. 2006 çулхи юпа, 17 пĕрремĕш пресс-релизра Сэнгер[22], çак фонд «кĕçех Википедие эрешри информаци паракан вырăнтан хĕсĕрлеме тытăнĕ» тенĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ http://www.nndb.com/lists/511/000063322/
- ^ Larry Sanger Biography. SunSigns.Org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ Larry Sanger - ReformedWiki. ReformedWiki. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ Larry Sanger Facts for Kids. Kiddle. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ PhD Recipients. Department of Philosophy, Ohio State University. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ Lawrence M. Sanger. Epistemic Circularity: An Essay on the Problem of Meta-Justification. enlightenment.supersaturated.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ 2001 çулхи акан 6-мĕшĕнчи Ларри Сэнгерăн «Boston and Russia, here I come» çырăвĕ wikipedia-l çыру сарăвĕнче
- ^ 2001 çулхи ака 30-мĕшĕнчи Ларри Сэнгерăн «Where now» Ижевск пирки çырăвĕ wikipedia-l çыру сарăвĕнче
- ^ Хăйĕн çинчен каласа панă чухне Ларри 2001 çулхи ака-утă уйăхĕсенче Ижевскра пурăннă пирки асăнать( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Yael Halon. Wikipedia co-founder says left's 'relentless' takeover of mass media ruined the website he helped build(паллӑ мар). Fox News (30 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ US Spies Are Manipulating Wikipedia, Co-Founder Larry Sanger Says. GreatGameIndia (2 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ US intelligence has been manipulating Wikipedia for over a decade, says co-founder Larry Sanger. groups.io (2 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ Wikipedia co-founder reveals U.S. intelligence exploited site for over a decade to run information warfare campaigns. NaturalNews.com (8 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Основатель "Википедии" призвал больше не доверять ей. Antikor (15 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ Wikipedia: Another Social Media Platform Under Control Of The Spooks? – OpEd. Eurasia Review (23 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ Conservatives slam Wikipedia as 'woke' and its own co-founder agrees it's been 'hijacked by the left'. International Business Times (5 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ Wikipedia co-founder Larry Sanger says CIA may be influencing the site. tek.fm (4 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ Основатель «Википедии» заявил, что ЦРУ тайно меняет статьи на ресурсе. Мойка78 (3 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ Основатель «Википедии» Сэнгер: ЦРУ тайно меняет статьи на ресурсе. БезФормата (3 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ Сэнгер, Ларри Why Wikipedia Must Jettison Its Anti-Elitism (англ.) (2004 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Terdiman, Daniel Wikipedia alternative aims to be 'PBS of the Web' (англ.). cnet news (2005 çулхи раштавăн 19-мĕшĕ). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Сэнглер, Ларри CZ:Citizendium Press Releases > Oct172006 (англ.) (2006 çулхи юпан 17-мĕшĕ). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
Каçăсем
- Страница участника Ларри Сэнгера в английской Википедии
- Персональная академическая страница Ларри Сэнгера 2005 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Эссе Ларри Сэнгера «Epistemic Circularity: An Essay on the Problem of Meta-Justification»
- Статья Ларри Сэнгера «Знание свободно для всех» в «Technology review»( ӗҫлемен каҫӑ)
- «Британника или Нупедия? Будущее свободных энциклопедий.»
- «Википедия широко открыта. Почему она так быстро растёт? Почему она не переполнена чепухой?»
- «Почему Википедия должна отказаться от антиэлитаризма.»
- Ранняя история Нупедии и Википедии: Мемуар и также Часть II (19 апреля 2005, «Slashdot»)
- Портал «Цифровая Вселенная» («Digital Universe») 2005 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ.