Нупеди

Нупе́ди (акăл. Nupedia) — акăлчанла энциклопеди проекчĕ, статьясене экспертсем çырнă тата Тетелре ирĕклĕ сарнă. Ăна Ларри Сэнгерпа — проектăн тĕп редакторĕ тата йĕркелӳçи, Джимми Уэйлс — ун чухне проекта финансăлакан Bomis компанин ĕç тăвакан директорĕ, никĕсленĕ. Нупеди 2000 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа 2003 çулхи авăн уйăхĕччен ĕçленĕ, вăл Википедие çуратаканĕ.

Нупеди вики-сайчĕ шутланман.

2008 çулхи çĕртме уйăхĕнче CNET Networks Нупедие историри халĕ ĕçлемен сайтсенчен мăнаçли тесе пĕлтернĕ.[1]

Ӑнлантарусем

  1. ^ The greatest defunct Web sites and dotcom disasters. CNET (24 утӑн 2008).(акăлч.)(2009 çулхи ҫӗртмен 13-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)

Шаблон:Website-stub