Викикаларăш
Викицитатник (акăл. Wikiquote) — вулакансем пĕрле тăвакан паллă çынсен е илемлĕ пултарулăх ĕçĕсен геройĕсен каланисен цитатисен ирĕклĕ пуххи. Çак сайта Викимедиа фондăн MediaWiki движокĕ çинче тытса пырать.
Проектăн пĕтĕм ăшлăхĕпе GNU Free Documentation License никĕсĕпе усă кураççĕ. Кĕртĕмĕ харпăрçăнах юлать, çав вăхăтрах копилефт-лицензăланипе ăшлăхĕ ирĕклĕ сармаллă шутланать.