Ирланд Википедийĕ
Ирланд Википедийĕ (айр. Vicipéid na Gaeilge) — Википедин ирланд чĕлхин уйрăмĕ.
Кун-çулĕ
2003 çулхи юпа уйăхĕнче уçăлнă. Пĕрремĕш статьяна 2004 çулăн кăрлач уйăхĕнче кĕртнĕ. Уйрăм никĕслевçи - Габриэль Бичем (Gabriel Beecham)[1]. 2005 çулăн авăн уйăхĕнче 1600 ытла статьяна çырнă, 173 хутшăнакан пулнă[1]. 2007 çулăн пуш уйăхĕ тĕлне хутшăнакан йышĕ 20 яхăн хастара çитнĕ, статья шучĕ 7 пинрен иртнĕ [2]. 2100 çулăн нарăс уйăхĕнче ирланд уйрăмĕнче 10 ытла статья пулнă, çак параметрпа вăл 92-мĕш вырăнта тăнă.
Ирланд википеди çуралнине ирланд чĕлхипе тухакан МИХ кăмăллă кĕтсе илнĕ[1][3][4]. Хăйĕн «Putting the learning back into learning technology», статьинче Барри Макмаллин, Dublin City University ĕçлекенскер, асăннипе, ирландсен Википедийĕ нихăçан та тĕнчипе анлă сарăлнă чĕлхесен Википединчи пекех, нумай статьяллă пулас çук, çапах та вăл усăллă ресурс[5]. Урăх академи çăлкуçĕсем сайтăн вĕренӳ-пĕлӳ пахалăхне хаклаççĕ[6].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 http://www.beo.ie/index.php?page=archive_content&archive_id=1608( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Wikipedia Insanica - Features, Unsorted - Independent.ie
- ^ http://www.beo.ie/index.php?page=archive_content&archive_id=1412( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ http://www.beo.ie/index.php?page=cursai_teicneolaiochta&content_id=406( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Putting the learning back into learning technology 2016 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Immersion Education - General Teaching Council for Northern Ireland Repository 2012 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
| Википеди | Ку Википеди пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |