Хип-хоп (мусăк жанрĕ)
Хип-хоп (акăл. hip-hop) — мусăк жанрĕ. Хип-хоп темиçе тĕле: çав тери «çăмăл» стильсенчен - поп-рэп - пуçласа агрессиллисене — хардкор-рэп, хорроркор - таран пайланать. Юрăсен тексчĕ çăмăлли те («тахçанхи ырă саманана» асăннинчен социаллă проблемăсене хускатьнине çити) пулать.
Хип-хопăн никĕсĕ фанкран тапраннă. Çаплах хип-хопа ура çине тăнă чухне ритм-н-блюз, соул, джаз тата регги çине таяннă.