Еремеев Владимир Вениаминович

Ереме́ев Влади́мир Вениами́нович (1964 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ, Анатьял, Самар облаçĕ2018 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ, Международный аэропорт имени Басиля Аль-Асада[d], Латакия[d]) — Раççей ҫарпуҫӗ, генерал-майор (2016). Раҫҫей Сирире ирттернӗ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче авиакатастрофӑра вилнӗ.

Кун-çулĕ

Унӑн амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ, ашшӗ водитель пулнӑ. Пӗр кунхине, Владимир ҫураличчен пилӗк уйӑх маларах, Аслӑ Кинел шывӗ ейӗве кайсан ҫынсене ҫӑлас тесе путса вилнӗ. Ҫавна пула ачана куккӑшӗ тата амӑшӗ пӑхса ӳстернӗ. Ҫулла колхозра ӗҫленӗ, мӗн ачаран ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗ.

1979 ҫулта Анатьял шкулӗнче 8 класс пĕтерсен Свердловскри Суворов çар училищине вӗренме кӗнӗ. Унтан Челепири танк училищинче вӗреннӗ, 1986 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Малтан Чехословакире хӗсметре тӑнӑ, кайран — Калининградра. Калининградра Владимир Еремеев полк командирӗ пулнӑ, кайран — Балти флотӗнчи ҫыран хӗрри ҫарӗсен штаб пуҫлӑхӗ[1].

2012–2014 ҫулсенче Севастопольти 27-мӗш уйрӑм Хӗрлӗ Ялавлӑ гварди мотострелоксен бригадине командирӗ пулнӑ.

2016 ҫулта Раççей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Тӗп штабӗн çар академийӗнчен вӗренсе тухнă[2].

Вилни

Владимир Вениаминович Еремеев генерал-майор 2018 çулхи пушăн 6-мĕшĕнче Сирире командировкăра пулнă вăхăтра Ан-26 самолётăн катастрофинче вилнĕ[3].

Генерал-майора Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинчи Федерацин ҫар мемориалӗн ҫӑвине пытарнӑ.[4] Унта Мускаври «Сыны отечества» юлташлӑх организацийӗн пайташӗсем, пурӗ 16 ҫын, хутшӑннӑ.

Астӑвӑм

2018 ҫулта тӑван Анатьялти шкул унӑн ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланӑ, шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. 2019 ҫулта унта «Аверкинско-ибряйкинские краеведческие чтения» иртнӗ, ӑна Еремеева асӑнса ирттернӗ.

Наградисем

  • Хӑюллӑх орденӗ;
  • II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль;
  • ытти медальсем.

Ҫемйи

Икӗ хутччен авланнӑ пулнӑ. Икӗ арӑмӗнчен виҫӗ ача пур: пӗр ывӑлпа икӗ хӗрача.