Анатьял
Анатьял (выр. Нижнеаверкино) — Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕн ялĕ. Похвиçнĕ районĕнчи чăваш ялĕсен "Вирьял" текен ушкăнне кĕрет. Культура çурчĕ, шкул пур.
Кунçул
1755 çулта Кăрмăш тата Етĕре уесĕнчен куçса килнĕ чăвашсем никĕсленĕ. [1] 1989-мĕш çнĕçулта 402 çын, 2001-мĕш çулта 445 çын пурăннă.
Похвиçнĕ таврашĕнчи ялсен чăвашла ячĕсен пĕр версийĕ[2]
- Калиновка - Пушкăрт;
- Малоганькино - Талкăшпуç;
- Малое Ибряйкино - Çене Ял;
- Нижне-Аверкино, Нижнеаверкино - Анатьял;
- Новорысайкино - Акмулла;
- Похвистнево - Станци;
- Рысайкино - Рсиел, Ăрсиел;
- Сирмабусь - Çырмапуç;
- Скородумовка (Палкино) - Патак касы;
- Среднее Аверкино - Эверккель, Эверккел;
- Староганькино - Питтапаль, Питтĕпаль;
- Старое (Большое) Ибряйкино - Кивъял;
- Стюхино - Стюххаль, Çтухаль;
- Султангулово - Султтанкăл;
- Таволжанка - Тăбăлхоты, Тупăлха;
- Чекалинка - Вăрман хĕри;
- Ясная Поляна - Таса Ĕшне.
- Бугуруслан — Хула.
Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем
- Захаров Семён Васильевич (1906-1983) — медицина ăславĕсен докторĕ, профессор[3].
- Еремеев Владимир Вениаминович (1964-2018) - генерал-майор.
- Еремеев Юрий Вениаминович (05.10.1959 - 01.09.1982) — Юркка пичче.
- Арланов Яков Афанасьевич - таврапĕлÿçĕ.
- Корнилова (Малышева) Надежда Никитична — таврапĕлÿçĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ Чăваш энциклопедийĕ
- ^ Аверкинско-ибряйкинские чуваши — 5 янв 2019 в 18:48
- ^ Захаров Семён Васильевич — Электронла чăваш энциклопеди.
Вуламалли
- Корнилова (Малышева), Надежда Никитична. "Незабытые истории поселения Нижнеаверкино и его жителей". Алçыру (?)
- Арланов, Яков Афанасьевич. "Дороги горя, беды и нужды" кĕнеке (самиздат). "Предки и мы (из истории деревни)" ятпа та паллă ку кĕнеке. Виçĕ машшинккăпа çаптарнă экземпляр. Пĕри Самарти архивра, тепри ялти библиотекăра. Виççĕмĕшĕ авторăн тăхăмĕсенче
Каçăсем
| Ку Самар облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |