Волчья Яма (Похвиçнĕ хули)

Волчья ЯмаСамар облаçĕнчи Похвиçнĕ хулинчи уйрăм тĕл, поççолăк. Çавăн пекех чукун çул станцийĕ (чарăнăвĕ). Унчченхи чăваш ялĕ вырăнĕнче пулса кайнă. Тен, ку ялăн чăн-чăн чăвашла ячĕ те пулма пултарнă. Анчах та çакă халĕ паллă мар. Тупăнсан — ку статьяна та улшăнусем кĕртме тивет.

Хăшпĕр чухне топонима нумайлă хисепре те усă кураççĕ — Волчьи Ямы. Тетелти хыпар[1]:

<Кĕскен куçарни: Кивьял (Похвиçнĕ районĕ)[2] чăвашĕсем никĕсленĕ ял. 1924-мĕш çулта вĕсем хайсен çĕрĕ çинчех йĕркеленĕ. 1926-мĕш çулта 37 çын, 1937-мĕш çулта 68 çын, 1959-мĕш çулта 34 çын пурăннă. Индустри объекчĕсем хĕссе пынă май чăвашсем унтан саланма пуçлнă. 1970-мĕш çул тĕлне унта "чăвашлăх шăрши" юлман. Хăçан Похвиçнĕ шутне официаллă майпа кĕни паллă мар.>

Вуламалли

  • Город на 150-й версте. Страницы истории города Похвистнево 1888 - 1947 гг. / сост. Т.П. Потапова - Похвистнево: ОАО "ИИЦ", 2013. - 242 с., ил.
  • Административно-территориальное деление Самарской области. Справочник. 1928 - 2005 гг. / отв. сост. О.В. Зубова: Самара, ООО "Книжное издательство", 2017. - 992 с., ил.
  • Средняя Волга: социально-экономический справочник / под общ. ред. С.Н. Крылова: М.-Самара: Средневолжское краевое изд-во, 1934.

Асăрхавсем

  1. ^ Посёлок Волчья Яма — Аверкинско-ибряйкинские чуваши 10 янв 2019 в 19:36
  2. ^ 1961-мĕш çулта Çĕньялпа пĕрлешсе, унăн ятне те йышăнса, пĕр ял пулса тăнă.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем