Виноградов Нестор Петрович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Виноградов Нестор Петрович, — драма актёрĕ. 1909 çулхи пуш уйăхĕн 6 Етӗрне уесӗнчи (халĕ Муркаш районӗ) Тивĕш ялĕнче çуралнă. 1995 çулхи авăн уйăхĕн 29 Шупашкарта вилнĕ.

Медальсене, 2 степеньлĕ Тăван çершыв вăрçин орденне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ

Аксубаевра вырнаçнă колхозпа совхоз теартĕнче вылянă. Тăван Çĕршывăн Аслă Вăрçине хутшăннă. Вăрçă хыççăн, 1945 çултан 1979 çулчен каллех К.В. Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх академи театрĕнче вылянă.

Тĕп ролĕсем

  • Айдар, Ванькка ("Кужар");
  • Платон Кречет, Костя-капитан ("Аристократы");
  • Дикой ("Гроза");
  • Аполлон ("Волки и овцы");
  • тата ыттисем.