Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен кунӗ (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. International Day of the World’s Indigenous Peoples, исп. Día International de las Poblaciones Indígenas, китай 世界土著人民国际日, фр. la Journée internationale des populations autochtones) — 1995 ҫултанпа кашни ҫулах ҫурлан 9-мӗшӗнче уявлакан пӗтӗм тӗнчери кун. Ӑна ПНО Тӗп Ассамблейи ҫирӗплетнӗ.

Историйӗ

1990 ҫулта ПНО Тӗп Ассамблейӗ 1993 ҫула «Тӗнчери кӑк халӑхсен пӗтӗм тӗнчери ҫулталӑкӗ» тесе палӑртнӗ[1].

1994 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейин 49/214-мӗш Резолюцийӗпе, «1995—2004 ҫулсенчи тӗнчери кӑк халӑхсен пӗтӗм тӗнчери вунҫуллӑхӗ» шайӗнче, «Кӑк халӑхсен пӗтӗм тӗнчери кунне» ҫирӗплетнӗ. Уяв кунӗ тесе ҫурлан 9-мӗшне палӑртнӑ — ҫак кун 1982 ҫулта Женевара ПНО-н тӗнчери кӑк халӑхсем енӗпе ӗҫлекен ушкӑнӗн пӗрремӗш ларӑвӗ (тӗнчери кӑк халӑхсене официаллӑ майпа йышӑнас енӗпе ятарлӑ форум) иртнӗ[2][3][4].

1995 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче пӗрремӗш хут «Тӗнчери кӑк халӑхсен пӗтӗм тӗнчери кунне» уявланӑ[5].

Ку кунӑн тӗллевӗ — кӑк этнос пӗрлӗхӗсен культурипе чӗлхине сыхласа хӑварасси, ҫавӑн пекех тӗнчери халӑха вӗсен йывӑрлӑхӗсемпе нушисем ҫине тимлӗх уйӑрасси[6].

2004 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи 59/174-мӗш Резолюцийӗпе «Ӗҫ-хӗлпе тивӗҫлӗхӗн вунҫуллӑхӗ» лозунгпа иртекен «2005—2014 ҫулсенчи тӗнчери кӑк халӑхсен пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш вунҫуллӑхӗ» шайӗнче «Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен кунне» малалла та уявлама йышӑннӑ[2][7].

2005 ҫулта ПНО Тӗп секретарӗ пур правительствӑна та ҫак куна наци шайӗнче уявлама чӗнсе каланӑ[8].

…кӑк халӑхсемпе пӗр шухӑшлисен йышне пур ҫӗрте те анлӑлатасси тата ҫын ирӗкӗсене хисепленӗ май (ку ирӗке вӗсенчен питӗ нумайӑшне питӗ нумай вӑхӑт хушши паман) вӗсене тӑнӑҫлӑхпа хӳтлӗхре аталанмалли майсемпе тивӗҫтерес тесе вӗсемпе пӗрле ӗҫлесси.ПНО Тӗп секретарӗ чӗнсе калани, 2005 ҫул, [9]

2007 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейӗ Кӑк халӑхсен прависем пирки Деклараци йышӑннӑ[1].

ПНО Тӗп Ассамблейӗ 2019 ҫула «Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен чӗлхисен ҫулталӑкӗ» тесе палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех, ҫак пулӑм шайӗнче, 74/135-мӗш Резолюципе (2019 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнчи) ҫӗнӗ «2022—2032 ҫулсенчи кӑк халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунҫуллӑхне» ҫирӗплетнӗ[1][10].

undefined

Раҫҫейре

2025 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин астӑвӑм кунне — Раҫҫей Федерацийӗнчи сахал йышлӑ тӗп халӑхсен кунне — ҫирӗплетесси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Уява кашни ҫулах акан 30-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

РФ Конституцийӗнче (69-мӗш статья) йышӗпе пӗчӗк кӑк халӑхсен прависене тӗнчери правӑн тата тӗнчери килӗшӳсен пӗтӗмӗшле йышӑннӑ принципӗсемпе нормисене кура хӳтӗлесе гарантилеҫҫӗ[1].

Ҫавӑн пекех темиҫе Федераллӑ саккун йышӑннӑ[1]:

  • 1999 ҫулхи акан 30-мӗшӗнче — «Раҫҫей Федерацийӗнчи йышӗпе пӗчӗк кӑк халӑхсен прависене гарантилесси пирки»;
  • 2000 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче — «Раҫҫей Федерацийӗн Ҫурҫӗр, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ енчи йышӗпе пӗчӗк кӑк халӑхсен общинисене йӗркелессин пӗтӗмӗшле принципӗсем пирки»;
  • 2001 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнче — «Раҫҫей Федерацийӗн Ҫурҫӗр, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ енчи йышӗпе пӗчӗк кӑк халӑхсен йӑлана кӗнӗ ҫутҫанталӑкпа усӑ курмалли территорийӗсем пирки».

Кун теми

  • 2004 — «Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен вунӑҫуллӑхӗ»;
  • 2005 — «Кӑк халӑхсен ӗҫӗ — пирӗн ӗҫ»;
  • 2006 — «Ӗҫшӗн тата хисеплӗхшӗн йӗркеленӗ альянс»;
  • 2007 — «Кӑк халӑхсен чӗлхисене упраса хӑварасси питӗ кирлӗ»;
  • 2008 — «Патшалӑхсемпе кӑк халӑхсем килӗшӳллӗ те партнерла пурӑнни»;
  • 2009 — «Кӑк халӑхсем тата ВИЧ/СПИД»;
  • 2010 — «Кӑк халӑх йышне кӗрекен кино ӗҫченӗсем»[11];
  • 2011 — «Кӑк халӑхсен пултарулӑхӗ: халапсемпе культурисене тивӗҫлӗ хак пани, хамӑрӑн пуласлӑха йӗркелени»[12];
  • 2012 — «Кӑк халӑхсен массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, тата вӗсен пулӑшӑвӗ»[13];
  • 2013 — «Кӑк халӑхӗсен альянсӗсене йӗркелесси: договорсен, килӗшӳсен тата ытти конструктивлӑ договорсен положенийӗсене пӑхӑнасси»;
  • 2014 — «Танмарлӑха пӗтересси: кӑк халӑхсен прависене тивӗҫтересси»;
  • 2015 — «2015 ҫул хыҫҫӑнхи тапхӑрти кун йӗрки: кӑк халӑхӗсен сывлӑхӗпе ырлӑхне тивӗҫтересси»;
  • 2016 — «Кӑк халӑхсен пӗлӳ илме тивӗҫ право»;
  • 2017 — «Кӑк халӑхсен прави ҫинчен калакан ПНО Декларацине йышӑннӑранпа 10 ҫул ҫитни»[14];
  • 2018 — «Кӑк халӑхсен миграцийӗ тата куҫӑвӗ»;
  • 2019 — «Кӑк халӑхсен чӗлхисем»;
  • 2020 — «COVID-19 тата кӑк халӑхсен ҫирӗплӗхӗ»[15];
  • 2021 — «Никама та хыҫа хӑвармалла мар: кӑк халӑхсем тата ҫӗнӗ обществӑлла килӗшӳ йышӑнма чӗнсе калани»[16];
  • 2022 ҫул — «Йӑлана кӗнӗ пӗлӳсене сыхласа хӑварас тата малалла парас ӗҫри тӗп халӑхсен хӗрарӑм вырӑнӗ»[17];
  • 2023 ҫул — «Кӑк халӑхсен ҫамрӑкӗсем — хӑй тӗллӗн палӑрассишӗн улшӑнусем кӗртекенсем»[6];
  • 2024 ҫул — «Хӑйсен ирӗкӗпе уйрӑмшарӑн пурӑнакан тата пӗрремӗш хут хутшӑнма пуҫланӑ кӑк халӑхсен ирӗкӗсене хӳтӗлесси»[3];
  • 2025 ҫул — «Кӑк халӑхсем тата искусственнӑй интеллект: ирӗксене хӳтӗлесси, пуласлӑха йӗркелесси»[18];
  • 2026 ҫул — «Кӑк халӑхсен акушеркисене хисеплесе: пурнӑҫпа ырлӑха сыхласа»[19].
undefined

Мероприятисем

2024 ҫулта ПНО Тӗп секретарӗ тата Кӑк халӑхсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Пӗр вӗҫӗмсӗр форумӑн председателӗ чӗнсе каланӑ сӑмахпа виртуаллӑ мероприяти иртнӗ. Панельлӗ сӳтсе явура ҫак докладчиксем хутшӑннӑ: Антониу Гутерриш (ПНО Тӗп секретарӗ), Инду Умару Ибрагим (UNPFII председателӗ), Манари Ушигуа Санти (Сапара халӑхӗн политика тата тӗн ертӳҫи), Эдуардо Пичилингу Рамос (Перури Пачамама фончӗн директорӗ), Рука Сомболингги (AMAN тӗп секретарӗ), Хьюиа Алисия Кахуйя Итека (CONAIE бюро наци ертӳҫи), Хосе Франсиско Кали Тсай (кӑк халӑхсен прависем енӗпе тухса калаҫнӑ ятарлӑ докладчик (Майя Какикель)), Мануэль Кармона Йебра (глобаллӑ ыйтусемпе инновацисен пайӗн ертӳҫин ҫумӗ, тавралӑх тата океансен ыйтӑвӗсен канашҫи, ЕП АПШ-ри представительствӑра), Кэролайн Пирс (Survival International ӗҫ тӑвакан директорӗ), Фредди Мамани Мачака (кечуа-аймара индейсен халӑхӗн ҫнни, Амазонире пӗрле ӗҫлес енӗпе йӗркеленӗ организацийӗн кӑк халӑхсен ӗҫӗсен координаторӗ)[3].

Раҫҫейре

«Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен кунӗнче» ҫакӑн пек мероприятисем иртеҫҫӗ[6]:

  • Тематикӑллӑ концертсем, куравсем, ярмӑрккасем, фестивальсем, конкурссем;
  • Пӗлӳ паракан мероприятисем: ҫавра сӗтӗлсем, семинарсем, лекцисем тата ыттисем те.

Ҫак куна ҫавӑн пекех наци тумӗсемпе уявлаҫҫӗ, тӗрлӗ наци кухнин апат-ҫимӗҫне хатӗрлеҫҫӗ[6].

2011 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче Мускавра тата ҫурлан 15-мӗшӗнче Сочире Пӗтӗм Раҫҫейри «Манящие миры. Этническая Россия» VII фестиваль иртнӗ. Фестивале йышӗпе пӗчӗк кӑк халӑхсен тӗрлӗ нацилӗхӗн 15 ытла ҫынни пухӑннӑ. Ҫурҫӗр халӑхӗсен йӑлана кӗнӗ пурӑнмалли ҫурчӗсен экспозицине вырнаҫтарнӑ, этнос коллективӗсен концерчӗсене йӗркеленӗ, шӑрҫа ҫыхас, шӑмӑ ҫинче эреш касас, ҫавӑн пекех наци пуканисене тӑвас енӗпе ӑсталӑх лаҫҫисем ирттернӗ[12].

2017 ҫулта Новокузнецкри «МИБС» МБУ библиотекинче «Ҫӗпӗрти кӑк халӑх ҫыннин кунӗ» ятлӑ хула мероприятисене йӗркеленӗ[14].

2020 ҫулта Якутире мероприятисем онлайн-форматпа иртнӗ («Ҫурҫӗрти йышӗпе пӗчӗк кӑк халӑхсен хӑйсен пурӑнмалли тавралӑхне сыхласа хӑвармалли прави: экологи ыйтӑвӗсем» видео-конференци; Раҫҫейри 14 регион хутшӑннӑ Ҫамрӑксем хушшинчи VI Суглан-2020 онлайн-тӗлпулӑвӗ; Якути Ҫурҫӗрӗнчи йышӗпе пӗчӗк кӑк халӑхсен наципе йӑла-йӗрке уявӗ «Кочевье»; «Ҫӗнтерӳн уяв салючӗ» флешмоб кӑтартни)[15].

undefined

Тӗпчевсем

ПНО 2024 ҫулхи даннӑйӗсем тӑрӑх[1][6][20]:

  • Кӑк халӑхсем пӗтӗм тӗнчери халӑх йышӗнчен 6 % каярах (476 млн ытла ҫын) йышӑнаҫҫӗ, вӗсенчен 15 % — планетӑри чи чухӑн ҫынсем. Вӗсем тӗнчери 90 ҫӗршывра пурӑнаҫҫӗ, пилӗк пин тӗрлӗ культурӑна кӑтартаҫҫӗ, ҫичӗ пине яхӑн чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Ҫак халӑхсен 40 % чӗлхине ҫухалас хӑрушлӑх кӗтет, мӗншӗн тесен вӗсенчен нумайӑшне шкулта вӗрентмеҫҫӗ, ҫавӑн пекех обществӑлла сферӑра усӑ курмаҫҫӗ;
  • Пӗтӗм Ҫӗр ҫийӗн 28 %-ӗ, унта тӗнчери вӑрмансен 11 % кӗрет, — кӑк халӑхсем пурӑнакан территорисем, ҫав хушӑрах вӗсем тӗнчипе сыхланса юлнӑ биотӗрлӗлӗхӗн пысӑк пайне упраса хӑварнӑ;
  • Кӑк халӑхсен апат-ҫимӗҫ тытӑмӗ хӑйне хӑй тивӗҫтерес енӗпе пысӑк шайра тӑрать. Вӗсем кирлӗ апат-ҫимӗҫ продукчӗсен, ҫавӑн пекех ресурсӗсен (пӑлан ӗрчетесси, пулӑ тытасси, сунар, йытӑ ӗрчетесси, ҫимӗҫ пухасси, ӳнер промысли) 50-80 % хатӗрлеҫҫӗ.

Раҫҫейре

Раҫҫейре 2023 ҫулхи тӗлне йышӗпе пӗчӗк 47 кӑк халӑх (этнос) пурӑнать, вӗсен пӗтӗмӗшле йышӗ 300 пин ҫынран кӑшт ытларах. Пурӑнакан ареал: ҫӗршывӑн ҫурҫӗр регионӗсем, Ҫӗпӗр, Инҫет Хӗвелтухӑҫ[6].

Ҫыхӑннӑ пулӑмсем

  • Юпа уйӑхӗн иккӗмӗш тунтикунӗ — «Кӑк халӑхсен кунӗ» е «Колумб кунӗ» (АПШ). 1934 ҫулта йышӑннӑ федераци уявӗ[21].
  • Ҫӗртмен 21-мӗшӗ — «Кӑк халӑхсен наци кунӗ». Ӑна Канадӑн генерал-губернаторӗ Ромео Леблан 1996 ҫулта ҫирӗплетнӗ. 2001 ҫултан пуҫласа ку куна Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ территорийӗсенче, 2017 ҫултанпа вара Юконра официаллӑ майпа уявлаҫҫӗ[22].
  • 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ПНО-н почта администрацийӗ «Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен кунне» халалласа почта маркисен (18 штук) ярӑмне кӑларнӑ. Дизайнерӗ — Стефен Беннетт («Country Road Clothing Pty Ltd» компанине никӗслекенӗ)[23].

Кӑсӑклӑ фактсем

Раҫҫейри кӑк халӑхсем пирки кӑсӑклӑ фактсем[6]:

  • Темиҫе вунҫуллӑх каялла пушкӑрт чӗлхинче ятлаҫу сӑмахӗсем пулман, мӗншӗн тесен хӗрарӑмсемпе ачасем, ҫавӑн пекех ваттисем ҫумӗнче ятлаҫма юраман, унсӑр пуҫне япӑх сӑмах калани ҫын хӑйне сиен кӳрет тесе шутланӑ;
  • 1947 ҫулта чукчӑсем (Раҫҫей) тата эскимоссем (Аляска) нумай ҫул хушши тӑшманлашса пурӑннине пула СССР тата АПШ хушшинче хирӗҫӳ пиҫсе ҫитнӗ;
  • Коряксем — Евразин чи ҫурҫӗрти халӑхӗ, вӗсем Камчаткӑн ҫурҫӗр енче пурӑнаҫҫӗ;
  • Нганасансем (Таймыр ҫурутравӗнчи кӑк халӑх) ӗлӗк урӑхла ҫул шутлавӗпе пурӑннӑ. Ҫулталӑк ҫупа хӗлле пайланнӑ. Ҫӗнӗ ҫул юр ҫусан тата пӑлансем чупма пуҫласан ҫитнӗ. Ҫулне те икӗ хутлӑ тытӑмпа шутланӑ, ҫавна пула вӗсем ытти халӑхсенчи хӑйсен тантӑшӗсенчен икӗ хут «аслисем» пулнӑ;
  • Тывара, Бурятире тата Калмыкире пурӑнакансенчен чылайӑшӗ буддизм тӗнӗпе пурӑнать (калмӑксен буддизм XVI ӗмӗртенпе йӑлана кӗнӗ тӗн шутланать);
  • Негидалецсен (Амурҫумри пӗчӗк халӑх) пӗр ӗненӳ пур — яланах ҫуртӑн пӗр пайӗнче ҫывӑрма юрамасть, апла тумасан ҫурт кимӗ пекех тӳнсе кайӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Международный день коренных народов мира (2024-08-09). 2024 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Международный день коренных народов мира (9 августа 2010 года) (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 International Day of the World’s Indigenous Peoples 2024 | Division for Inclusive Social Development (DISD) (англ.). social.desa.un.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
  4. ^ United Nations General Assembly. A/RES/49/214 - International Decade of the World's Indigenous People - UN Documents: Gathering a body of global agreements. www.un-documents.net. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  5. ^ Сушкова Ю. Н. К вопросу о правовом статусе коренных народов Российской Федерации // Инженерные технологии и системы. — 2009. — № 4.
  6. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 9 августа — Международный день коренных народов мира: история праздника (2023-08-08). 2023 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  7. ^ Резолюция 59/174 "Второе Международное десятилетие коренных народов мира" (выр.). admhmao.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  8. ^ Международный день коренных народов мира (выр.). Мурманский арктический университет. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  9. ^ Международный день коренных народов мира (выр.). Мурманский арктический университет. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  10. ^ "Международное десятилетие языков коренных народов" (2022-2032) (выр.). www.unesco.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  11. ^ Из послания Генерального секретаря ООН Пан Ги Муна по случаю Дня. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи акан 26-мӗшӗ.
  12. ^ 1, 2 Федор Мыгун. История Дня коренных народов мира(паллӑ мар). www.kykhkykh.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  13. ^ Справка - Международный день коренных народов мира (2012-08-09). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  14. ^ 1, 2 Акция «День коренного сибиряка» (6+) (выр.). libnvkz.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
  15. ^ 1, 2 Международный день коренных народов в 2020 году посвящен теме «COVID-19 и жизнестойкость коренных народов» — ЯСИА (2020-08-07). 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  16. ^ Тема 9 августа 2021 – «Не оставляя никого позади: Коренные народы и призыв к новому общественному договору» – Илкэн(паллӑ мар). ilken.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  17. ^ Сегодня отмечается Международный день коренных народов мира - МОО «КМНСОЮЗ» (2022-08-09). 2023 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  18. ^ International Day of the World’s Indigenous Peoples 2025. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  19. ^ Honouring Indigenous Midwives: Safeguarding Life and Well-being. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  20. ^ Nations, United. Международный день коренных народов мира | Организация Объединенных Наций. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  21. ^ В США отмечают День Колумба и День коренных народов | Caliber.Az (выр.). caliber.az. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  22. ^ Government of Canada; Crown-Indigenous Relations and Northern Affairs Canada. National Indigenous Peoples Day (англ.). www.rcaanc-cirnac.gc.ca. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
  23. ^ StampNews.com: Интернет-издание составило рейтинг самых важных Почтовых Марок по результатам 2009 года. www.press-release.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.