Раҫҫей Федерацийӗнчи сахал йышлӑ тӗп халӑхсен кунӗ
Раҫҫей Федерацийӗнчи сахал йышлӑ тӗп халӑхсен кунӗ (выр. День коренных малочисленных народов Российской Федерации) — Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн указӗпе 2025 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ паллӑ дати. Уява Раҫҫейри сахал йышлӑ тӗп халӑхсен йӑлана кӗнӗ пурнӑҫ йӗркине, хуҫалӑх ӗҫ-хӗлне, промыслисене тата хӑйне евӗр культурине упраса хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ.
Уяв кунӗ — акан 30-мӗшӗ.
Историйӗ
2025 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейри сахал йышлӑ тӗп халӑхсен кунне пуҫарса ӑна акан 30-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ. Ку указа право акчӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларакан сайтра вырнаҫтарнӑ[1].
Ҫавӑн пекех ҫак кун тепӗр паллӑ датӑна — Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисен кунне — пуҫарасси ҫинчен указа алӑ пуснӑ. Уява авӑнӑн 8-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ — ун чухне Расул Гамзатовӑн ҫуралнӑ кунӗ[2].
Уяв статусӗпе тӗллевӗсем
Раҫҫей Федерацийӗн сахал йышлӑ халӑхсен кунӗн астӑвӑм датин статусӗ пур. Ӗҫрен канмалли уяв кунӗ мар.
2025 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнчи 799-мӗш номерлӗ указпа килӗшӳллӗн, уявӑн тӗп тӗллевӗ — Раҫҫейри сахал йышлӑ тӗп халӑхсен йӑлана кӗнӗ пурнӑҫ йӗркине, хуҫалӑх ӗҫ-хӗлне, промыслисене тата хӑйне евӗр культурине упраса хӑварассси[3].
Уявлас йӑла-йӗрке
Раҫҫейре сахал йышлӑ тӗп халӑхсен культурине халалланӑ фестивальсем, ҫавӑн пекех вӗсен еткерлӗхне упраса хӑварас тата популяризацилес тӗллевпе йӗркеленӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ[4]. Мероприятисем ҫак халӑхсем пурӑнакан вырӑнсенче тата федераци центрӗсенче иртеҫҫӗ[5].
Мероприятисен формачӗсем:
- этнографи куравӗсем — наци тумне, йӑла япалисене, промысла тата эреш хатӗрӗсене кӑтартаҫҫӗ.
- фестивальсем — наци музыкипе, тӑван чӗлхепе (тӗслӗхрен, саам, кильдин, эвен) юррисемпе, театрализациленӗ представленисем урлӑ наци вӑййисемпе тата йӑли-йӗркипе паллаштараҫҫӗ.
- мастер-классем — йӑлана кӗнӗ пиҫиххисем ӑсталасси, тӗрӗ тӗрлесси, шӑмӑран касса хатӗрлесси тата кӳлмелли хатӗрсем тӑвасси енӗпе ӑсталӑх лаҫҫисем.
- ярмӑрккасем — йӑла-йӗрке хуҫалӑхӗн продукцине — пулӑ, аш-какай, пыл, кӑмпа-ҫырла, пӑлан тирӗсем тата алӑсти япалисем — кӑтартни тата сутни[5].
Унсӑр пуҫне, право, экологи, вӗрентӳ тата чӗлхесене упраса хӑварас ыйтусемпе ӑслӑлӑх конференцийӗсемпе ҫавра сӗтелсем ирттереҫҫӗ, ҫавӑн пекех шкулсемпе вузсенче вӗрентӳ акцийӗсем йӗркелеҫҫӗ[5].
Раҫҫейри сахал йышлӑ тӗп халӑхсем
2000 ҫулта Раҫҫей правительстви Раҫҫей Федерацийӗн сахал йышлӑ тӗп халӑхсен пӗрлехи переченьне йышӑннӑ[6], 2006 ҫулта — Раҫҫей Федерацийӗнчи Ҫурҫӗрти, Ҫӗпӗрти тата Инҫет Тухӑҫӗнчи сахал йышлӑ тӗп халӑхсен переченьне[7].
2020 ҫултанпа Раҫҫейре сахал йышлӑ тӗп халӑхсен представителӗсене шута илеҫҫӗ. Вӗсен ҫӑмӑллӑхсем, сунара каймашкӑн тата пулӑ тытмашкӑн ятарлӑ квотӑсем илме ирӗк пур. Регионсен шайӗнче пулӑшу памалли уйрӑм мерӑсем пур.
2025 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх РФ сахал йышлӑ тӗп халӑхсен пӗрлехи переченьне 47 этнос кӗрет[8].
Раҫҫейре сахал йышлӑ тӗп халӑхсен 315 пине яхӑн представителӗ шутланать[9]. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, вӗсен хушшинче чи йышлисем ненецсем (49 787 ҫын), абазинсем (41 874 ҫын) тата эвенксем (39 420 ҫын) шутланаҫҫӗ. Питӗ сахал йышлӑ этноссен хушшинче: керексем, алюторецсем тата водьсем[8].
Тӗпрен илсен, тӗп халӑхсем Инҫет Ҫурҫӗрте, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче тата Ҫӗпӗрте пурӑнаҫҫӗ. Ыттисем Кавказра тата Раҫҫейӗн Европа пайӗнче пурӑнаҫҫӗ[8].
Тематика фестивалӗсемпе мероприятисем
Раҫҫейре сахал йышлӑ тӗп халӑхсен культурине халалланӑ фестивальсем, ҫавӑн пекех вӗсен еткерлӗхне упраса хӑварас тата популяризацилес тӗллевпе йӗркеленӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ:
- Раҫҫейри сахал йышлӑ тӗп халӑхсен пӗтӗм Раҫҫейри культура форумӗ — 2025 ҫулхи кӗркунне Анадырьте, Красноярскра, Петрозаводскра тата Тӗменре пӗрремӗш хут ирттернӗ анлӑ мероприяти[10]. Форум этнокультурӑллӑ пурлӑха упраса хӑварас опытпа ылмашма тата сӳтсе явма пултарулӑх коллективӗсене, ал ӑстисемпе экспертсене пӗрлештерет[4].
- Пӗтӗм тӗнчери «Ҫурҫӗр пуянлӑхӗ. Раҫҫей ӑстисем тата художникӗсем» курав-ярмарка — ҫулсерен иртекен мероприяти, ун шайӗнче ҫавӑн пекех «Ҫурҫӗрти куҫса ҫӳрекенсем» фестиваль иртет. Проект сахал йышлӑ тӗп халӑхсен йӑлана кӗнӗ промыслисемпе ӳнерне кӑтартма пӗтӗм ҫӗршывран ҫӗршер ҫын пухать[11].
- «Илӗртекен тӗнче. Этникӑллӑ Раҫҫей» куҫса ҫӳрекен фестиваль— Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи тӗп халӑхсен культурине «куҫса ҫӳрекен» форматпа кӑтартакан фестиваль[12].
- «Этноскоп» фестиваль — Раҫҫей халӑхӗсен тӗрлӗ енлӗ культурине халалланӑ проект, унӑн шайӗнче фольклор коллективӗсен концерчӗсем, лекцисем тата куравсем иртеҫҫӗ[13].
- «Пысӑк пулӑ» — Раҫҫейри сахал йышлӑ халӑхсен Томск облаҫӗнче[14], Приморье крайӗнче тата ытти регионта ирттерекен фестивалӗ. Фестиваль шайӗнче халӑх промыслисен куравӗсем, мастер-классем, концертсем, йӑлана кӗнӗ вӑйӑсемпе тупӑшусем, наци апат-ҫимӗҫне астивнисем иртеҫҫӗ.
Саккун шайӗнче йӗркелени
Раҫҫей Федерацийӗнчи сахал йышлӑ тӗп халӑхсен прависене саккун тӗлӗшӗнчен йӗркелессине федераци саккунӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен саккунӗсене, тӗнчери килӗшӳсене тата патшалӑх программисене кӗртнӗ. Ҫак халӑхсен прависен гарантийӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн 69-мӗш статйинче ҫирӗплетнӗ.
Федераци саккунӗсем
- 1999 ҫулхи акан 4-мӗшӗнчи 82-ФЗ-мӗш номерлӗ «Раҫҫей Федерацийӗнчи сахал йышлӑ тӗп халӑхсен прависен гарантийӗ пирки» федераци саккунӗ
- 2000 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнчи 104-ФЗ-мӗш номерлӗ «Раҫҫей Федерацийӗнчи Ҫурҫӗрти тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи сахал йышлӑ тӗп халӑхсен пӗрлехи общинисене йӗркелесси пирки» федераци саккунӗ
Раҫҫей Федерацийен субъекчӗсен саккунӗсем
- Ненец автономи округӗн 2007 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнчи 65-ОЗ-мӗш номерлӗ «Ненецк автономи округӗнчи Ҫурҫӗрти сахал йышлӑ тӗп халӑхсен компактлӑ пурӑнмалли территори пирки» саккунӗ
Тӗнчери килӗшӳсем
- Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ организацийӗн 169-мӗш номерлӗ «Пӑхӑнман патшалӑхсенче тӗп халӑхсем тата куҫса ҫӳрекен халӑхсем пирки» конвенцийӗ
Патшалӑх программисем
Раҫҫейри сахал йышлӑ тӗп халӑхсене пулӑшакан патшалӑх программисене йышӑннӑ, вӗсен йышӗнче:
- Раҫҫей Федерацийӗнчи сахал йышлӑ тӗп халӑхсен йӑлана кӗнӗ хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлне пулӑшакан патшалӑх программи, РФ Правительстви 2021 ҫулхи акан 15-мӗшӗнчи 978-р-мӗш номерлӗ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ[15]
- Раҫҫей Федерацийӗн «Патшалӑх наци политикине пурнӑҫлани» патшалӑх программи[16]
- Ханты-Манси автономи округӗн — Югран «Ҫурҫерти сахал йышлӑ тӗп халӑхсен ҫирӗп аталанӑвӗ» патшалӑх программи[17]
- Ненец автономи округӗн «Ненецк автономи округӗнчи Ҫурҫӗрти сахал йышлӑ халӑхсене упраса хӑварасси тата аталантарасси» патшалӑх программи
- Свердловск облаҫӗн «Свердловск облаҫӗн территорийӗнче социаллӑ экономика политикине лайӑхлатасси» патшалӑх программи
Ҫыхӑннӑ пулӑмсем
- Ҫӗртмен 21-мӗшӗ — Тӗп халӑхсен наци кунӗ. 1996 ҫулта Канадӑри Ромео Леблан генерал-кӗпӗрнаттӑр ҫирӗплетнӗ. 2001 ҫултанпа АПШри Ҫурҫӗр-Анӑҫ территорийӗсенче официаллӑ майпа паллӑ тӑваҫҫӗ, 2017 ҫултанпа — Юконра.
- Ҫурлан 9-мӗшӗ — Тӗнчери тӗп халӑхсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. ООН Тӗп Ассамблейи 1994 ҫулта ҫирӗплетнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ В России появился новый праздник (2025-11-04). Тӗрӗсленӗ: 0202 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Путин утвердил два новых праздника в России (2025-11-04). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Путин установил новые праздники в России - Российская газета (2025-11-04). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 В России впервые проведут культурный форум коренных малочисленных народов РФ. Газета.Ru (8 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 День коренных малочисленных народов России 2026: какого числа, история, традиции праздника, основные мероприятия. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Постановление Правительства Российской Федерации от 24.03.2000 г. № 255 (выр.). government.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Правительства РФ от 17.04.2006 N 536-р (ред. от 26.12.2011) Об утверждении перечня коренных малочисленных народов Севера, Сибири и Дальнего Востока Российской Федерации. legalacts.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Коренные малочисленные народы России. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Мы в цифрах (2023-01-17). 2024 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Первый Всероссийский культурный форум коренных малочисленных народов России пройдет в четырех федеральных округах. culture.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ В Красноярск привезут «Сокровища Севера». Дела.ru (10 пушӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ На Сахалине впервые состоится кочующий фестиваль «Манящие миры. Этническая Россия». Ассоциация коренных малочисленных народов Севера, Сибири и Дальнего Востока РФ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Этноскоп 2025. Фестиваль «Этноскоп». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ В Томском Дворце народного творчества «Авангард» прошёл фестиваль коренных малочисленных народов «Большая рыба». raipon.info. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Правительство утвердило программу господдержки традиционной хозяйственной деятельности коренных малочисленных народов в Арктике (выр.). government.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
- ^ Государственная программа(паллӑ мар). Федеральное агентство по делам национальностей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ.
- ^ О государственной программе Ханты-Мансийского автономного округа – Югры «Устойчивое развитие коренных малочисленных народов Севера». depos.admhmao.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Правительства РФ О Концепции устойчивого развития коренных малочисленных народов Севера, Сибири и Дальнего Востока РФ на период до 2036 года, N 1161-р от 08.05.2025 (выр.). zakonrf.info. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
Вуламалли
- Коренные малочисленные народы / Андриченко Л. В. // Конго — Крещение. — М. : Большая российская энциклопедия, 2010. — С. 260. — (Большая российская энциклопедия] : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 15). — ISBN 978-5-85270-346-0.
- Чемчиева А. П. Социальные практики возрождения традиционных праздников (на примере коренных малочисленных народов Республики Алтай) //Манускрипт. — 2016. — №. 12-3 (74). — С. 195—198.
Каҫӑсем
- Указ президента Российской Федерации № 799 от 4 ноября 2025 года
- Ассоциации коренных малочисленных народов Севера, Сибири и Дальнего Востока России