Вершинин Константин Андреевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

тӗрӗслесе тухнӑ
| Вершинин Константин Андреевич | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1900 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1973 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ (73 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | |
| Часть | 2-мĕш Беларуç фрончĕ |
| Командӑланӑ | 4-мĕш сывлăш çарĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Константи́н Андре́евич Верши́нин (1900 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ, Боркино[d], Яранский уезд[d], Вятка кĕперни, Раҫҫей империйӗ — 1973 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ, Мускав, СССР) — совет саманин ҫарпуҫӗ, СССР Сывлӑш-ҫар вӑйӗсен Тӗп главнокомандующийӗ, Авиаци Тӗп маршалӗ (1959), Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944). КПСС ЦК пайташӗ (1961—1971). СССР Аслӑ Канашӗн II (1946—1950), IV—VII (1954 ҫултанпа) пухӑнӑвӗсен депутачӗ.
Пурнӑҫӗ
Киров облаҫӗнчи Боркино ялӗнче (Яранск уесӗ, халӗ — Сенчур районне кӗрет) ҫуралнӑ. Вырӑс. Плотник кил-йышӗнче ҫуралнӑ, хӑй те ҫамрӑклах вӑрман каснӑ.[1]
Чиркӳ шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1915 ҫултан пуҫласа темиҫе ҫул хушши Вятка кӗпӗрнинчен килнӗ бригада йышӗнче Звенигово затонӗнче плотникра вӑй хунӑ.
Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче 1919 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа[2]. Симбирскри пехота командирӗсен курсне (1920), РХХҪ Коминтерн ячӗллӗ «Выстрел» аслӑ тактика-перевҫӗсен шкулне (1923), Н. Е. Жуковский профессор ячӗллӗ РХХҪ СҪВ инженер академине (1932) вӗренсе пӗтернӗ.
Граждан вӑрҫи
Раҫҫейри Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнчи пӗрремӗш вырӑнӗ — Чӗмпӗрти пехота запас полкӗн хӗрлӗ салтакӗ, ун йышӗнче Воронеж кӗпӗрнинче хресченсен пӑлхавне пусарма хутшӑннӑ. Чӗмпӗрти командирсен курсне (1920) вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн — Смоленск кӗпӗрнинчи Дорогобуж хулинчи стрелоксен ротин командирӗ, Польша чикки таврашӗнче Булак-Балахович ушкӑнӗсемпе ҫапӑҫнӑ. 1921 ҫулта полка Тамбов кӗпӗрнине куҫарнӑ, унта вӑл Тамбов пӑлхавне пусарнӑ чухне хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.[3]
Вӑрҫӑсем хушшинчи вӑхӑт
Граждан вӑрҫи хыҫҫӑн 1923 ҫултан пуҫласа Атӑлҫи ҫар округӗнчи 12-мӗш Хӗрлӗ Ялавлӑ пехота курсӗсен вӗренӳ ротипе командӑланӑ, 1928 ҫултанпа — Хусанти стрелоксен батальонӗн командирӗ. 1929 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академине вӗренме кӗнӗ, пӗрремӗш курса ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна 1930 ҫулта сывлӑш-ҫар вӑйӗсене куҫарнӑ та малалла Н. Е. Жуковский профессор ячӗллӗ РХХҪ СҪВ инженер академинче вӗренме янӑ.
Академи хыҫҫӑн 1932 ҫултанпа — РХХҪ СҪВ Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн техника пайӗн пуҫлӑхӗ, 1933 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен — авиаци бригади штабӗн операци уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ, 1934 ҫултан — РХХҪ Вӗҫевпе тактикӑн аслӑ курсӗсен эскадрилья командирӗ. Унтах курсантсемпе пӗрле бомбардировщика тытса пыма вӗреннӗ, 1935 ҫулта Качинскри лётчиксен аслӑ авиаци шкулӗнче ҫар лётчикӗ ятне илме экстерн мелпе экзаменсем панӑ[2]. 1938 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен — Аслӑ авиаци курсӗсен пуҫлӑхӗн вӗҫеве хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен пулӑшуҫи.
1940 ҫулта, СҪВ Штабӗнчен килнӗ васкавлӑ хушӑва пурнӑҫласа, Мускава курс персоналӗнчен тӑракан 5 бомбардировщика экипажӗсемпе пӗрле яма хушнӑ[4]. Ҫанталӑк начар пулнӑран маршрут ҫинче виҫӗ самолёт аварине лекнӗ, ҫынсем вилнӗ. Вершинина округӑн ҫар трибуналне тӑратнӑ, анчах суд ӑна туллин тӳрре кӑларнӑ. Ҫапах та дисциплина йӗркипе Вершинин полковника подполковник таран чакарнӑ та авиаци дивизийӗн командирӗн ҫумӗ вырӑнне куҫарнӑ. Анчах та 1941 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна каллех ҫав Аслӑ авиаци курсӗсене пуҫлӑхӗ вырӑнне тавӑрнӑ тата ҫар званине тавӑрса панӑ[5][6].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Вершинин полковник ҫав курс пуҫлӑхӗн вырӑнӗнче кӗтсе илнӗ. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна Кӑнтӑр фрончӗн СҪВ командующине лартнӑ. 1941 ҫулхи авӑн—чӳк уйӑхӗсенче Донбасс хӳтӗлев операцине, Ростов хӳтӗлевне тата Ростов тапӑну операцийӗсенче фронтри СҪВ ҫапӑҫӑвӗсене ертсе пынӑ. 1942 ҫулхи пӗрремӗш ҫур пайӗнче Барвенково-Лозовски тата Харьков хӳтӗлев операцийӗсене хутшӑннӑ. Вершинин авиаци генерал-майорӗ (1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗ) пулса тӑнӑ.
1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен — 4-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗ (Кавказхыҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ). 1942 ҫулхи авӑн — 1943 ҫулхи ака уйӑхӗсенче Кавказхыҫ фрончӗн СҪВ командующийӗ пулнӑ, унта 4-мӗш тата 5-мӗш сывлӑш ҫарӗсем, ҫавӑн пекех Хура тинӗс флочӗн СҪВ кӗнӗ. Кавказшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче палӑрнӑ. Кавказри тапӑну вӑхӑтӗнче Вершинин К. А. сӗнӗвӗпе И-153 («Чайка») истребительсемпе усӑ курнӑ, вӗсем тӑшман ҫине аялтан тапӑннӑ чух питӗ тухӑҫлӑ пулнӑ[2].
1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Вершинин авиаци генерал-майор каллех 4-мӗш сывлӑш ҫарӑн командующийӗ пулса тӑнӑ. Ҫараертсе пынӑ май 1943 ҫулхи ака—ҫӗртме уйӑхӗсенче Кубань тӳпинчи хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Унта Вершинин авианаводчиксене ялан малти йӗрсенче дежурствӑра тӑма хушнӑ. Покрышкин А. И. совет лётчикӗ хӑйӗн асаилӗвӗсенче Вершинин К. А. истребительсем валли конференцисем ирттернине палӑртать.
Унтан 4-мӗш сывлӑш ҫарӗ Новороссийск-Тамань, Керчь-Эльтиген десант, Крым стратеги тапӑну операцийӗсенче ӑнӑҫлӑ командӑланӑ. 1944 ҫулхи ҫу—ҫӗртме уйӑхӗсенче ҫара фронт варрине куҫарнӑ, унта вӑл Беларуҫ, Тухӑҫ Прусси, Тухӑҫ Померани, Берлин стратегиллӗ тапӑну операцийӗсене хутшӑннӑ. Вершинин авиаци генерал-лейтенанчӗ (1943 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗ), авиаци генерал-полковникӗ (1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗ) ҫар хисепӗсене ҫитнӗ.
Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне 1944 ҫулхи Беларуҫ тапӑну операцийӗнче ҫарсемпе ӑста командӑланӑшӑн панӑ.
К. А. Вершинин оперативлӑ ӑсталӑх енӗпе вӑйлӑ пӗлӳ пуррипе палӑрса тӑнӑ. Ҫакӑ ӑна СҪВ пайӗсене ҫӗр ҫинчи ҫарсемпе пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме май панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑт
1946 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен — Сывлӑш-ҫар вӑйӗсен Тӗп главнокомандующийӗ — СССР Хӳтӗлев министрӗн ҫумӗ. Авиацие реактивлӑ техника ҫине куҫассине ертсе пынӑ. Вершинин авиаци маршалӗ (1946 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ) пулса тӑнӑ.
1947 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче инҫет авиаци валли ядерлӑ бомбардировщиксен уйрӑмне (71-мӗш тӗпчев полигонӗ) хатӗрлеме приказ алӑ пуснӑ.
1949 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен — Баку районӗн ПВО ҫарӗсен командующийӗ. 1950 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен — 57-мӗш сывлӑш сарӗн командующийӗ. 1950—1951 ҫулсенче — Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗнчи 24-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗ.
1951 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен — чикӗри сывлӑш хӳтӗлев ҫарӗсен командующийӗ — СҪВ Тӗп главнокомандующийӗн ҫумӗ. 1953 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 1954 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — ҫӗршывӑн ПВО ҫарӗсен командующийӗ. 1954 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 1956 ҫулхи ака уйӑхӗччен — Баку ПВО округӗн ҫар командующийӗ. 1956—1957 ҫулсенче — СҪВ Тӗп главнокомандующийӗн ҫумӗ.
1957 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен — каллех Сывлӑш-ҫар вӑйӗсен Тӗп главнокомандующийӗ.
1960 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вершинин главком хушӑвӗпе 26266-мӗш ҫар пайне йӗркеленӗ, вӑл совет космонавчӗсене хатӗрлемелле пулнӑ, каярахпа ӑна Космонавтсене хатӗрлекен центр тесе ят панӑ.
Авиаци Тӗп маршалӗ (1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ) пулса тӑнӑ. 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен — СССР Хӳтӗлев министерствин Тӗп инспекторсен ушкӑнӗнче[2].
1919 ҫултанпа КПСС пайташӗ. 1961—1971 ҫулсенче КПСС ЦК пайташӗ. СССР Аслӑ Канашӗн II, IV—VII пухӑвӗсен депутачӗ.
Мускавра пурӑннӑ. 1973 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йывӑр чир хыҫҫӑн 74-мӗш ҫула кайсан вилнӗ. Новодевичье масарӗнче пытарнӑ.
Кил-йышӗ
- Арӑмӗ — Валентина Александровна (1904—2005), Чӗмпӗрти театр балерини, балетмейстер. Чӗмпӗрте пехота ҫар курсӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ.
- Аслӑ хӗрӗ — Елена Вершинина (1924), совет саманин художник-мультипликаторӗ.
- Кӗҫӗн хӗрӗ — Инна (1927) — куҫаруҫӑ.
Астӑвӑм
Урамсем
К. А. Вершинин ячӗпе Раҫҫейри тата Украинӑри нумай хуласенчи урамсене ят панӑ:
- Маршал Вершинин урамӗ — Мускаври урам.
- Маршал Вершинин урамӗ — Кироври урам.
- Вершинин урамӗ — Кривой Рог хулинчи урам.
- Вершинин урамӗ — Крымск хулинчи урам.
- Вершинин урамӗ — Шуланкӑри урам.
- Вершинин урамӗ — Санчурск хулинчи урам.
Ыттисем
- Н. Е. Жуковский ячӗллӗ СҪВ инженер академийӗн ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- К. А. Вершинин ячӗпе Барнаулти ҫар лётчикӗсен аслӑ авиаци училищине ят панӑ.
- Шуланкӑри карап тӑвакан савут ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Шуланкӑра Совет Союзӗн Пилӗк Паттӑрне халалланӑ стела пур.
- Кироври Ҫӗнтерӳ паркӗнче Вершинин К. А. бюстне вырнаҫтарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ («Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль) № 3869, 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи указ,
- Ултӑ Ленин орденӗ (23.12.1942, 21.07.1944, 19.08.1944, 21.02.1945, 20.05.1960, 22.05.1970),
- Октябрь Революцийӗн орденӗ (22.02.1968),
- Виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (27.03.1942, 3.11.1944, 15.11.1950),
- Виҫӗ I степеньлӗ Суворов орденӗ (16.05.1944, 10.04.1945, 29.05.1945),
- II степеньлӗ Суворов орденӗ (25.10.1943),
- I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (22.02.1943),
- СССР медалӗсем,
- Ют ҫӗршывсен орденӗсемпе медалӗсем.
Ӑнлантарусем
- ^ Пшеняник Г. Авиаци Тӗп маршалӗ К. А. Вершинин (Ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа). // Ҫарпа истори журналӗ. — 1970. — № 3. — 38-46 с.
- ^ 1, 2, 3, 4 Вавилон — «Гражданская война в Северной Америке» / [под общ. ред. Н. В. Огаркова]. — М. : Военное изд-во М-ва обороны СССР, 1979. — С. 116. — (Советская военная энциклопедия : [в 8 т.] ; 1976—1980, т. 2).
- ^ Скориков Г. П. Авиаци Тӗп маршалӗ К. А. Вершинин (Ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа). // Ҫарпа истори журналӗ. — 1980. — № 6. — 93-93 с.
- ^ Константин Вершинин (выр.). www.polkrf.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Вершинин Константин Андреевич кӗске биографийӗ. Авиаци Тӗп маршалӗ Константин Вершинин(паллӑ мар). parlini.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Совет ҫарпуҫӗсем. Константин Андреевич Вершинин. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
Вуламалли
- Вавилон — «Гражданская война в Северной Америке» / [под общ. ред. Н. В. Огаркова]. — М. : Военное изд-во М-ва обороны СССР, 1979. — 654 с. — (Советская военная энциклопедия : [в 8 т.] ; 1976—1980, т. 2).
- Киселёв А. Н. «Главный маршал авиации К. А. Вершинин». В сб. «Полководцы и военачальники Великой Отечественной войны», выпуск 3. М.: Молодая гвардия. 1985. Серия «Жизнь замечательных людей».
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Марий Эл Республикин энциклопедийӗ / Отв. ред. Н. И. Сараева. — 2009. — С. 274. — 872 с. — 3505 экз. — ISBN 978-5-94950-049-1.
- История Марийского края в лицах. 1941—1945 гг. Великая Отечественная война. — МарНИИЯЛИ, 2015. — С. 45—48. — 374 с. — 500 экз. — ISBN 978-5-94950-070-5.
- Замков А. В., Никишин А. В., Задорожный В. Н. Маршал Вершинин: мир и война (по страницам семейного альбома) — Мускав: Музей техники Вадима Задорожного, 2017. — 116 с. — ISBN 5-87012-061-6
- Колесников А. Ю., Краснов П. В. Марийская биографическая энциклопедия / Авт.-сост. В. А. Мочаев. — 2-е изд. — Марийский биографический центр, 2017. — С. 80. — 606 с. — 1500 экз. — ISBN 978-5-905314-35-3.
Каҫӑсем
Вершинин Константин Андреевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- К. А. Вершинин биографийӗ. «Хронос» сайтра.
- РАН рецензиленӗ статьясем
- Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1900 ҫулта ҫуралнисем
- Раҫҫей империйӗнче ҫуралнисем
- Раштавӑн 30-мӗшӗнче вилнисем
- 1973 ҫулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Генерал-полковниксем (СССР)
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Октябрь Революци орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн кавалерӗсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- «Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Кенигсберга илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- «РХХÇ XX çулта» медальпе чысланисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче ССРП СÇВ çапăçнисем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫарпуҫӗсем
- Н. Е. Жуковский ячӗллӗ Ҫар-сывлӑш инженери академийӗнчен вӗренсе тухнисем
- Чӗмпӗрти танк училищинчен вӗренсе тухнисем
- «Выстрел» курсӗсенчен вӗренсе тухнисем
- СССР Хӳтӗлев министерствин тӗп инспекторсен ушкӑнӗ
- КПСС XXIII пухӑвӗн делегачӗсем
- КПСС XXII пухӑвӗн делегачӗсем
- КПСС XXIV съезчӗн делагачӗсем
- КПСС XX пухӑвӗн делегачӗсем
- КПСС XXI пухӑвӗн делегачӗсем
- Национальноҫсен Канашӗн 2-мӗш пухӑвӗн депутачӗсем
- Национальноҫсен Канашӗн 4-мӗш пухӑвӗн депутачӗсем
- Национальноҫсен Канашӗн 5-мӗш пухӑвӗн депутачӗсем
- Национальноҫсен Канашӗн 6-мӗш пухӑвӗн депутачӗсем
- Национальноҫсен Канашӗн 7-мӗш пухӑвӗн депутачӗсем
- Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫарсен командующийӗсем
- СССР сывлӑш ҫарӗсен командующийӗсем
- Новодевичье çăвинче пытарнисем
- КПСС ТК членӗсем