Чехсем

Надстрочный текстЧе́хсем (чех Češi) — анăç славян халăхĕ, Чехи патшалăхĕн тĕп халăхĕ. Пур йышĕ 12 млн ытла. Чех чĕлхипе калаçаççĕ.

Халахăн чылай ушкăнĕ Францире, Аслӑ Британире, АПШ-ра, Словаки-ре, Хорватире, Австрире тата Польшăра пурăнать.

Халăхăн кун-çулĕ

Чехсем Богеми, Морави тата Силеси территоринче VI ĕмĕрте пурăннă славян йăхĕсенчен пулса кайнă. Пĕрремĕш славян Само патшалăхĕ (ăна 622 çулта никĕсленĕ) хальхи Морави территоринче вырнаçнă пулнă. Халап йĕрĕпе, чех халăхĕ хăйĕн халăхне Ржип тăвĕ çине илсе çитернĕ халаплă Чехран пуçланса кайнă.

Паллă чехсем

Историри ĕçтĕшĕсем

Чи паллă чех патши — Карл IV, вăл çаплах Таса Рим империн астулĕнче ларнă. Урăх паллă çынсенчен Çĕнетӳ ĕçченне Ян Гуса тата педагог-гуманиста Ян Амос Каменскине асăнмалла.

Ӳнерлĕх ĕçтĕшĕсем

Чехсем хушшинче тĕнче ӳнерлĕх шайĕнчи ăста чылай. Ярослав Сейферт сăвăçă Нобель литература парнине тивĕç пулать. Чех халăхĕ шутне Бедржих Сметана тата Антонин Дворжак композиторсем, Альфонс Муха ӳнерçĕ, кинорежиссёр Милош Форман кĕрет.

Вуламалли

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.