Явӑш масарӗ
Явӑш масарӗ (выр. Яушское кладбище)[1] — Чӑваш Республикин Шупашкар хула округӗнчи тата Шупашкар районӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ масарсен комплексӗ. Вӑл Шупашкар хулинчен кӑнтӑр-анӑҫалла тата Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнчен ҫурҫӗрелле М7 федераци трасси ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.
Комплекс шутне Шупашкар хулин масарӗсен переченьне кӗртнӗ 11-мӗш, 12-мӗш тата 17-мӗш масарсем, ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ 18-мӗш масар кӗреҫҫӗ. 11-мӗш тата 12-мӗш масарсен 58-мӗш кварталӗ, республикӑри хисеплӗ ҫынсене пытармалли зона, пӗлтерӗшӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать, унта Чӑваш Енри тата Шупашкар хулинчи паллӑ ҫынсене пытараҫҫӗ.
Истори справки
Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи Шупашкар хулин 11-мӗш масарне Карачурари масара хупнӑ хыҫҫӑн 2005 ҫулхи пуш уйӑхӗнче уҫнӑ, шучӗпе вӑл пиллӗкмӗш пулса тӑнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра пысӑках мар кивӗ масар пур, унта Явӑшри ҫынсене пытарнӑ. Шупашкар хулин мэрийӗ ҫак ҫӗнӗ масар еннелле В. И. Чапаев завочӗ патӗнчен ҫӗнӗ ҫул тума планланӑ, вӑл хуларан унта каймалли чи кӗске ҫул пулмалла пулнӑ. Хӗрарӑмсен Спас-Преображени мӑнастирӗн священникӗ Владимир атте ҫӗнӗ масара «усал-тӗселрен хӑтӑлма тата масара ангел-хранительпе тивӗҫтерме» сӑвапланӑ.
Ҫӗнӗ масара тахҫанах уҫмалла пулнӑ, анчах хуларан инҫех мар вырнаҫнӑ пытармалли вырӑнсем валли палӑртнӑ санитари нормисемпе килӗшсе тӑракан пысӑк ҫӗр лаптӑкне шыраса тупма йывӑр пулнӑ. Пытармалли вырӑнӑн хула ҫывӑхӗнчи ҫӗр айӗнче пухӑнакан шыва тата ӗҫмелли ҫӑлкуҫсене сиен кӳмелле мар, ҫавна май унӑн пурӑнмалли массивран, коллективлӑ садсенчен тата предприятисенчен ҫителӗклӗ таран аякра пулмалла.
Асӑннӑ территорире масар уҫиччен Шупашкар бизнесменӗ пысӑк ҫӗр лаптӑкне Шупашкар район администрацийӗнчен туяннӑ. Каярахпа, Шупашкара ҫӗнӗ масар валли участок кирлӗ пулсан, ҫак ҫӗре хулана питӗ пысӑк хакпа сӗннӗ.
Комплекс номерлӗ тӑватӑ масартан тӑрать — 11-мӗш (2005 ҫулхи пуш уйӑхӗнче уҫнӑ, лаптӑкӗ: 46,5 га; пытарнӑ ҫынсен шучӗ: 50000), 12-мӗш (лаптӑкӗ: 12,5476 га), 17-мӗш (2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче уҫнӑ[2]; пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ: 6,09 га.) тата 18-мӗш. Вӑтамран илсен, ҫулталӑкне 3 500 ҫынна пытараҫҫӗ (2019). 17-мӗш масар 11-мӗш тата 12-мӗш масарсене хирӗҫ — ҫул урлӑ — вырнаҫнӑ. 12-мӗш масар ҫинче мусульман кварталӗ пур. 11-мӗш масар ҫинче Ветерансен аллейи пур[3].
Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи 11-мӗш масара 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи постановленипе килӗшӳллӗн хупнӑ, ҫавӑнтанпа унта вилнӗ ҫыннӑн ҫывӑх тӑванӗсене кӑна пушӑ хӑварнӑ вырӑнсенче пытарма ирӗк панӑ. 12-мӗш масара 2016 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Алексей Ладыков постановленийӗпе килӗшӳллӗн хупнӑ[4]; санитарипе эпидемиологи йӗркисене пӑхӑнсан унта «Хисеплӗ пытарусен зони» мемориал аллейинче, 57-мӗш кварталта, мусульман кварталӗнче тата постановлени вӑя кӗриччен панӑ икӗ вырӑнлӑ участоксенчи пушӑ вырӑнсенче пытарма ирӗк панӑ. 2018 ҫулта ҫак икӗ постановлени те пӑрахӑҫланӑ[5].
Комплексӑн пур масарӗ те Киров ҫулӗн икӗ енӗпе вырнаҫнӑ, унтах Чӑваш Республикинчи пӗрремӗш крематорие тума палӑртнӑ. Шупашкарта Явӑш ҫывӑхӗнчи крематорие тӑвассине приоритетлӑ инвестици проекчӗ тесе йышӑннӑ. Инвестици калӑпӑшне 185 млн тенкӗлӗх хакланӑ. Траур залӗллӗ тата икӗ кремаци линийӗллӗ крематорин 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлесе каймалла пулнӑ. Ун валли 10 пин тӑваткал метр лаптӑк сӗннӗ, вӑл Явӑш ялӗ ҫумӗнчи18-мӗш масар зонинче вырнаҫнӑ. Унта Чӑваш Енри 50 ҫын ӗҫлӗ тесе палӑртнӑ[6].
Явӑш масарне 249-мӗш маршрутпа автобус ҫӳрет, вӑл — сезонлӑ. Билет хакӗ 50 тенкӗ (2020). Явӑшри 17-мӗш тата 18-мӗш масарсем ҫывӑхӗнче харпӑр автомобильсене лартма парковкӑсем йӗркеленӗ, паркинг пирки пӗлтерекен паллӑсем вырнаҫтарнӑ.
2022 ҫултанпа Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ Чӑваш Ен ҫыннисене «Хисеплӗ пытару зони» мемориал аллейинче пытарма пултараҫҫӗ. Ку постановление хулан сити-менеджерӗ Денис Спирин алӑ пуснӑ. Пуҫ хунӑ ҫар ҫыннине унта пытармалла-и е ҫук-и — тӑванӗсем татса параҫҫӗ[7].
Пытарнӑ ҫынсен хушшинче
Хисеплӗ пытарусен зонинче пытарнисем хушшинче — паллӑ ҫынсем, Раҫҫей ӑслӑлӑхӗпе культурине пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсем. Вӗсенчен чылайӑшӗ Чӑваш Респуликине тата чӑваш тӗнчине чапа кӑларнӑ, Чӑваш Енӗн тата чӑваш тӗнчин мӑнаҫлӑхӗ шутланать; вӗсене патшалӑх шайӗнче, ҫавӑн пекех чи пӗлтерӗшлӗ професси пӗрлӗхӗсенче хисеп тунӑ.
- Андреев Иван Андреевич
- Андреева Валентина Андреевна
- Большаков Геннадий Арсентьевич
- Васильев Иван Васильевич
- Денисов Пётр Владимирович
- Димитриев Василий Димитриевич
- Евдокимов Фёдор Ильич
- Ефремов Леонид Георгиевич
- Иванов Михаил Иванович
- Игумнов Анатолий Александрович
- Кортунов Олег Игоревич
- Краснов Вячеслав Максимович
- Кубарев Эдуард Алексеевич
- Кузнецов Александр Иванович
- Кураков Лев Пантелеймонович
- Кушев Игорь Анатольевич
- Липкин Яков Павлович
- Немцев Виктор Леонтьевич
- Павлов Пётр Васильевич
- Семёнов Демьян Филиппович
- Семёнов Дмитрий Владимирович
- Степанов Геннадий Фёдорович
- Тимофеев Иван Дмитриевич
- Христофоров Иван Иванович
- Чумакова Тамара Ивановна
- Шапиро Захар Зиновьевич
Ӑнлантарусем
- ^ Фотокорреспонденты ИД «Хыпар» отдали дань памяти бывшим коллегам (выр.). hypar.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
- ^ В Чебоксарах закрывается кладбище в Яушах (выр.). moygorod.online. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
- ^ Схемы кладбищ (выр.). ritusl.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
- ^ Алексей Ладыков закрыл одно кладбище и открыл второе (выр.). pravdapfo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
- ^ Ладыков открыл закрытые несколько лет назад кладбища в Яушах (выр.). moygorod.online. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
- ^ Власти Чувашии рассказали про цены в будущем крематории и о количестве рабочих мест (выр.). pg21.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
- ^ Погибших в ходе спецоперации в Украине жителей Чувашии разрешили хоронить на мемориальной аллее (выр.). www.kazan.kp.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.