Вутлан Иван Дмитриевич
Вутла́н Иван Дмитриевич (чӑн хушамачӗ — Тимофе́ев; 1940 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ, Перĕм Ен — 2016 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи чӑваш çыравҫи тата куҫаруҫи, СССР Çыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1987) тата Раҫҫей Журналисчĕсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1992).
Кун-çулӗ
1940 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Перӗм облаҫӗн Мӑн Уса районӗнчи Мӑн Уса ялӗнче ҫуралнӑ (халӗ Перӗм Ен). Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Чӑваш АССРӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Пӗрремӗш Вӑрманкасси ялӗнче иртнӗ, вӑтам шкула унта вӗренсе пӗтернӗ.
1962 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен (халӗ университет) вӗренсе тухнӑ. Институт хыҫҫӑн Мускавра Ҫар куҫаруҫисен аслӑ шкулне вӗренме янӑ, ҫавӑнтах вӗренсе пӗтернӗ.
1962–1972 ҫулсенче Хӗвел тухӑҫӗнчи ҫӗршывсенче: Икӗпатра, Йеменре, Алжирта, Сирире тата ытти регионсенче вӑрҫӑ куҫаруҫи пулса хӗсметре тӑнӑ. Йемене ҫар грузӗсем турттарса пынӑ, ҫапӑҫу вӗҫевӗсене хутшӑннӑ.
Вӑрҫӑ хӗсметӗнчен таврӑнсан Чӑваш АССРӗнчи вӑтам шкулсенче ют чӗлхе вӗрентекенӗ тата директорӗ пулса, Шупашкарти Ленин райкомӗн инструкторӗ, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн Председателӗн референчӗ тата пулӑшаканӗ, Чӑваш обкомӗн культура пайӗн инструкторӗ (1973–1987) ӗҫленӗ.
1987–2005 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ. 2005 ҫулта тӗп редактор, 2006 ҫултанпа вара менеджер вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ют чӗлхесен кафедринче аслӑ преподаватель пулса та ӗҫленӗ.
2016 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Пултарулӑхӗ
1970-мӗш ҫулсенче литература ӗҫне тытӑннӑ. 1974 ҫулта «Коммунизм ялавӗ» (1991 ҫултанпа «Хыпар») хаҫатра «Асамат кӗперӗ» ятлӑ пӗрремӗш повеҫӗ пичетленсе тухнӑ. Вутлан ӗҫӗсенче интернационализм, туслӑх тата арап тӗнчин аталанакан ҫӗршывсен халӑхӗсене тӑванла пулӑшу парас темӑсене уҫса панӑ.
Тӗп ӗҫӗсем
- «Асамат кĕперĕ» (1982)
- «Çул – пĕрре» (повеҫ, 1987)
- «Кĕтмен утăм» (повеҫ, 1988)
- «На берегу чужом» (роман, 1990)
- «Миссия на Востоке» (роман, 1997)
- «Ытла та вăрттăн юрату» (2002)
- «Российская пыль в морщинах пирамид» (роман, 2004)
Кӗнеке-альбомсем
Альбом евӗрлӗ кӗнекесене кӑларма пуҫарса яраканӗ тата автор-пухаканӗсенчен пӗри пулнӑ:
- «Чувашия» (1996)
- «Современная Чувашия» (1997)
- «Шупашкар – Чебоксары» (1998)
- «Чувашия. По городам и весям» (2000)
- «Страна Чувашия» (2004)
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1992)
- «Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн» медаль
- «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медаль
- Республикӑри «Литература Чӑвашӗ: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (2004, «Российская пыль в морщинах пирамид» роман)
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Артемьев, А. Интернационал туртăмĕ / А. Артемьев // Ялав. – 1990. – № 10. – С. 13.
- Иван Вутлан : [çыравçăн биографийĕ] // Çилçунат. – 1998. – № 7–9. – С. 11.
- Станьял, В. Ют çырансен асамачĕ/ В. Станьял // Коммунизм ялавĕ. – 1990. – 30 сент.
- Тимофеев–Вутлан, И. Д. “Кĕнеке те пулĕ çĕршыв мулĕ” / И. Д. Тимофеев–Вутлан ; М. Арланов калаçнă // Хыпар. – 2003. – 26 нарăс.
- Тимофеев–Вутлан, И. Чăвашлăха упраса хăварассишĕн чăвашăнах тăрăшмалла / И. Тимофеев–Вутлан ; У. Алексеев калаçнă // Тантăш. – 1997. – 24 кăрлач.
- Алексин, В. Спецтост в честь юбиляра / В. Алексин // Совет. Чувашия. – 2000. – 5 окт.
- Вутлан, И. “Моя главная книга пока еще в замыслах” / И. Вутлан ; записал А. Лещинский // Совет. Чувашия. – 2001. – 19 янв.
- Лещинский, А. Незабываемые встречи на родной земле / А. Лещинский // Цивил. вестн. – 2000. – Дек. (№104). – (Земляки; № 5).
- Снегина, В. Военный переводчик Вутлан стал писателем, чтобы выжить / В. Снегина // СЧ – Столица. – 1998. – 9–16 сент. (№ 70). – С. 15.
- Тимофеев (Вутлан), И. Миссия в Чувашии / И. Тимофеев ; записал А. Михайлов // МК в Чебоксарах. – 1999. – 21-28 окт. (№ 42). – С. 16.