Иванов Михаил Иванович (Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ)
Иванов Михаил Иванович (1929 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ, Калиновка, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2011 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ, Шупашкар) — совет хуҫалӑх тата патшалӑх ӗҫченӗ, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1971).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1929 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Калиновка ялӗнче ҫуралнӑ.
Ӗҫ кунҫулне Златоуст хулинчи ФЗО шкулӗнче пуҫланӑ, унтан тӑватӑ ҫул хушши унтах производство вӗрентӗвӗн мастерӗ пулса ӗҫленӗ. 1956 ҫултанпа Чӑваш АССРӗнчи стройкӑсенче вӑй хунӑ. 1971—1984 ҫулсенче СССР Строительство министерствин 2-мӗш строительство тресчӗн 29-мӗш строительствӑпа монтаж управленийӗн ҫурт-йӗр тӑвакан комбинатри тимӗр-бетон конструкцийӗсен монтажникӗсен бригадирӗ пулнӑ, ҫӗнӗ серири пурӑнмалли ҫуртсен тимӗр-бетон конструкцийӗсен каменщик тата монтажник профессийӗсене пур енчен те алла илнӗ. Вӑл ертсе пыракан бригада кашни ҫулах палӑртнӑ ӗҫсен планне ирттерсе пурнӑҫланӑ, ӗҫ пахалӑхне лайӑхлатнӑ тата ҫурт-йӗр тӑвакан комбинатра чи малтан бригада подрячӗн меслечӗпе ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна яланах ӗҫ производствине тарӑннӑн пӗлни, бригадӑра йӗркелӳпе воспитани ӗҫне пӗлсе усӑ курни, ӗҫре яланах ҫӗнӗлӗхсем шырани уйӑрса тӑнӑ.
1984—1989 ҫулсенче Шупашкарти ҫурт-йӗр тӑвакан комбинатӑн пӗчӗк механизаци управленийӗн монтаж никӗсӗсемпе ҫӗнӗ техника инструкторӗ пулса ӗҫленӗ.
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1971 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи хушӑвӗпе капиталлӑ строительство енӗпе пилӗкҫуллӑх планне пурнӑҫлас ӗҫре хастар ӗҫленӗшӗн, ҫӗнӗ техникӑпа ӗҫ йӗркелевӗнче ҫӗнӗ меслетсем кӗртнӗшӗн Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[1].
Республикӑри халӑх хуҫалӑхне аталантарас тата обществӑпа политика ӗҫне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1977 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Михаил Иванович Иванова Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ.
Шупашкарта пурӑннӑ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗ. Шупашкарти Явӑш масарӗнче Хисеплӗ ҫынсене пытаракан секторта пытарнӑ.
Обществӑлла ӗҫ
КПСС пайташӗ. КПСС XXIV съезчӗн, СССР профсоюзӗсен XVII съезчӗн делегачӗ пулнӑ, КПСС Чӑваш обкомӗн пайташне, Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн 9-мӗш суйлавӗн (1975—1980) депутатне, халӑх депутачӗсен Шупашкар хула Канашӗн депутатне, облсовпроф пайташне, рабочисен строительствипе промстройматериалсен профсоюзӗн обкомӗн пайташне суйланнӑ, КПСС Ҫӗнӗ Шупашкар хула комитечӗн пайташӗ пулнӑ.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (07.05.1971),
- Ленин орденӗ (07.05.1971, № 398886),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (07.05.1971, № 13231),
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (11.08.1966),
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн икӗ Хисеп хучӗ,
- СССР Министрсен Канашӗн премийӗн лауреачӗ (1973),
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ (1964),
- Ҫӗрпӳ районӗн Хисеплӗ гражданинӗ,
- Ҫӗнӗ Шупашкарӑн Хисеплӗ гражданинӗ[2],
- медальсем.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Чувашская АССР. Верховный Совет. Президиум. О награждении Иванова М. И. Почетной грамотой Президиума Верховного Совета Чувашской АССР : указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР от 4 октября 1984 г // Советская Чувашия. — 1984. — 9 окт. — С. 2.
- Иванов Михаил Иванович // Ими гордится Чувашия. — Чебоксары, 1987. — С. 196-197.
- Иванов Михаил Иванович // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. — Чебоксары, 2008. — С. 145-146.
- Иванов Михаил Иванович // Строители Чувашии / сост. П. Сымкин. — Чебоксары, 2015. — С. 99 : фот.
- Иванов, М. И. Город бригадира Иванова / М. И. Иванов ; [беседовала] В. Жебит // Пенсион. среда. — 2006. — 29 марта (№ 11). — С. 2.
- Мадебейкин, И. Н. Иванов Михаил Иванович / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 180.
- Мадебейкин, И. Н. Иванов Михаил Иванович / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 94.
- Мадебейкин, И. Н. Иванов Михаил Иванович / И. Н. Мадебейкин // Энциклопедия Цивильского района. — Чебоксары, 2019. — С. 122.
- Наши Герои Социалистического труда // Цивильский вестник. — 2022. — 11 февр. (№ 10). — С. 3.
- Светлой памяти Иванова Михаила Ивановича // Советская Чувашия. — 2011. — 13 сент. — С. 4.