Улатӑр
Хула | |||||
Улатăр | |||||
---|---|---|---|---|---|
выр. Алатырь | |||||
![]() | |||||
|
|||||
54°51′00″ с. ш. 46°35′00″ в. д.GЯO | |||||
Патшалӑх |
![]() |
||||
Федераци субъекчӗ | Чăваш Ен | ||||
Улатăр хула тăрăхĕ | Улатăр хула | ||||
Улатӑр хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан | Ермолаева Елена Алексеевна | ||||
Историпе географи | |||||
Никӗсленӗ | 1552 | ||||
Чи малтан асӑнни | 1552 | ||||
Хула пулса тӑнӑ | 1552 | ||||
Лаптӑк | 41,7 км² | ||||
Ҫӳллӗш | 130 м | ||||
Климат тӗсӗ | континентри вăтам | ||||
Сехет тӑрӑхӗ | UTC+3:00 | ||||
Халӑх йышӗ | |||||
Халӑх йышӗ |
|
||||
Национальноҫсем | вырăссем — 87,3 %, ирҫесем — 7,2 %, чăвашсем — 4,1 % | ||||
Катойконим | улатăрсе́м | ||||
Официаллӑ чӗлхе | чӑвашла тата Вырăс чĕлхи | ||||
Цифра идентификаторӗсем | |||||
Телефон кочӗ | 83531 | ||||
Почта индексӗ | 42982X | ||||
ОКТМО кочӗ | 97704000001 | ||||
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) | 97404000000 | ||||
|
|||||
gov.cap.ru/main.asp?govid=56 | |||||
|
|||||
![]() |
1552
Улатăр (выр. Алатырь, ирçе Ратор-Ош), — Чăваш республикинче, унăн кăнтăр-хĕвеланăç енче, вырнаçнă хула, пĕр ятлă районăн администрацийĕ кунта вырнаçнă.
Улатăр Сăр юханшыва Улатăр юханшыв юхса кĕнĕ вырăнта, сулахай енче ларать. Шупашкарпа Улатăр хушши 195 çухрăм. Хула лаптăкĕ — 41,7 çм².
Халăх йышĕ, хула тытăмĕ
Хулара пурĕпе 45,8 пин çын (2002) пурăнать, вĕсенчен 87,3% — вырăссем, 7,2% — ирçĕсем, 4,1% — чăвашсем.
1795 | 1825 | 1856[2] | 1859 | 1887 | 1897[3] | 1915 | 1931[4] |
---|---|---|---|---|---|---|---|
2830 | ↗3565 | ↗7700 | ↗9347 | ↗9990 | ↗12 209 | ↗25 144 | ↘22 700 |
1939 | 1959[5] | 1967[6] | 1970[7] | 1979[8] | 1989[9] | 1992[10] | 1993[11] |
↗29 800 | ↗40 074 | ↗43 000 | ↗43 499 | ↗45 272 | ↗46 593 | ↗47 700 | →47 700 |
1996[12] | 1997[13] | 1998[14] | 2000[15] | 2001[16] | 2002[17] | 2003[18] | 2005[19] |
↘47 200 | →47 200 | ↘47 100 | ↘46 500 | ↘46 200 | ↘43 161 | ↗43 200 | ↘42 700 |
2006[20] | 2007[21] | 2008[22] | 2009[23] | 2010[24] | 2011[25] | 2012[26] | 2013[27] |
↘42 400 | ↘42 300 | ↘42 200 | ↘41 786 | ↘38 203 | ↘38 200 | ↘37 518 | ↘37 042 |
2014[28] | 2015[29] | 2016[30] | 2017[31] | 2018[32] | 2019[33] | 2020[34] | 2021[35] |
↘36 610 | ↘36 123 | ↘35 591 | ↘35 298 | ↘34 785 | ↘34 176 | ↘33 752 | ↘32 265 |
1893 ҫулта Улатӑр урлӑ иртекен Мускав-Хусан чукун ҫулне тунӑ хыҫҫӑн хулара халӑх йышӗ питӗ хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ: 1897 ҫулта 12 209 ҫын пурӑнна, 1915 ҫул тӗлне вара 25 144 ҫын ҫитсе икӗ хут ӳснӗ. Ҫапла май Улатӑр хальхи Чӑваш Республикин лаптӑкӗнчи чи пысӑк хуласенчен пӗри пулса тӑнӑ. Танлаштарма: XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Шупашкарта 5500 яхӑн ҫын пурӑннӑ.
1920 ҫул тӗлне хулара 2909 кил-ҫуртра 19 668 ҫын пурӑннӑ (9486 арҫын тата 10 182 хӗрарӑм), 1923 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе вара 17 867 ҫын (8457 арҫын тата 9410 хӗрарӑм) пурӑннӑ.
1917 ҫул хыҫҫӑн хулари халӑх йышӗ ӳсессин хӑвӑртлӑхӗ палӑрмаллах чакнӑ, 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен хула халӑхӗн йышӗ чакма пуҫланӑ.
Халăх этимологийĕ
"Улатăр" топоним чăвашла ула тăрă (тĕрлĕ тĕслĕ сăрт) пĕлтерĕшне кăтартать.
Кун-çулĕ
Улатăр вырăнĕнче ĕлĕк-авал ирҫе йăхĕсем пурăннă. Ылтăн Урта тапхăрĕнче е тата та маларах кунта тĕрĕк йăхĕсем куçса килсе пысăк ялсем пуçласа янă. Вĕсене эпир ячĕсенченех пĕлетпĕр — Турхан, Найман тата ытти те. XV-XVI ӗмӗрсенче Улатăр шывĕ тĕлне тĕрĕк йăхĕсем питĕ йышлăн куçа-куçа пыма тытăнаççĕ. Чуппак ялĕ те, Артатту хули те çавăн чухне пуçланнă пулас. Çакна А.Х. Халиков хăйĕн «Татарский народ и его предки» (Тутар халăхĕ тата вĕсен мăн аслашшĕсем) кĕнекинче çирĕплетсе калать. Улатăр шывĕ çине куçса килнĕ паллăрах чăваш пикĕсенчен пĕрин ячĕ истори валли упранса юлнă, ăна Тетек Пекейĕ тенĕ. XVII ӗмӗр пуçламăшĕнче хальхи Улатăр хулипе ун таврашĕнчи çĕрсене Тетек çĕрĕ тесе каланă.
Хальхи Улатар пулнă тĕле вырăссем Хаяр Иван вăхăтĕнче пырса тухнă. Хаяр Иванăн пĕр çарĕ 1552 çулта Хусана кайнă чухне çак çулпа пынă, Улатăр шывĕ урлă каçма виçĕ кĕпер хывнă. Кун пирки «История Чувашской АССР» (Чăваш АССРĕн историйĕ) кĕнекинче çапла çырнă:
Оригиналлӑ текст (выр.)«Русские войска во главе с Иваном IV в составе 150 тысяч воинов и 150 пушек выступили из Москвы в середине июня. Пехота и конница шли сухим путем через Муром; в начале августа они достигли реки Алатыря... От Алатыря основное ядро войска продвигалось примерно по линии современной юго-восточной границы Чувашии, а левый полк - по ее территории».
Хаяр Иван кунта карман тума шутланă. Кунта хула туни çинчен питĕ кăсăк чăваш халăх сăмахĕсем пур. Историллĕ чăнлавсенче Улатăра 1555 çулта никĕсленĕ пирки курма пулать. Чăнах та, çак хула пушă вырăнта ӳссе ларманни паллă. 1621 çулта вара кунта Брянск хулинчен Стародубский бояринăн 172 çыннине куçарса килсе вырнаçтарнă.
Официаллă версипе хулана 1552 çулта Хаяр Иван никĕсленĕ, 1780 çулта вăл хула таран ӳссе çитет. Чăваш республикине хула 1925 çулхи авăн уйăхĕнчен кĕрет.
Суя çăлкуçсем "пĕлтерни"
«Гази-Барадж тарихы» суя хроникăпа (1229-1246 çç. телнелли пулăмсем) килĕшӳллĕн, малтан ку вырăнта Пăлхар патшалăхĕн Мартюба çĕрĕн Алай ятлă кĕпернетĕрĕ 1028 çулта Сăр шывĕ çинче карман никĕсленĕ, кĕпернеттĕр ячĕпе хӳтлĕхе Алай Тура ят панă.
"Гази-Барадж тарихы" — Джагфар Тарихы текен суя хроникăн пĕр пайĕ пулса тăрать.
Транспорт
Хула витĕр Хусан — Канаш — Пенза чукун çулĕ иртет, Улатăр — Етӗрне çулĕ ăна Чулхула — Мускав çулĕпе пĕрлештерет.
Çутĕç, культура
Хулара Чукун çул колледжĕ ĕçлет.
Хулинче çуралнă паллă çынсем
- Шапошников Вячеслав Иванович, сăвăç
- Аникин Виктор Иванович — архитектор
- Горшенин Константин Петрович — СССР 1-мĕш Тĕп прокурорĕ
- Кикин Пётр Андреевич — императорăн статс-секретарĕ, 1812 çулхи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, Христос Çăлавçăн храмĕ тăвас шухăшăн авторĕ
- Кочетов Александр Васильевич — вĕçевçĕ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ
- Крылов Алексей Николаевич — карп тăвакан, механикăпа математика облаçĕнчи астаçă, СССР ĂА академикĕ
- Мазырин Виктор Александрович — архитектор, Арсений Морозовăн Мускаври кил-çурчĕн (халĕ "Халăхсен туслăх çурчĕ" ятлă) авторĕ.
- Судаев Алексей Иванович — совет конструктор-хĕçпăшалçи, майор
- Шестаков Николай Яковлевич - драматург
- Эрзя Степан Дмитриевич — ирҫесенчен тухнă Раççей тата совет скульпторĕ
Çавăн пекех
Вуламалли
- В.Д. Димитриев «Из истории городов Чувашии второй половины XVI - начала XVII веков» //(Вопросы истории в Чувашии. Ученые записки. Выпуск XXIX. - Чебоксары, 1965. - С .137
- Федотов М.Р. О НАЗВАНИИ ГОРОДА АЛАТЫРЯ. Возвращаясь к напечатанному. // «СЧ» №214, 16 сентября 1990 г. (Ку статьяна 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20200527205314/http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/pers_0_0000048.pdf архивланӑ. ак çак вырăнта вулама пулать]: Терентьев, В. М. Духовное и научное наследие академика М. Р. Федотова : [о жизнедеятельности известного ученого-языковеда, алтаиста, корифея чувашской тюркологии]. Кн. 2 / В. М. Терентьев ; [под ред. А. П. Хузангая]. - Чебоксары : Новое Время, 2011. -. - 575 с.// с.82-85)
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
- А.Х. Халиков, «Татарский народ и его предки»
- "Чăваш АССРĕн историйĕ"
- Ольга Ауновская. Вспомнились легенды... // Советская Чувашия. — Чебоксары, 1984. — N 261 (17844). — С.4.
Ӑнлантарусем
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg2.php .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg2.php .
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg2.php .
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus89_reg2.php .
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5473/5557 .
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585 .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585 .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585 .
- ^ http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=18&id=103482 .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://www.gks.ru/bgd/regl/B09_109/IssWWW.exe/Stg/d01/tabl-21-09.xls .
- ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc .
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html .
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar .
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar .
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar .
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar .
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2016/bul_dr/mun_obr2016.rar .
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2017/bul_dr/mun_obr2017.rar .
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar .
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2019/bul_dr/mun_obr2019.rar .
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar .
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx .
Каçăсем
- Улатăр хулин администрацийĕ
- Улатăр «Мой город» энциклопедире
- Улатăр фотоальбомĕ
- Улатăр фотографийĕсем
- Улатăрăн авалхи сайра фотографисем: XX ĕмĕрĕн 50-мĕш--80-мĕш çç. 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
![]() |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Улатӑр районӗн пурăнан вырăнĕсем | ||
---|---|---|
Администраци центрĕ: Улатӑр хула Ялсем: Алтышево • Алтышево • Алтышево-Люльски • Анютино • Атрать • Атрать • Ахматово • Баевка • Безбожник • Хурăн Ĕшни • Хурăн Майданĕ • Борки • Восход • Злобино • Знаменка • Иваньково-Ленино • Искра • Ичиксы • Калинино • Кире • Кувакино • Кученяево • Лесной • Междуречье • Мирёнки • Низовка • Новиковка • Çĕнĕ Алтышево • Паснапуç • Первое-Мая • Первомайски • Савут • Сăр Майданĕ • Сальнăй • Санаторный • Стемас • Суйкăн • Çĕнĕ Алтышево • Çĕнĕ Эйпеç • Чапаевка • Шăпчăккасси • Шумы • Юность • Чуварлей • Явлей • Ялушево |
[[|45px]] |
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |