Судаев Алексей Иванович

Судаев Алексей Иванович (1912 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ, Улатӑр1946 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин ҫар инженерӗ, хӗҫпӑшал ӑсталакан конструктор[1].

Алексей Судаев, тин кӑна ятарлӑ пӗлӳ паракан вӑтам вӗренӳ заведенийӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк, хӗҫ-пӑшалпа, изобретенисемпе кӑсӑкланнӑ. Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче хӗсметре тӑнӑ чухне хӑйӗн ӗмӗчӗ тӗлӗшпе ҫирӗп йышӑну тӑнӑ хыҫҫӑн Судаев профессилле ӗҫӗ-хӗлӗнчи малалли утӑмӗсене шӑпах ҫар техникипе ҫыхӑнтарнӑ — хӑйӗн ӑсталӑхне конструкцилес тата шухӑшласа кӑларас ӗҫре туптама пуҫланӑ. Каярах, ҫав шутра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те, виҫҫӗмӗш рангри ҫар инженерне ҫитнӗ Судаев стрелоксен автоматлӑ хӗҫ-пӑшалне хатӗрлес тата ӑна лайӑхлатас ӗҫпе аппаланнӑ[1][2].

Пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ Калашников автомачӗн уйрӑм пайӗсенче Алексей Судаев ӑсталанӑ йӗр те пур[1][2].

Ӑна СССР орденӗсемпе тата медалӗсемпе чысланӑ[3].

Вӑл иккӗмӗш степеньлӗ Сталин премийӗн лауреачӗ шутланать[3].

Пурнӑҫӗ

1912 ҫулхи ҫурлан 10 (23)-мӗшӗнче Улатӑр хулинче (халӗ Чӑваш Республики шутланать) ҫуралнӑ.

Унӑн ашшӗ, Иван Нилович Судаев, Хусанти почтӑпа телеграф округӗнчи телеграф механикӗ, 1924 ҫулта вилнӗ, ҫапла май 12-ри Алексейпе унӑн икӗ йӑмӑкне амӑш пӗччен ӳстерме пуҫланӑ.

1929 ҫулта Судаев профтехшкултан вӗренсе тухса слесарь пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1932 ҫулта Горькийри строительство техникумӗнчен (промышленность транспорчӗн уйрӑмӗ) вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Урал облаҫӗнчи Саткин районӗнчи Рудничное ялӗнче (хальхи вӑхӑтра Челепи облаҫӗ) «Союзтрансстройра» участок техникӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта (1933—1934) вӑл хӑйӗн пӗрремӗш изобретенийӗсене шутласа кӑларнӑ: «Инфрахӗрлӗ пайӑркасем вӑйӗпе пулемётран автоматла пени» тата «Бензинвиҫевӗ».

1934 ҫулхи кӗркунне Судаев рабочисемпе хресченсен хӗрлӗ ҫарӗнче, чукун ҫул ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ, унта вӑл хӗҫ-пӑшалпа вӑйлӑ кӑсӑкланнӑ.

Ҫартан таврӑнсанах Горькийри индустри институтне (Чулхулари патшалӑх техника университечӗ) вӗренме кӗнӗ, унта вӑл 1936—1938 ҫулсенче вӗреннӗ. Вӗреннӗ чухне пултаруллӑ пулнине кӑтартнӑ.

Ҫак вӑхӑтра Ф. Э. Дзержинский ячӗллӗ артиллери академийӗнче хӗҫпӑшал тӑвакансен шкулне йӗркеленӗ, унта тӗрлӗ вузсенчи конструкцилес тата изобретени енӗпе ӗҫлекен студентсене пухнӑ. Диплом ӗҫне, 7,62 мм калибрлӑ алӑ пулемётне, Судаев лейтенант нимӗҫле питӗ аван хӳтӗленӗ. Инженер-майор.

Конструктор ӗҫӗ

undefined

Артиллери академине пӗтернӗ хыҫҫӑн А. И. Судаев 3-мӗш рангри ҫар инженерӗ пулса тӑнӑ, ӑна НИПСВО-на (Стрелоксен Хӗҫпӑшалӗн Ӑслӑлӑхпа Тӗпчев Полигонӗ) ӗҫе вырнаҫнӑ, унта вӑл хӑйне конструктор пек кӑтартма пултарнӑ. Пӗрремӗш практика заданийӗ ҫапла пулнӑ: зенитлӑ установкӑн ансатлатнӑ конструкцине хатӗрлесси, унӑн туса кӑларассине Мускаври пӗр савутра хатӗр материалсенчен йӗркелеме май пулмалла пулнӑ. Ку ӗҫе ӑна шанса панине вӑл чӑн та пурнӑҫланӑ, ҫапла май Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Мускав ҫывӑхӗнче Судаев хатӗрленӗ конструкципе анса та шанчӑклӑ зенитла установка кӑалрма пуҫланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Судаев стрелоксем валли хӗҫпӑшал туса кӑларасси ҫине куҫнӑ, 1942 ҫулта хӑйӗн конструкципе тунӑ пистолет-пулеметне полигонта тӗрӗслеме тӑратнӑ. Дегтярёв пистолет-пулемёчӗпе Шпагин пистолет-пулемётӗнчен хӑйне кая мар кӑтарнӑскер, тулли магазинпа вӑл вӗсенчен 1,7-1,8 килограмм ҫӑмӑлтарах пулнӑ, туса кӑларма 2 хут сахалрах метал ыйтнӑ, тата туса кӑларма та виҫӗ хут ҫӑмӑлрах пулнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пистолет-пулемёта ППС-42 ят парса ҫарта хӗҫпӑшал пек усӑ курма йышӑннӑ. Хӑш-пӗр улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн вӑл «Пистолет-пулемёт Судаева образца 1943 г.» (ППС-43) ятлӑ пулса тӑрать. Ҫӗнӗ ППС автоматсене туса кӑларассине блокадӑри Ленинградра йӗркелесе яма йышӑннӑ. Хӗҫ-пӑшалпа хулана тивӗҫтерме чӑрмавлӑ пулнӑ, фронта вара вӗсем питӗ кирлӗ хушнӑ. 1942 ҫулӑн вӗҫӗнчен пуҫласа 1943 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен Алексей Иванович блокадӑри Ленинградра ӗҫленӗ.

undefined

Автоматсене мӗнле туса кӑларни хыҫҫӑн Алексей Иванович Судаев хӑй сӑнаса тӑнӑ, ҫавӑнтах конструкцие ансатлатнӑ. 1943 ҫул хушшинче опытлӑ тӗслӗхӗн чертежӗсем тӑрӑх 46572 автомат туса кӑларнӑ. Хӑй ӑсталанӑ хӗҫ-пӑшала ӗҫре курас тесе пӗрре мар Карели перешеекне, Ораниенбаум плацдармне кайса килнӗ. Боецсемпе калаҫнӑ, вӗсем асӑрханӑ кӑлтӑксемпе сӗнӳсене шута илнӗ. Ҫак тӗлпулусем хыҫҫӑн конструкцие улшӑнусем кӗртнӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ППС варианчӗсене саккуна пӑхӑнса (лицензиленӗскерсене) тата саккуна пӑсса Венгрире, Польшӑра, Финляндире, Корейӑра тата ФРГ-ра та кӑларнӑ, 1980-мӗш ҫулсемчченех хӑш-пӗр патшалӑхсен ҫарӗсенче штатри хӗҫпӑшал шутланнӑ.

Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче А. И. Судаев тата ытти чылай конструктор, пистолет-пулемётсем вырӑнне усӑ курма пуҫланӑ хушӑм патронлӑ пирвайхи совет автомачӗсене ӑсталас тӗлӗшпе ӗҫленӗ. Судаев малашлӑхлӑ АС-44 моделе тата унӑн модификацийӗсене хатӗрленӗ. Унта усӑ курнӑ хӑш-пӗр меслетсене каярах тӗнчере чи анлӑ сарӑлнӑ стрелоксем валли ӑсталанӑ Калашников автомачӗн конструкцинче усӑ курнӑ, вӗсен шутӗнче: пысӑк хушӑклӑ затвор ушкӑнне ҫӳле кӑларни, пӗчӗк лаптӑк урлӑ куҫакан пайсенче контакт йӗркелесси[4][5].

Алексей Иванович Кремль пульницинче 1946 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вилнӗ, вӑл вар-хырӑм язвин чирӗпе чирленӗ. Ваганьково ҫӑвинче пытарнӑ (25-мӗш лаптӑк)[6].

Хисепӗсем

Алексей Иванович ҫак хисепсене тивӗҫнӗ:

Нумизматика

2020 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Раҫҫей Банкӗ «Аслӑ Ҫӗнтерӳ хӗҫ-пӑшалӗ» ярӑмра «А. И. Судаев хӗҫпӑшал конструкторӗ» (хӗҫпӑшал конструкторӗсем) асӑнмалӑх тимӗр укҫа кӑларнӑ, ун ҫине Судаев ӑсталанӑ «ППС-43» пистолет-пулеметне ӳкернӗ[7].

Кинематографра

«Калашников» (2020) фильмра Алексей Судаев сӑнарне Дмитрий Богдан вылянӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Биография А.И. Судаева. Союз Российских оружейников имени М.Т. Калашникова (27 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Мог ли появиться автомат лучше калашникова? Легенда конструктора Судаева. Life (интернет-издание) (29 ҫӗртмен 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Мемориальная доска выдающемуся конструктору-оружейнику Алексею Судаеву открыта в Нижнем Новгороде. Комсомольская правда (28 авӑнӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
  4. ^ Великий и ужасный. Автомат Калашникова признан самым значимым изобретением XX века (выр.). Новости ВПК (25 акан 2008). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
  5. ^ Современное стрелковое оружие мира - AK АКМ. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  6. ^ Судаев Алексей Иванович (1912-1946). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  7. ^ Банк России выпускает в обращение памятные монеты из драгоценного и недрагоценных металлов. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Нацваладзе Ю. А. Конструктор стрелкового оружия А. И. Судаев // «Новый часовой». 1995. — № 3. — С. 139-147.; № 4. — С. 121-125.
  • Рождественский, Н. Ф. Конструктор А. И. Судаев : документ. очерк / Н. Ф. Рождественский. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1990. — 76 с.
  • Ентешпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр : [Алексей Иванович Судаев конструктор ҫинчен] // Хыпар. — 2014. — 15 чӳк. — С. 5.
  • Кудявнин, В. Шаннӑ: Ҫӗнтерӳ пулатех! / В. Кудявнин // Хыпар. — 1999. — 11 авӑн.
  • Ефимов, Л. А. Оружие Победы конструктора Алексея Ивановича Судаева / Л. А. Ефимов // История в подробностях. — 2010. — № 1. — С. 24-26.
  • Кривова, Т. Его вклад в обороноспособность страны огромен / Т. Кривова // Алатыр. вести. — 2015. — 21 нояб. — С. 7
  • Кудявнин, В. Оружейник из Алатыря / В. Кудявнин // Советская Чувашия. — 1998. — 5 июня.
  • Кудявнин, В. И. Судаев Алексей Иванович / В. И. Кудявнин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 390.
  • Кудявнин, В. И. Судаев Алексей Иванович / В. И. Кудявнин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 143.
  • Миюсов, Г. Оружие, пробившее блокаду : [об Алексее Судаеве] / Г. Миюсов // Советская Чувашия. — 2014. — 29 янв. — С. 2.

Темӑпа ҫыхӑннисем