Кикин Пётр Андреевич

Кикин Пётр Андреевич (1775 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ [7.1.1776], Улатӑр, Чӗмпӗр кӗпӗрни1834 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ [30.5.1834], Питӗр, Тихвин масарӗнче пытарнӑ) — генерал, Георги кавалерӗ, I Александр императорӑн статс-секретарӗ, меценат.

Вӑл Ӳнерҫӗсене хавхалантаракан обществӑна йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ, ун урлӑ чылай ӳнерҫе пулӑшу, пурлӑхпа укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ панӑ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Кикинсен авалхи йӑхӗнчен тухнӑ. Андрей Иванович Кикин (1747—1790) секунд-майорпа Мария Фёдоровна Ермолован (1754—1819), вӑл А. П. Ермоловӑн тӑватӑ сыпӑкри аппӑшӗ пулать, нумай ачаллӑ (12 ача) ҫемйинче ҫуралнӑ. Шыва кӗртнӗ чухне Варфоломей ятне панӑ, унпа нихӑҫан та усӑ курман.

Пайӑр пансионра, кайран Мускав университечӗ ҫумӗнчи пансионра вӗреннӗ. Ҫар хӗсметне Семёнов полкӗн лейб-гвардийӗнче прапорщик пулса пуҫланӑ, унта ӑна ача чухнех ҫырнӑ, вунӑ ҫулта сержант пулнӑ. Турккӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

1802 ҫултанпа флигель-адъютант пулса Михельсон, Мейендорф генералсем, Прозоровский кнеҫ тата I Александр император ҫумӗнче тӑнӑ. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче — полковник; Тӗп штаб пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи дежурнӑй штаб-офицер пулнӑ, кайран 1-мӗш Хӗвеланӑҫ ҫарӗн дежурнӑй генералӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, Валутин тӑвӗ (куҫне амантнӑ), Бородино (Курган батарейине контртапӑннӑ вӑхӑтра аманнӑ), Красный хули патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1813—1814 ҫулсенче вырӑс ҫарӗн харҫине хутшӑннӑ; 1813 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче ӑна 3-мӗш степеньлӗ Сӑваплӑ Георгий орденӗпе чысланӑ (266 №).

1813—1814 ҫулсенче — бригада командирӗ. Лютцен патӗнчи ҫапӑҫура палӑрнӑ. Ӑна 2-мӗш степеньлӗ Сӑвапла Владимира орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Сӑваплӑ Анна орденӗпе, 1812 ҫулхи Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫине асӑнса кӗмӗл медальпе, икӗ ылтӑн, алмазпа капӑрлатнӑ «Хӑюлӑхшӑн» шпагӑпа, Хӗрлӗ ӑмӑрткайӑк Прусси орденӗпе чысланӑ.

Парижран таврӑнсан ҫар хӗсметӗнчен кайнӑ.

undefined

Вӑл вӑхатри ҫынсем ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, Кикин чухне ҫивӗч чӗлхеллӗ, модӑран юлман галломан пулнӑ. Анчах та А. С. Шишков адмиралпа паллашни ӑна пач улӑштарнӑ. Вӑл унӑн «Рассуждение о старом и новом слоге» ӗҫӗпе ҫав тери кӑсӑкланса кайса «Ман евангели» ҫырнӑ. Часах вара «Беседы любителей русского слования» кружока чи хастар та ҫивӗч хутшӑнакансенчен пӗри пулса тӑнӑ.

Хӑйӗн патриотла туйӑмӗсене П. А. Кикин 1812 ҫулхи раштавра Шишков патне янӑ ҫырура палартнӑ, Наполеона ҫӗнтернӗ ятпа храм-палӑк тӑвас шухӑша пӗрремӗш хут каланӑ.

Ӑна Гавриил Державин, Иван Крылов, Дмитрий Писарев, Александр Витберг ырланӑ, I Александр император 1812 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче Мускавра храм туса лартма сӑмах панӑ. Анчах та тепӗр 5 ҫул иртсен тин, 1817 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче Витберг проекчӗпе пӗрремӗш храм тума пуҫланӑ — анчах туса пӗтермен, 1839 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче чаплӑ лару-тарура Христос Ҫӑлаканӑн храмӗн никӗсне хывнӑ.

undefined

1816 ҫулта I Александр ыйтнипе Аракчеев граф Кикина патшалах ӗҫне таврӑнма ыйтнӑ, ӑна вара император ячӗпе ҫыракан прошенисене йышӑнакан статс-секретарь туса хунӑ. Ҫак постра вӑл тӳрӗлӗхпе, ҫирӗплӗхпе палӑрса тӑнӑ; енчен те вӑл император прошенири ӗҫ пирки тӗрӗс мар йышӑну тунӑ тесе шутланӑ пулсан — император патне тепӗр хут кӗме хӑраман, час-часах тӗрӗс тесе шутланӑ йышӑну тутарнӑ.

1820 ҫулта Гагарин тата Мамонов кнеҫсемпе пӗрле Ӳнерҫӗсене хавхалантаракан общество йӗркеленӗ, вӑл «илемлӗ ӳнерсене сарма пултарулах та талант пур ӳнерҫӗсене пур майсемпе те пулӑшса пыма» кирлӗ пулнӑ. Кикин Обществӑн пӗрремӗш председателӗ тата казначейӗ пулнӑ. Вӑл пӗртӑван Чернецовсене, Брюлловсене (Карлпа Александра), А. Г. Венецианова, А. А. Иванова меценат пулӑшӑвӗ панӑ.

Кикин Ряжск уесӗнчи Алешня усадьбине тирпей-илем кӳме нумай вӑй хунӑ, ӑна 1825 ҫулта пуян хунямӑшӗ Е. В. Торсукова туяннӑ, вӑл кӗрӳшӗн ҫемйипе пӗрле пурӑннӑ. Ҫавӑн пекех Мускаври ялхуҫалӑх обществин ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑ, ялхуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе чылай статья пичетленӗ, тырӑсене Муравьёв сӗннӗ мелпе ҫулассине сарма тӑрӑшнӑ (ҫурла вырӑнне ҫавапа ҫулса), сурӑх тирӗсене тӑвассипе сӑнавсем ирттернӗ.

Кикин сенатор 1826 ҫулта отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпех Алешняри ялхуҫалӑх ӗҫне путнӑ. Ирӗклӗ экономика обществин пӗр уйрӑмӗнче председатель пулнӑ. Хӑйӗн хресченӗсен пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас тесе нумай тунӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Алешня усадьбине ун чух ҫӗр ӗҫӗн министрӗ пулнӑ А. С. Ермолов тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарнӑ.

Ҫемье

Арӑмӗ — (1814 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен)[1] — Мария Ардалионовна Торсукова (1787—1828), А. А. Торсуков бригадирпа Е. В. Перекусихина фрейлина мӑшӑрӑн хӗрӗ.

Вӗсен ачисем:

  • Варфоломей (21.11.1882 вилнӗ); Наталья Григорьевна Голицына княжнӑна качча илнӗ (ача пулман) .
  • Мария (1816—1856), 1840 ҫулта П. М. Волконский ҫутӑ кнеҫӗн ывӑлне Дмитрий Петрович Волконский (1805—1859) кнеҫе качча тухнӑ, Алешня усадьба вӗсен хӗрне Екатеринана, И. А. Всеволожскийӗн арӑмне, еткерлӗхе куҫнӑ.

1818 ҫулта Кикинӑн тепӗр хӗрӗ пӗчӗклех вилнине Е. И. Станевич «Ача тупӑкӗ умӗнчи чун вилӗмсӗрлӗхӗ ҫинчен калаҫу» кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

Астӑвӑм

П. А. Кикинӑн Джордж Доу ӳкернӗ портретне Хӗллехи керменти Ҫар галерейинче 332 генерал портречӗсен йышӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ ЦГИА СПб. ф.19. оп.124. д.640 с. 10. Метрические книги церкви Мраморного дворца.

Ҫӑлкуҫсем

  • Кикин, Петр Андреевич // Русский биографический словарь : в 25 томах. — СПб.М., 1896—1918.
  • Рудаков В. Е. Кикин, Петр Андреевич // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Русские портреты XVIII и XIX столетий. Издание Великого князя Николая Михайловича. Вып. 4. № 47.
  • Словарь русских генералов, участников боевых действий против армии Наполеона Бонапарта в 1812—1815 гг. // Российский архив. История Отечества в свидетельствах и документах XVIII—XX вв. : Сборник. — М.: студия «ТРИТЭ» Н. Михалкова, 1996. — Т. VII. — С. 421-422. — ISSN 0869-20011. (Комм. А. А. Подмазо)
  • Глинка В. М., Помарнацкий А. В. Кикин, Пётр Андреевич // Военная галерея Зимнего дворца. — 3-е изд. — Л.: Искусство, 1981.

Каҫӑсем

  • Русские портреты XVIII и XIX столетий. Издание Великого князя Николая Михайловича. Вып. 4. № 47.