Мускавпа Хусан хушшинчи чукун ҫул
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Мускавпа Хусан хушшинчи чукун ҫул (1891 ҫулччен — Мускавпа Рязань чукун ҫулӗ, 1863 ҫулччен — Сарӑту чукун ҫулӗ) — Раҫҫей империйӗнчи чукун ҫул, 1864—1918 ҫулсенче ӑна Мускав-Рязань пӗрлӗхӗн (каярах Хусан) чукун ҫулӗн укҫи-тенкипе туса лартнӑ. Раҫҫейри чукун ҫул тума пуҫланӑ пӗрремӗш ҫынсенчен пӗри, Карл Фёдорович фон Мекка, тӑрӑшнипе тума пуҫӑннӑ, Мускав, Рязань, Тамбов, Пенза, Чӗмпӗр, Хусан кӗпернисен ҫӗрӗсем тӑрӑх хывнӑ, Оренбурга ҫити вара унӑн ывӑлӗ, Николай Карлович (вӑл ҫул правленин председателӗ вырӑнне 1892 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа национализацилессиччен йышӑннӑ) ҫитернӗ. Николай Карлович ертсе пынипе Раҫҫей империйӗнчи уйрӑм ҫын аллинче тӑракан ҫак чи пысӑк чукун ҫулӑн тӑршшӗ вунвиҫӗ хут ӳснӗ[1].
Историйӗ
1859 ҫулта Мускавпа Сарӑту хушшинчи чукун ҫула тума «Сарӑту чукун ҫулӗн пӗрлӗхне» йӗркеленӗ. Пӗрлӗхе пысӑк промышленниксем те, II Александр император та пулӑшнӑ. Пӗрлӗх акционерӗсем хушшинче Александр, Владимир тата Алексей аслӑ кнеҫсем пулнӑ. Пӗрремӗш тапхӑрта 117,2 ҫухрӑм тӑршшӗ Мускав — Коломна пая тумалла пулнӑ. Ҫула 1860 ҫулта тума пуҫланӑ та икӗ ҫул хушшинче туса та пӗтернӗ, хальхи ҫынсен шухӑшӗпе ҫакӑн пек ҫитӗнӗве обществӑн тӗп секретарӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Павел фон Дервиза тата унӑн чи ҫывӑх пулӑшаканӗ шутланнӑ фон Мекка пула тума май килнӗ. Анчах та ку ӗҫе пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн обществӑн укҫи-тенки пӗтнӗ, 1863 ҫулта вӑл панкрута тухнӑ[2].
Анчах та 1863 ҫултах ун вырӑнне «Мускав-Рязань чукун ҫулӗн пӗрлӗхне» йӗркеленӗ[3], фон Дервиз унта правлени председателӗ пулса ӑна ертсе пынӑ, фон Мекка вара вӑл Коломнӑран Рязане ҫити ҫул тума тӗп подрядчик пек хутшӑнтарнӑ. Ҫӗнӗ общество Рязане ҫити ҫула тӑвассипе тата унпа усӑ курассипе кӑна ҫырлахнӑ. Ҫулӑн Коломнӑран Рязане ҫити тӑсӑлакан пайӗпе 1864 ҫулта усӑ курма пуҫланӑ.
1891 ҫулта устава хушса ҫирӗплетнӗ: общество ятне «Мускав-Хусан чукун ҫул обществи» ҫине улӑштарнӑ, вӑл ҫула Атӑл урлӑ кӗпер хывмасӑр Хусана ҫити тӑсма тивӗҫ пулнӑ. Атӑл урлӑ пӗрремӗш чукун ҫул кӗпере (Александровски) 1880 ҫулта тунӑ[4].
1893 ҫулта пуйӑссем Рязаньтен Сасовӑна ҫити ҫӳреме пуҫланӑ. 1894 ҫулта ҫул Хусана ҫитнӗ, Атӑла пула икке пайланнӑ юлашки пайсене уҫнӑ: Сасово — Рузаевка — Шӑхран — Сӗве тата Ешӗл Вар — Хусан. Сӗве хулипе тата Ешӗл Вар станцисем хушшинче Атӑл урлӑ паромлӑ каҫӑ ӗҫленӗ[5][6].
1897 ҫулта ҫулӑн Рузаевка — Инза — Сызрань туратне хута янӑ.
1901—1903 ҫулсенче Ромодановӑран Арзамас урлӑ Чулхулана ҫити турат хывнӑ.
1909—1912 ҫулсенче Люберцы — Муром — Арзамас — Сергач — Шӑхран ҫула тӳрлетнӗ. 1912 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче Муром ҫывӑхӗнчи Ока урлӑ хывнӑ чукун ҫул кӗперне чаплӑн уҫнӑ. 1913 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче Атӑл урлӑ хывнӑ «Романовски» кӗпере чаплӑн уҫнӑ.
1915—1918 ҫулсенче Хусан — Сарапул — Красноуфимск — Екатеринбург ҫула тунӑ.
1913 ҫул тӗлне чукун ҫул ҫинче 523 пӑравус пулнӑ, 14 994 тавар тата 536 пассажир вакунӗ пулнӑ. Ҫулӑн тӑршшӗ 1913 ҫулта 2606 километрпа (2443 ҫухрӑмпа) танлашнӑ.
1918 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче чукун ҫула национализациленӗ, унӑн ӗҫне Наркомат ҫул-йӗрӗ тытса пыма пуҫланӑ.
Линисем
Тӗп линисем:
- Мускав — Рязань — Рузаевка — Шӑхран — Сӗве — Хусан
- Люберцы — Муром — Арзамас — Шӑхран
Туратсем:
- Воскресенск — Егорьевск
- Голутвин — Озёры
- Перово — Бойня — Симоново
- Луховицы — Зарайск
- Чулхула турачӗ: Тимирязево — Арзамас — Чулхула.
- Сызрань турачӗ: Рузаевка — Инза — Сызрань
- Чӗмпӗр турачӗ[7]: Инза — Чӗмпӗр
- Пенза турачӗ: Рузаевка — Пенза
Вокзалсем
Ҫӑлкуҫсем
- РГИА, ф. 350, оп. 89, дд. 1-966. Пояснительные записки. Чертежи. Отчёты. Планы станций.
Ӑнлантарусем
- ^ Строительство Московско-Казанской железной дороги — Русская вера(паллӑ мар). ruvera.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Станции нет, есть столб и два жандарма. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ РГИА, ф. 446, оп. 26, д. 10. Доклад № 1. 8 января 1863 г. «Устав общества Московско-Рязанской ж. д.»
- ^ Московско-Казанская(паллӑ мар). www.bibl-krasnoufimsk.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Большая Российская энциклопедия: В 30 т. / Председатель науч.-ред. совета Ю. С. Осипов. Отв. ред С. Л. Кравец. Т. 12. Исландия — Канцеляризмы. — М.: Большая Российская энциклопедия, 2008. — 767 с.: ил.: карт. (стр. 407)
- ^ РГИА, ф. 446, оп. 29, д. 14. Доклад № 118. 10 июня 1894 г. «Об открытии движения по уч. от станции Зелёный Дол до города Казани Московско-Казанской железной дороги».
- ^ 1898 ҫулта тунӑ.