Кочетов Александр Васильевич
Ҫын пирки | |
Кочетов Александр Васильевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1919 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн |
|
Вилнĕ вăхăт | 1994 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ (74 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Альма-матер | |
Премисемпе чысланисем | |
![]() |
Кочетов Александр Васильевич (1919 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ, Улатӑр, Улатӑр уесӗ,Чӗмпӗр кӗпӗрни, Совет Раҫҫейӗ — 1994 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ, лётчик-истребитель, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1919 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Совет Раҫҫейӗнчи Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Улатӑрта рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1927 ҫулта шкула кайнӑ, Улатӑрти 5-мӗш шкулта 8 класс пӗтернӗ.
1936—1937 ҫулсенче Улатӑрти ФЗУ шкулӗнче вӗреннӗ, шкултан вӗренсе тухсан Улатӑр станцийӗнчи депора машинист пулӑшуҫинче ӗҫленӗ, пӗр вӑхӑтрах Улатӑрти аэроклубра вӗреннӗ.
1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫара илнӗ те Энгельсри вӗҫев училищине вӗренме янӑ, 1940 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Малалла хӗсметре Киеври ятарлӑ ҫар округӗн истребительсен чаҫӗсенче тӑнӑ.
1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, Сталинград, Ҫурҫӗр Кавказ, Кӑнтӑр, 4-мӗш Украина, 3-мӗш тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче И-16, Як-1, Як-7 тата Як-9 истребительсемпе 278-мӗш истребительсен авиаци дивизийӗн 629-мӗш тата 43-мӗш истребитель авиаци полкӗн йышӗнче ҫапӑҫнӑ.
Кочетов вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӑйӗн тӗллӗн тӑшманӑн 34 самолётне персе антарнӑ, 8 самолётне юлташӗсемпе ушкӑнпа тапӑнса персе антарнӑ, ҫар хушӑвӗсене пурнӑҫлама 488 хут сывлӑша ҫӗкленнӗ, сывлӑшри ҫапӑҫусене 105 ытла хутчен ирттернӗ.
1937 ҫултанпа ВЛКСМ пайташӗ, 1943 ҫултанпа ВКП (б) пайташӗ.
1944 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче тӑшманпа ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
Кочетов вӑрҫа Кёнигсберг тӳпинче 54-мӗш гварди истребительсен авиаци полкӗн эскадрилья командирӗ пулса Bell P-39 Airacobra самолётпа вӗҫсе вӗҫленӗ. 1946 ҫулта Bell P-63 Kingcobra ҫӗнӗ самолёт ҫине куҫнӑ. Сывлӑш-ҫар хӗсметнене 1947 ҫулччен тӑснӑ, ун хыҫҫӑн, сывлӑхӗ хавшанипе, саппаса кӑларнӑ.1944 ҫулхи ҫулла Александр Васильевича кӗске отпуск панӑ та, вӑл тӑван Улатӑр хулине кайнӑ. Кӑкӑр ҫинчи Ылтӑн Ҫӑлтӑрлӑ 25 ҫулти ҫамрӑк арҫын ҫынсене савӑнтарнӑ та, мӑнаҫлантарнӑ та, ҫак туйӑмсем ҫав тери пысӑк пулнипе улатӑрсем Кочетов валли самолет туянма укҫа пухма тытӑннӑ. Чукун ҫул ӗҫченӗсен пуҫарӑвне хулари ытти ӗҫҫыннисем, Улатӑрти вӑрманпромхуҫалӑх ӗҫченӗсем ярса илнӗ. 1944 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче пирӗн ентеш ҫапӑҫнӑ чаҫре Чӑваш Енри ӗҫҫыннисем пухнӑ укҫа-тенкӗпе тунӑ 12 ҫар самолётне лётчиксене панӑ. Кочетова харӑсах икӗ «Як» пама тытӑннӑ — улатӑрсенчен тата Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи «Марс» колхоз председателӗнчен Абдулла Гаязовран. Гаязов укҫа-тенкипе тунӑ самолёт ҫине «От колхозника Гаязова» тесе ҫырнӑ пулнӑ. Анчах Совет Союзӗн Паттӑрӗ Александр Кочетов хӑйне валли пӗр самолёт ҫеҫ хӑварнӑ, иккӗмӗшӗ хӑйӗн юлташне Спартак Маковские панӑ. Ҫак самолётсемпе 3-мӗш эскадрилья лётчикӗсем вӑрҫӑ пӗтичченех вӗҫнӗ
— «Советская Чувашия»
Хӗсмет вӗҫленсен тӑван Улатӑра таврӑннӑ, Пӑрачкаври 1-мӗш каҫхи шкула вӗренме йышӑннӑ. 1950 ҫулта вӑтам шкул курсӗшӗн экзаменсем парса аттестат илнӗ.
1947—1955 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн ДОСААФ тытӑмӗнче ӗҫленӗ. 1955 ҫулта Кочетова хӗсмете таврӑннӑ, анчах та Совет Ҫарне мар, СССР Шалти ӗҫсен министерствин шалти ҫарӗсен ретне. 1960 ҫулта полковник званийӗпе хӗсмете вӗҫленӗ.
Ҫав хушӑрах, 1955 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн историпе филологи факультечӗн истори уйрӑмне куҫӑн мар мелпе вӗренме кӗнӗ, ӑна 1961 ҫулта «История» специальноҫпа вӗренсе пӗтернӗ.
1961 ҫултанпа Кочетов А. В. Шупашкарти радиотехника шкулӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, 1969—1979 ҫулсенче Шупашкарти пӑшалтан перес спорт клубне ертсе пынӑ.
Кӑсӑк самантсем
- Вӑл ертсе пынӑ эскадрилйӑра 5 Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫапӑҫнӑ, танлаштармалӑх: пӗтӗм полкӗпе те пурӗ 12 Паттӑр пулнӑ, вӗсенчен 5-шӗ - Кочетков эскадрильинче.
- Хӑйӗн шутӗнчи юлашки 34-мӗш тӑшман самолётне 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кёнигсберг ҫывӑхӗнчи тӳпере Абдулла Гаязов парнеленӗ самолётпа персе антарнӑ.
Ҫемье
- Хӗрӗ — Кочетова Адалина Александровна, 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ[1].
- Ывӑлӗ — Кочетов Валерий Александрович, 1945 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 2005 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче вилнӗ.
- Ывӑлӗ — Кочетов Александр Александрович.
- Ултӑ хӗрача мӑнук тата икӗ арҫын ача мӑнук.
- А. В. Кочетовӑн мӑнукӗн хӗрӗ — пӗр ҫинче фигурӑсем туса ярӑнассипе 2014 ҫулхи олимп чемпионки Аделина Сотникова[2].
- Ултӑ хӗрача мӑнук тата икӗ арҫын ача мӑнук.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ[3](13.04.1944);
- Ленин орденӗ;
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль;
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ[4] (17.07.1944);
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1 степеньлӗ орденӗ[5] (15.08.1943);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ[6] (17.06.1943);
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1 степеньлӗ орденӗ[7](05.11.1942);
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1 степеньлӗ орденӗ[8](06.04.1985);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль[9] (29.08.1945);
- «Кавказа хӳтӗленӗшӗн» медаль[10] (21.04.1945);
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль[11];
- «Ҫар тивӗҫӗсемшӗн» медаль (03.11.1944);
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамоти[12] (07.03.1979);
- медальсем, юбилейлӑ медальсем.
Астӑвӑм
- Унӑн ятне Чӑваш АССР Ӗҫ мухтавӗпе паттарлӑхӑн Хисеп Кӗнекине ҫырса хунӑ (1978),
- А. В. Кочетова халалласа Шупашкарти тата Улатӑрти урамсене ун ятне панӑ.
- Шупашкарти Атӑлҫи федерацин округӗнчи чӑваш кадет корпусӗ А. В. Кочетов Совет Союзӗн Паттӑрӗ ячӗпе хисепленсе тӑрать, унта А. В. Кочетова халалланӑ музей ӗҫлет.
- А. В. Кочетов харпӑр япалисене: мундирне, наградисене тата сӑнӳкерчӗксене хӑй пурӑннӑ чухнех Шупашкарти В. И. Чапаев ячӗллӗ музея парса хӑварнӑ, вӗсем музей экспозицийӗнче упранаҫҫӗ.
- А. В. Кочетов портретне Улатӑр хулинчи ветерансен паркӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗсен хисеплӗ ятне тивӗҫнӗ ентешсен мемориал стени ҫине вырнаҫтарнӑ.
- Улатӑрпа Шупашкар хулисенчи А. В. Кочетов пурӑннӑ ҫуртсем ҫине асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ.
- А. В. Кочетов ятне Мелитопольти Совет Союзӗн Геройӗсен аллейинче гранит плита ҫине касса кӑларнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Казанцева А. Как самолеты заворожили парня // Советская Чувашия. — 2014. — 7 марта.
- ^ Бабушка Аделины Сотниковой хочет побывать на родине в Чувашии вместе с внучкой, ИА Regnum (2014-02-21). Тĕрĕсленĕ 21 Нарӑс уйӑхӗн 2014.
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1272353381&tab=navDetailManCard
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150016883&tab=navDetailDocument
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150016883&tab=navDetailDocument
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150016883&tab=navDetailDocument
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150016883&tab=navDetailDocument
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150016883&tab=navDetailDocument
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150016883&tab=navDetailDocument
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150016883&tab=navDetailDocument
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150016883&tab=navDetailDocument
- ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kofd_0_0003485.pdf
Вуламалли
- О награждении Кочетова А. В. Почетной грамотой Президиума Верховного Совета Чувашской АССР : указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР от 07.03.1979 // Советская Чувашия. — 1979. — 8 марта (№ 57). — С. 1.
- Багадерова, В. Ячӗ вилӗмсӗр / В. Багадерова // Хыпар. — 2019. — 1 пуш/март (№ 22/23). — С. 6.
- Ентеше — парне // Хыпар. — 2011. — 16 ака. — С. 13.
- Лаштай, П. Александр Кочетовпа мӑнаҫланатпӑр / П.Лаштай // Хыпар. — 2018. — 18 авӑн/сентябрь (№ 104). — С. 3.
- Мухтава тивӗҫлӗ // Хыпар. — 1993. — 8 юпа.
- Александрова, С. Время не сотрет их имена / С. Александрова // Алатырские вести. — 2014. — 12 марта. — С. 1 : фот.
- Григорьев, А. 400 боевых вылетов / А. Григорьев // Чебоксарские новости. — 2000. — 6 мая.
- Золотов, В. Воспитанник школы патриотов / В. Золотов // Почтовый экспресс. — 2002. — 20-26 нояб. (№ 47). — С. 2.
- Зыков, М. А. Уроженцы Алатырского района на фронтах Великой Отечественной войны / М. А. Зыков // Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗ.пе ӳнер академийӗн хыпарӗсем. — 2015. — № 1. — С. 53-55.
- Иванов, М. За крымскую землю, за наш Севастополь / М. Иванов // Грани. — 2016. — 9 апр. — С. 4 : фот.
- Иванова, М. Чувашия гордится своими героями / М. Иванова // Цивильский вестник. — 2009. — 17 марта. — С. 2 : фот.
- Казанцева, А. Как самолеты заворожили парня / А. Казанцева // Советская Чувашия. — 2014. — 7 марта. — С. 2 : фот.
- Кочетов Александр Васильевич // Славные имена Земли чувашской : кн.-альбом. — Чебоксары, 2022. — С. 97.
- Кудявнин, В. И. Кочетов Александр Васильевич / В. И. Кудявнин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 224.
- Кудявнин, В. И. Кочетов Александр Васильевич / В. И. Кудявнин, В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 334.. — См. текст
- Кудявнин, В. «Ореол романтики и мужества» / В. Кудявнин // Молодежный курьер. — 2007. — 24 янв. (№ 1-2). — С. 7.
- Мастер стремительных атак // Память солдатского сердца. — Чебоксары, 1995. — Кн. 1. — С. 378-382.
- Ракитина, Л. Летать по-кочетовски / Л. Ракитина // Чебоксарские новости. — 2000. — 22 авг.
- Родная, Н. Рассказ об Александре Кочетове / Н. Родная // Чебоксарские новости. — 2002. — 31 авг. — С. 7.. — См. текст
- Соловьев, В. Герой Советского Союза А. В. Кочетов: к 90 летию со дня рождения / В.Соловьев // Чебоксарская правда. — 2009. — 5 марта (№ 8). — С. 3.
- Станюков, В. Мастер воздушного дела / В. Станюков // Алатырские вести. — 2005. — 19 июля.
Каҫӑсем
- Наследие Чувашии
- Герои страны
- http://www.gasi.archives21.ru/Press-centr/2024/03/07/O_muzhestve_soldata_patriotizme_i_dolge_(k_105-letiyu_so_dnya_rozhdeniya_Aleksandra_Vasiljevicha_Kochetova_(1919-1994)_uchastnika_Velikoj_Otechestvennoj_vojni_1941-1945_gg_Geroya_Sovetskogo_Soyuza_letchika-istrebitelya)
- https://warheroes.ru/hero/hero.asp?Hero_id=6939&ysclid=m252xrxe9r818849796
- Подвиг народа
- Герои ПФО
- https://obrazov.cap.ru/action/activity/sobitiya/2019-god/i-respublikanskij-kadetskij-forum-posvyaschennij-1/biografiya-geroya-sovetskogo-soyuza-aleksandra-vasilj?ysclid=m252ywice0988403456
- http://nasledie.nbchr.ru/personalii/heroes/kochetov/?ysclid=m252zc1sec952044427
- https://историческийбагаж.рф/post/geroy-sovetskogo-soyuza-aleksandr-vasilevich-kochetov-605?ysclid=m25302bd37481870336
- http://sovch.chuvashia.com/?p=102487&ysclid=m2530qdhvl783214040
- https://chgtrk.ru/novosti/v-chuvashii-otmechayut-95-let-so-dnya-rojdeniya-geroya-velikoy-otechestvennoy-voyny-aleksandra-kochetova/?ysclid=m2531hol32230161414
- http://www.победители21.рф/novosti/522-nasledniki-pobedy-s-gordostyu-vspominayut-podvig-geroya-sovetskogo-soyuza-aleksandra-kochetova.html
- https://artmuseum.ru/author/c21b1a98-bf45-4d25-b4e2-30babf583560
- https://www.grani21.ru/news/v-jeti-dni-alatyrcy-vspominajut-geroja-sovetskogo-sojuza-aleksandra-vasilevicha-kochetova#gsc.tab=0
- https://1.chgpu.edu.ru/smi-o-nas/print:page,1,14712-legenda-i-gordost-chuvashii-pri-zhizni.html
- Пушӑн 8-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1919 ҫулта ҫуралнисем
- Улатăр уесĕнче çуралнисем
- Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче вилнисем
- 1994 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитни» медале тивӗҫнисем
- «Берлина илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медальпе чысланисем
- «Ӗҫ ветеранӗ» медале тивӗҫнисем
- Улатӑрта ҫуралнисем
- Улатӑр уесӗнче ҫуралнисем
- Чӗмпӗр кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- Совет Раҫҫейӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш Республикинче вилнисем