Суйкăн
Суйкăн выр. Сойгино — Чăваш Республикин Улатӑр районӗнчи ял. Ялта фельдшер пунчĕ, вăтам шкул, культура çурчĕ, ял вулавăшĕ, çыхăну уйрăмĕ пур.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 850 çын, çав шутра 414 арçын, 436 хĕрарăм пурăннă[1].
Суйкăн ялĕнче пура купалас ĕç питĕ сарăлнă.
Тавралăхĕ
Суйкăнпа Çĕнĕ Эйпеç ялĕсем вăрман варринче лараççĕ.
Кун-çулĕ
Яла Пăва уесăнчи Тимпаел вулăсĕнчи Алманчă ял çыннисем никĕсленĕ Шунер юханшывĕ хĕрринче [2] 1748-мĕш çулта чи малтан хутсем çинче асăннă. 1917 çулчен Чĕмпĕр кĕпернинчи Пӑва уесӗн Шамкай вулăсне кĕнĕ.
Каярах, 1920 çулхи утă уйăхĕн 28 хыççăн Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 20 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне, 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăр тăршшĕпе ял Шамкай вулăсне кĕнĕ.[3]
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Улатăр районне кĕрет.
Паллă çыннисем
Вуламалли
- Власова, Роза. Суйкăнсем суймаççĕ. — 23, Ноябрь, 2013, "Хыпар" хаçат.
Ӑнлантарусем
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ [1]
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |