Фадеев Андрей Васильевич
Фадеев Андрей Васильевич (1923 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ, Суйкăн, Патăрьел районĕ, Чӑваш автономи облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2012 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи тата Раҫҫей вӑрман хуҫалӑх ӗҫченӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи[1].
Пурнӑҫӗ
1923 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи (халӗ Улатӑр районне кӗрет) Суйкӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Улатӑрти вӑрман техникумне (1942) вӗренсе пӗтернӗ[1].
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1942 ҫулта Львов ҫар пехоти училищине вӗренсе пӗтерсен Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ фронта янӑ, 19 ҫулти каччӑ автоматчиксен взвочӗн командирӗ пулса тӑнӑ. 7 фронтра ҫапӑҫнӑ. Курск пӗккинчи, Днепр ҫинчи ҫапӑҫусене, Киевпа Украинӑн чылай хулипе ялне, Минска, Вильнюса хӑтарма хутшӑннӑ[2].
Воронеж вӑрман хуҫалӑх институтӗнче (1951) пӗлӳ илнӗ. Киря вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман техникӗ, лесничи, директор, Чӑваш АССР вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ — тӗп лесничи (1961-1984), республикӑри вӑрмана хӳтӗлекен станцин ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. Вӑл ертсе пынипе Чӑваш Енре 126,9 пин га лаптӑкра вӑрман юсаса ҫӗнетмелли ӗҫсем туса ирттернӗ, 18,8 пин га ҫинче вӑрмана хӳтӗлеме, ҫулсем хӗрринче 2,4 пин га ҫинче йывӑҫсем лартнӑ, пысӑк вӑрман питомникӗсем никӗсленӗ. Вӑрман хуҫалӑх ӗҫӗсен механизаци шайӗ 90% таран ӳснӗ[1].
Ӗҫӗсем
7 кӗнеке тата статьясен авторӗ тата соавторӗ[2].
- «Опыт выращивания посадочного материала в питомниках Чувашской АССР»,
- «Лес на службе урожая»,
- «Леса Чувашии и ведение хозяйства в них»,
- «Чебоксарский лесхоз»,
- «Опытный лесхоз Чувашской Республики»,
- «Кирский лесхоз»
- Фадеев, А. В. Рассказы о Великой Отечественной войне 1941-1945 гг. / А. Фадеев. — Чебоксары : Новое Время, 2010. — 32 с.
Хисепӗсем
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗ;
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1966);
- РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1979)[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Фадеев Андрей Васильевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Фадеев, Андрей Васильевич (лесовод; 29.10.1923-24.06.2012) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
Вуламалли
- Луч, Г. Фадеев вӑрманӗсем / Г. Луч // Хресчен сасси. — 1996. — 3 раштав.
- Луч, Г. Юмансем хаш сывласа ярӗҫ / Г. Луч // Хыпар. — 1998. — 11 нарӑс.
- Василевский, А. Фадеев Андрей Васильевич // Василевский, А. Чебоксарский лесхоз / А. Василевский, А. Фадеев. — Чебоксары, 1996. — С. 57. — Фот.
- Евгеньев, П. Вот это лесовод! / П. Евгеньев // Чебоксарские новости. — 2000. — 24 июня. — С. 7.
- Луч, Г. Лесных дел мастер / Г. Луч // Лесное хозяйство. — 1993. — № 5. — С. 32-33.
- Луч, Г. Фадеевские леса / Г. Луч // Кладовая природы. — 1998. — 2-8 февр. (№ 5). — С. 2.
- Луч, Г. Фадеевские леса / Г. Луч // Лесное хозяйство. — 1999. — № 1. — С. 25-26.. — См. текст
- Николаев, М. А. Андрей Васильевич Фадеев / М. А. Николаев // Опытный лесхоз Чувашской Республики : очерки, статьи истории и современности / М. Николаев, А. Фадеев. — Чебоксары, 1998. — С. 32-34 : порт.
- Тихонов, П. Т. Фадеев Андрей Васильевич / П. Т. Тихонов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 339.
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 72. — 168 с.