Беляков Юрий Николаевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Беляков Юрий Николаевич
Çуралнă вăхăт 1971 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ(1971-03-07) (54 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Альма-матер

Беляков Юрий Николаевич (1971 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ, Суйкӑн, Улатӑр районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

1971 ҫулхи пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Улатӑр районӗнчи Суйкӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне (1990) вӗренсе пӗтернӗ. Совет Ҫарӗн ретӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1992—1996 ҫулсенче Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗн Шума лесничествинче лесничи пулӑшуҫи, 1996—2006 ҫулсенче лесничи пулса ӗҫленӗ. 2009—2011 ҫулсенче – Федерацин пушар службин Чӑваш Республикинчи 4-мӗш уйрӑмӗн 17-мӗш пушар чаҫӗн уйрӑм посчӗн 1-мӗш класлӑ водителӗ. Ӗҫрен уйрӑлмасӑр Мари патшалӑх политехника университетне вӗренсе пӗтерсе инженер квалификацине илнӗ (2003). 2011 ҫултанпа — Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин «Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗ» бюджет учрежденийӗн директорӗ.

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2019);
  • «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (2003);
  • «Раҫҫей пушар хуралне 370 ҫул» медаль.