Иванова Лидия Михайловна

Лидия Сарине (чӑн хушамачӗ Иванова, ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Лидия Михайловна; ҫур. 1950 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ, Аслăял, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи тата драматургӗ[1][2]. Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1994), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2022).

Пурнӑҫӗ

1950 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш АССР йышне кӗрекен Канаш районӗнчи Аслӑял ялӗнче ҫуралнӑ.

1968 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑтакас вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ, 1977 ҫулта Чӑваш республикинчи культура училищинче ӑс пухнӑ[3]. Шупашкарти ача-пӑча учрежденийӗсенче, Чӑваш Енӗн кинофикаци тытӑмӗнче, «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ.

Пултарулӑх ӗҫӗсем

Литература пултарулӑхне 1984 ҫулта пуҫланӑ, ун чухне унӑн «Тӑварлӑ хурӑн шывӗ» калавӗ «Хатӗр пул» журналта тата «Тантӑш» хаҫатра пичетленсе тухнӑ. Сӑвӑсем, калавсем, повеҫсем тата ача-пӑча пьесисем ҫырать. Унӑн нумай ӗҫне шкул программине кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш халӑх юррисене ӑста юрланипе паллӑ.

Кӗнекисем:

  • «Кукамайӑн сар чӑххи» (1990);
  • «Таврӑн, савниҫӗм» (1992);
  • «Шурӑ пӑрахут» (1994 е 1995);
  • «Сенкер каҫсем» (2000);
  • «Чӗрӗп инке» (2002);
  • «Наҫтукпа Мухтар» (2006);
  • «Наян мулкач» (2010);
  • «Телейлӗ кӑмпа»;
  • «Шур пӗркенчӗк».

Паллӑ калавӗсем: «Тарӑн ҫырмари тайлӑк пӳрт», «Кӑмакари кӑвар», «Ҫӗнӗ анне», «Тавах сана, Оля», «Турӑ парни», «Ача ҫуралсан», «Пробиркӑри ача», «Тӑварлӑ хурӑн шывӗ».

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2022);
  • Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн хисеп хучӗ (2003);
  • Чӑваш Республикин культура министерствин хисеп хучӗ (2010);
  • Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗ ирттерекен «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи (1992 ҫулхи «Таврӑн, савниҫӗм», 2002 ҫулхи «Чӗрӗп инке», 2006 ҫулхи «Наҫтукпа Мухтар» кӗнекесемшӗн).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Сарине, Лидия Михайловна (писатель; 14.11.1950). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ Родионов В. Г. Сарине Лидия Михайловна. Чувашская энциклопедия. Чувашское книжное издательство. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  3. ^ Лидия Сарине - чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. Канашский муниципальный округ Чувашской Республики (24 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.

Каҫӑсем