Ухман
Ухман — Чӑваш Енĕн Канаш районĕнчи сали. Ухман сали тӑрӑхӗн администраци центрĕ.
Географи
Чӑваш Енӗн тӗп пайӗнче, район центрӗнчен Канаш хулинчен 6 ҫухрӑма яхӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ.
Истори
Хусан уездӗнчи Арски даругирен XVIII ӗмӗрчченех куҫса килнисем йĕркеленĕ. Пӗрремӗш хут 1710 ҫулта 25 кил Биболдин ялӗ ятпа асӑннă.. 1721 ҫулта 234 арҫын шутланнă, 1795 ҫулта 100 кил, 622 çын, 1858 çулта 208 кил тата 1117 çын, 1897 çулта 1773 çын. XX ӗмӗр пуҫланнӑ тӗле кассенчен тӑнӑ:: Вӑрманкасы, Пуякасы (Пуянкасы), Кантăркасы (халӗ пурте Ухман салин йышӗнче) тата Чăрăшкасы. 1926 ҫулта вӗсем пурне те уйрӑммӑн шута илнӗ: 216 кил тата 1040 çын (Вӑрманкасы), 102 кил тата 465 çын (Кантăркасы), 58 кил тата 307 çын (Чăрăшкасы), 74 кил тата 383 ҫын (Пуякасы). 1939 ҫулта та ҫавӑн пекех: 1151 ҫын (Вӑрманкасы), 371 (Кантăркасы), 374 (Чăрăшкасы) тата 413 (Пуякасы). 1948 ҫултанпа Ухман ялӗ. 1979 ҫулта 1833 ҫын пулнӑ. 2002 ҫулта 506 кил, 2010-418 килхуҫалăх. 1930 ҫулта "Ҫӗнтерӳ" колхоз йӗркеленнӗ. Никольски чиркӳ пур (1899-1937, 1996 ҫултан)[2].
Асăрхавсем
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ Ф.Н. Козлов, Н.С. Яковлева. Ухманы.
- ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
- ^ . — Чувашстат. — 82 с.
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |