Чăваш Çармăсне XVII ӗмӗрĕн 20-мĕш çулĕсенче Хусан уесĕнчиГалиц Çулĕ çинчен куçса килнĕ чăвашсем никĕсленĕ[3]. 1678-1679-мĕш çулсенче ку ялта 8,5 чухлĕ ясак тÿлекен 19 кил пулнă. XVII тата XVIII ĕмĕрсен чиккинче вĕсен патне тата Хусан уесĕнчи "Кильни" ялĕнчи (чăвашла ят паллă мар) чăваш хресченĕсем пырса вырнаçнă[3].
XVIII ӗмӗрĕн малтанхи çурринче çак ялпа Хурамал ялĕ хушшинче "Исеево поле" текен вырăншăн (чăвашла ят паллă мар) тавлашусем пулса иртнĕ. Хурамалтан Кĕçĕн Хурамал уйрăлса тухсан ку тавлашусем вĕçленнĕ. Вăл вăхăтсем хыççăн ял Кĕтне юппи Аутла шывĕ çинче вырнаçнă пулнă, 36 кил (116 арçын, 120 хĕрарăм) шутланнă.
Унтан вара Кĕçĕн Хурамал чăвашĕсем Çĕнĕ Шуртана куçса кайнă, ирҫесем килсе вырнаçнă. Вĕсен ялне чăвашсем Ирçе Çармăс, хайсенне Чăваш Çармăс теме пуçланă (унччен Çармăс тенĕ пулнă).
Документсенче, ытти çавăн пек историлле çăлкуçсенче палăракан историсĕр пуçне, халăх халапĕсем пĕлтерекен хыпарсем пур. Ун пек япаласемпе паллашни усăллă пулма тивĕç, анчах чăнлăхпа суяна, ытарлă каланисене пĕр-пĕринчен уйăрса илме пĕлмелле.
Халапсем тăрăх, Çармăс малтан урăх тĕлте вырнаçнă пулнă имĕш. Ултă килйыш (Шаймановсен йăхĕ) Çут çырма çинче çурт-йĕр çавăрнă тет, ялне вара Çут Çармăс тенĕ тет. Пĕррехинче пĕрин вăкăрĕ çухалнă та пурте ăна шырама тухнă. Аутла шывĕ тĕленче тупнă. Вăкăра тупнă вырăна пурте куçса ларнă тет, мĕншĕн тесен çапла туни телей кÿрессе шаннă.
Ку халапа камсенчен тата хăçан çырса илни паллă мар. Анчах та В.Д.Димитриев прахвиссăр вĕсене А.С.Яковлев ярса панă çыруран пĕлнĕ[4].