Алшик
Алшик — Йĕпреç районĕнче вырнаçнă ял][1]). Кĕлĕмкасси ял тăрăхне кĕрет[2].
Кун-çулĕ
Яла 1928 çулта никĕсленĕ. Паянхи кунта ялта 13 кил.
| пурăнакансен йышĕ çулсемпе | |||||||||||||||||
| 1939 | 1979 | 1989 | 1999 | 2002 | 2004 | 2005 | 2006 | 2007 | 2009 | 2010 | |||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 121[1] | 73 | 40 | 34[3] | 30 | 31 | 32 | 30 | 27 | 23 | 31[4] | |||||||
Чăваш республикинчи Йӗпреҫ районӗнче Алшик пурри паллă. Тутарстанти Пăва районĕнче Альших пур (унта чăвашсем пурăнаççĕ, анчах пĕр тĕлте — тутарсен кĕтесси). Çапах та Альшихе çавăнтан куçса килнисем пуçарса янă теме васкамалла мар. Мĕншĕн тесен Алшикĕ хăй те çамрăкскер, XX ӗмӗрте çеç никĕсленĕскер. Алшик тесе йĕпреçсем вăрманти уçланкăна каланă. Тĕпри чăн пĕлтерĕшĕ — çын ячĕ (антропоним). Эппин Альших тени те çавнах (çын ятне) пĕлтерме пултарать. Пĕр ятăн фонетикăлла тĕрлĕ варианчĕсем.
Паллă çыннисем
- Ильин Виктор Алексеевич - Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачĕ.
- Иванов Игорь - Википедине хутшăнакан.
Каçăсем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Морозова О. В., Трифонова З. А. Алшихово / Чувашская энциклопедия: в 4 т. — Чебоксары: Чуваш. кн. издательство, 2006. — Т. 1: А — Е. 590 с., ил. — С. 90.
- ^ Устав Климовского сельского поселения Ибресинского района Чувашской Республики // gov.cap.ru
- ^ Дубанов И. С. Географические названия Чувашской Республики: краеведческий словарь. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2010, с. 21.
- ^ Морозова О. В. , Трифонова З. А. Алшихово. / Ибресинский район. Краткая энциклопедия. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2011.