Пĕчĕк Упакасси
Пĕчĕк Упакасси — Чăваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи ял. Вĕлтĕрен шывĕ çинче айлăмра вырнаçнă.
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
2004 çулăн кăрлачан 1-мĕшĕ тĕлне ялта 351 çын пурăннă, вĕсенчен 170 арçын, 181 хĕрарăм. 2010-мĕш çулхи çыравпа Ялта 366 çын, çав шутра 187 арçын, 179 хĕрарăм пурăннă[3]. Ялта икĕ урам: Ленин урамĕ, Совет урамĕ. Авалхи ячĕсем: ??
Ял кун-çулĕ
Яла 1698 çулта никĕсленĕ.
Кунта пĕтĕмпе пекех Çавал анат вĕçĕнчен куçса килнĕ Алмантей-Упакасси чăвашĕсем пулнă, вĕсем Пысăк Упакассинчи алмантейсемпе çывăх хурăнташлăн çыхăнса тăнă [4]
XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнчех Пĕчĕк Упакасси патне Кушников помещик пырса 360 теçеттин çĕр касса илнĕ. Ял çывăхнех хăйĕн именине туса лартнă. Çакăн хыççăн вăл Упакасси ялне те хăй аллине тытса илме тăрăшнă. Ялти сутникпе пуянсене хăй майлă çавăрса Пĕчĕк Упакассине вăл «Кушниково» текен ят йышăнтарнă. Ку ят Упакасси çумне çыпçăнса кайран та çĕр çул таранах çакăнса тăнă. Вулăсри тата приход чиркĕвĕнчи кĕнекесем çинче Пĕчĕк Упакассине XIX ĕмĕрĕн варрине çитичченех Кушниково ялĕ тесе çырнă. Анчах та чăвашсем патшалăх хресченĕсем шутланнă пирки выçтах Кушников ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Вăл имение Путилов помещике сутса Кушлавăш уйĕнчен тухса кайнă[4]
Колхоз йĕркелеме Лениградри Путилов завочĕнчен рабочи килнĕ. Çавăнпа колхоза "Путиловка" ят панă. Халĕ çак ят ял çине те куçнă.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
Паллă çынсем
Каçăсем
- Пурăну вырăнĕн паспорчĕ( ӗҫлемен каҫӑ)
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи юпан 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш энциклопедийĕ
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |