Пысăк Упакасси
Пысăк Упакасси, — Чăваш Енĕн Йӗпреҫ районӗнчи сала. Вĕлтĕрен юханшывĕ хĕринче вырнаçнă.
Истори
Ял 1698 çулта никĕсленĕ.
Вăрманлă Çавал тăррине чи малтан килсе йышăннă хресченсем, 1700 çул тĕлнеллех е унччен маларах та пулĕ, пуçласа янă ял. Пулас ялĕ малтан пилĕк уйрăм касăран (околодкăсенчен) тăнă. Вĕсем тарăн Вĕлтрен çырми хĕррипе, унăн икĕ еннипе те тĕвĕленсе ларнă[2]
Асăннă касăсем XIX ĕмĕрте ӳссе пĕр ял пулса тăнă. Етĕрне уесне кĕнĕ. Малтан Туçа вулăсне кĕнĕ, кайран 1918 çулхи нарăс уйăхĕн 17 хыççăн Кушлавăш вулăсне, 1919 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕ хыççăн каллех Туçа вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Вăрнар районне, 1928 çулхи чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕ хыççăн Йĕпреç районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Йĕпреç районне кĕрет [3].
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
Паллă çыннисем
- Ҫемен Элкер, чăваш сăвăçи, çыравçи.
Ӑнлантарусем
- ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
- ^ Çемен Элкер. Кушлавăш уйĕ.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи акан 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
Терентьева О. Н., Ефимова О. Н., Семенова Т. И. . — Шуп.: Чăваш кĕнеке издательстви. — 2 000 экз. — ISBN 978-5-7670-1547-4.