Пăвакасси (Йĕпреç районĕ)

Пăвакасси, — Чăваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи паçулкă. Канаш-Улатӑр чукун çулĕ çинче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 1220 çын, çав шутра 562 арçын, 658 хĕрарăм пурăннă[2].

Çул 1968 1989 2002 2007
Пурăнан халăх,
пин çын
4,7[3] 1,9 1,6[4] 1,5

Наци йышĕпе 2002 çулта пурăнан халăх: 558 çын (34,4%) — тутарсем; 532 çын (32,8%) — чăвашсем; 396 çын (24,4%) — вырăссем; 123 çын (7,6%) — ирçĕсем; 12 çын урăх нациллĕ. Православи тата мăсăльман тĕнне тытса пурăнаççĕ.

Тавралăхĕ

Кун-çулĕ

XIX ӗмӗр вĕçĕнче Мускав-Хусан чукун çул хывнă. Çав чукун çул Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пӑва уесӗ витĕр те иртнĕ. Разъезд çывăхăнче ÿссе ларнă çĕнĕ пурăнакан вырăн шăпах асăннă уес территорийĕнче пулнă. Пăва уесĕ ытти тĕнчепе, вăл шутра Мускавпа та, çавăн урлă çыхăнса тăма пуçланă. Вара, çавна кура, кунти пурăнакан вырăна та уес хулин ячĕпе чĕнме пуçланă. Çак пулăм 1910-мĕш çулта пулса иртнĕ. Разъезд çумĕнчи пурăнакан вырăнĕ вара чăннипе 1896-мĕш çултах никĕсленнĕ пулнă.

Паллă çынсем

Хайбуллин Марат Раффаилович - раççей гитарисчĕ, юрăсен авторĕ, халĕ - «На́стя» раççей рок-ушкăнĕн бас-гитарисчĕ.

Вуламалли

  • Буинск (Ибресинский район) // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.}

Темӑпа ҫыхӑннисем