Дмитриев Митрофан Дмитриевич
Митрофан Дмитриевич Дмитриев (Йӗпреҫ районӗн Пĕчĕк Упакасси ялĕнче çуралнă. 1906 çулхи çурлан 25-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ) — чăваш куçаруçи.
Кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Дмитриев Митрофан Етĕрне уесĕнчи Кушлавăш прихутĕнчи Пĕчĕк Упакасси (хальхи Йӗпреҫ районӗ) ялĕнче çуралнă.
Малтан Хапăспа Кушлавăш ял шкулĕсенче вĕреннĕ. Шкулта вĕренсе тухсан (1867) М.Оточев сăваплăх çынĕ пуçарулăхĕпе ял ачисем валли пуçламăш шкула уçнă. Оточев сĕнĕвĕпе Хусанти сăваплă Кури пĕрлĕх шкулне вĕренме кайнă.
Шкултан вĕренсе тухсан Н.И. Золотницкие турă кĕнекисене чăвашла куçарма пулăшнă [1]. Миссионер ĕçĕсемпе тĕрлĕ уесе çӳренĕ. Хапăс чиркĕвĕнче псаломçă тата тиекăн пулса тăрăшнă. 1878 çулхи çăвăн 8-мĕшĕнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Тӑвай ялĕнчи сăваплăх çынĕ ĕç вырăнне тивĕçлĕ пулнă.
1870 çулта Хусанти вĕрентӳ тăрăхĕн попечителĕ П.Д.Шестаков сĕннипе Вĕрентӳ министерстви Дмитриева кĕмĕлпе 100 тенкĕ парса чысланă.
1871 çулта (9.11) Сĕвери вĕрентӳ канашĕ ăна вĕрентӳçĕ хисепĕн свидетельствине панă.
Унтан ăна 1881 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Етӗрне уесӗнчи Кӗҫӗн Кипек (хальхи Вӑрнар районӗ) ялне куçарнă. Хăйĕн прихутĕнче 4 шкул уçнă, унта хăй 25 çул хушши вĕрентнĕ. Шкулта вăл Ильминский системипе ĕçленĕ. Грамматикăна чăваш чĕлхипе ирттернĕ. Магницкий В.К. валли этнографи тата фольклор материалĕсене пухнă.
Йывăр чирленĕ хыççăн 1906 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче вилнĕ.
Вăл И. М. Дмитриевăн ашшĕ пулать. Тепĕр ывăлĕ — Николай Митрофанович Дмитриев, Хусан университетĕнче вĕреннĕ, малашнехи шăпи паллă мар. Мăшăрĕ — Тимофеева Ксения.
Вуламалли
Ӑнлантарусем
- ^ Яковлев И.Я. . — Мускав: Республика. — С. 196. — 696 с. — 5000 экз. — ISBN 5-85438-024-2.
Каçăсем
- Дмитриев Митрофан Дмитриевич 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |