Дмитриев Иван Митрофанович

Иван Митрофанович Дмитриев (28.03(09.04)1884-1911) — чăваш мусăкçи, Тимофеева Ксениян тата Дмитриев Митрофан Дмитриевичăн ывăлĕ.

Хальхи Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Явăш (халь Кӗҫӗн Кипек) ялĕнче çуралнă.

Кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Хусанти хакал семинарие вĕренме кĕрет, анчах пĕрремĕш класс хыççăн тухса каять (1901). Хусанти вĕрентӳçсен семинаринче экстерн енĕпе вĕренсе тухать (1902). Çулталак хушши Пăваялĕнче (хальхи Вӑрнар районӗ) чиркӳ приход шкулĕнче ĕçленĕ.

Санкт-Петербургри патша кил çумĕнчи капеллăра регент уйрăмĕнче вĕреннĕ.

1906-1911 çулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче музыкăна вĕрентнĕ. Хорпа юрлама «Пиçи-пиçми çырлишĕн» пĕрремĕш чăваш юррине хайланă.

Вĕренекенсемпе "Патшашăн-пурнăç" оперăн пайĕсен нумай çĕрте кăтартнă. Декорцисене Иванов К.В. хатĕрленĕ. [1] 1911 çулта чахоткăпа чирлесе вилет.

Вуламалли

  • И. Я. Яковлев, Моя жизнь: Воспоминания, М.: Республика, 1997, 696 с.
  • Эсливанова, К. Н. Нихӑҫан манӑҫми Иван Митрофанович... / К.Эсливанова ; Иван Ахрат [хатӗрленӗ] // Хыпар. - 2003. - 27 раштав

Ӑнлантарусем

  1. ^ Яковлев И.Я. . — Мускав: Республика. — С. 460-461. — 696 с. — 5000 экз. — ISBN 5-85438-024-2.