Табаков Александр Порфирьевич
Ҫын пирки | |
Табаков Александр Порфирьевич | |
Çуралнă вăхăт | 6.2.1920 |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 21.3.2005 (85 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Премисемпе чысланисем |
Табаков Александр Порфирьевич (126-мӗш стрелоксен дивизин 550-мӗш стрелоксен полкӗн 120-миллиметрлӑ миномётӑн миномёт расчёчӗн командирӗ, сержант. Мухтав Орденӗн тулли кавалерӗ.
Кун-ҫулӗ
1920 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче хальхи Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш. 1943 ҫултанпа ВКП/КПСС пайташӗ. Патӑрьелӗнчи педагогика училищинче пӗлӳ илнӗ. Патӑрьел районӗнчи Чкаловски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ.
РККА-на 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Сталинград, Кӑнтӑр, 4-мӗш Украина, 1-мӗш Балтиҫум, 3-мӗш тата 2-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ.
550-мӗш стрелоксен полкӗн 120 миллиметрлӑ миномет наводчикӗ Александр Табаков сержант хӑйӗн расчечӗпе 1944 ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Погеген хулишӗн ҫапӑҫнӑ (халӗ — Литвари Шилуте районӗнчи Пагегяй хули), минометран персе, тарҫӑсемлӗ туппа юрӑхсӑра кӑларнӑ, стрелоксен подразделенисене малалла кайма пулӑшса, тӑшман пехотин взвочӗ патне ҫитиех сапаласа, пӗр пайне тӗппипех пӗтерсе тӑкнӑ. СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен фашистла захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне командовани заданийӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн» Табаков Александр Порфирьевич сержанта 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ.
550-мӗш стрелоксен полкӗн 120 миллиметрлӑ миномет расчечӗн командирӗ А.П. Табаков, 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хӑйне пӑхӑнса тӑракансемпе пӗрле, Кенигсберг хулинчен ҫурҫӗреллерех стрелоксен подразделенисенчи ҫар йӗркисемпе ҫапӑҫса, тӑватӑ минометпа пеме пуҫланӑ, боеприпассем тиенӗ икӗ автомашинӑна тата танксене хирӗҫ перекен икӗ туппа персе аркатнӑ, тӑшманӑн тӑватӑ пулемет точкине пӗтернӗ. СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен фашистла захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне командовани заданийӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн» Табаков Александр Порфирьевич сержанта 2-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ.
1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче 550-мӗш стрелоксен полкӗн 550 миллиметрлӑ миномет расчёчӗн командирӗ Александр Табаков сержант Кенигсберг хули таврашӗнче тата хулара хӑйӗн расчечӗпе пӗрле тӑшманӑн темиҫе туппине, минометсемпе автомашинӑсене, тӑхӑр пулемет йӑвине тата гитлеровецсене нумай пӗтернӗ. СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен фашистла захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне командовани заданийӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн» Табаков Александр Порфирьевич сержанта 1-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ, ҫапла май вӑл Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулса тӑнӑ.
Вӑрҫӑ пӗтсен
1945 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче хастар ҫар ҫынни Хӗрлӗ тӳремри историллӗ Ҫӗнтерӳ Парадне хутшӑннӑ.
1945 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче Табаков А. П. кӗҫӗн лейтенант демобилизациленнӗ. Тӑван ялне таврӑннӑ. Колхоз председателӗнче ӗҫленӗ. 1954 ҫулта учительсен институтне куҫӑмсӑр майпа вӗренсе пӗтернӗ. Шкул вӗрентекенӗ, шкул директорӗ, колхоз председателӗ, улма-ҫырла питомникӗн директорӗ, Патӑрьелти 7 № СПТУ директорӗ, ВДПО райканашӗн председателӗ, ВДПО пушара хирӗҫле ӗҫсен ятарлӑ юсав-строительство управленийӗн Патӑрьелти участок пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. 1983 ҫултанпа — тивӗҫлӗ канура. Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ А. П. Табаков — Мускав паттӑр хулинчи 1980 тата 1985 ҫулсенче иртнӗ юбилейлӑ Ҫӗнтерӳ Парачӗсене хутшӑннӑ. 2005 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӑван ялӗнче, Патӑрьелте, вилнӗ, ӑна унтах пытарнӑ.
Хисепӗсем
Мухтав орденӗсемсӗр пуҫне ӑна I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ. 2005 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ Патӑрьел салинче А. П. Табаков тава тивӗҫлӗ ветерана 85 ҫул тултарнӑ ятпа саламласа «Тӑван ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 60 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медалӗн 0000001 №-лӗ сери удостоверенийӗпе — ҫӗршывра чи малтан панӑскерпе — чысланӑ.
Астӑвӑм
- Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ (1998).
- Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ (1978).
- А. П. Табаков ячӗпе Патӑрьел салинчи пӗр урам хисепленет.
Каҫӑсем
- «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Михайлов В. М. Табаков Александр Порфирьевич // Электронная Чувашская энциклопедия = Чувашская энциклопедия : в 4 т. / Гл. ред. Ю. Н. Исаев. — Чебоксары : Чувашское книжн. изд-во, 2011. — Т. 4: Си—Я. — 797 с. — ISBN 978-5-7670-1931-1. // Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ.
Вуламалли
- Кавалеры ордена Славы трёх степеней: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — Воениздат, 2000. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9.
- Николаев А. Н. Боевая слава Чувашии. Чебоксары, 1975.
- Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем. М., 1971.
- Трофимов П. Т. От Волги до Берлина. Чебоксары, 1965.
- Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1920 ҫулта ҫуралнисем
- Патӑрьел районӗнче ҫуралнисем
- Пушӑн 21-мӗшӗнче вилнисем
- 2005 ҫулта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- Патӑрьелте ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче ҫуралнисем
- Патӑрьелте вилнисем
- Чӑваш Енре вилнисем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин артиллерисчӗсем
- Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем
- Чӑваш Енре пытарнисем
- Ҫӗнтерӳ Парадне хутшӑннисем
- 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремри Парада хутшӑннисем