Сатур Пракка
Задоров Прокопий Корнилович (литературӑри хушма ячӗ — Сатур Пракка, 1914, Патӑрьел, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1943, хыпарсӑр ҫухалнӑ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1914 ҫулта Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Патӑрьел муниципаллӑ округӗ) Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ[1][2].
1935 ҫулта Патӑрьел педагогика техникумне вӗренсе пӗтернӗ, районти ҫутӗҫ пайӗнче ӗҫленӗ. 1936—1938 ҫулсенче республикӑри хаҫат шкулӗнче вӗреннӗ, район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ[2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пӗрремӗш кунсенченех, 28405 ҫар чаçӗнче ҫапӑҫнӑ. 1943 ҫулхи ака уйӑхӗнче вилнӗ, хыпарсӑр ҫухалнӑ[3].
Пултарулӑх
Унӑн сӑввисем район тата республика хаҫачӗсенче, журналсенче пичетленнӗ.
1973 ҫулта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене пухса Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Вӗҫлеймен юрӑсем» кӗнекере ун виҫӗ сӑвви пичетленнӗ: «Республиканецсен юрри», «Ҫӳрен утсем», «Кӑнтӑр хӗрӗ»[2].
Кӗнеке
- Вӗҫлеймен юрӑсем: Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫамрӑк авторсен сӑввисем / кӗнекене Г. Лукоянов пухса хатӗрленӗ; ум сӑмахне ҫыраканӗ А. Алга; редакторӗ Ю. С. Семенов; художникӗ С. А. Владимиров. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 112 с. — сӑн ӳкерчӗксем.
Ҫемье
Аппӑшӗ — Мария Корниловна Задорова[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Батыревская энциклопедия. Том 2 : Задоров Прокопий Корнилович (выр.). Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Г. В. Лукоянов. Вӗҫлеймен юрӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 112. — С. 73-76.
- ^ 1, 2 Задоров Прокопий Корнилович (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
Вуламалли
- Задоров Прокопий Корнилович // Батырево и батыревцы. — Чебоксары, 2022. — C. 284. — 171 с.