Венда (чĕлхе)
Венда (чивенда) — венда халахĕн чĕлхи, КАР официаллă чĕлхисенчен пĕрри. Ытларах унпа КАР çурçĕр-анăçĕнче, Лимпопо провинцин çурçĕн енĕнче, çаплах Зимбабве кăнтăр енĕнче, калаçаççĕ. Калаçакан мĕнпур йышĕ — 1,152 млн çын, вĕсенчен КАР — 1,022 млн çын (2001, çырав), Зимбабвере — 130 тыс. çын. Венда бантустанĕн официаллă чĕлхи шутланнă. Халĕ Лимпопо провинцин Вхембе районĕнче официаллă пулать.
Классификаци
Венда — банту чĕлхисенчен пĕрри. М. Гасри классификаципе (1948, 1967-71) — ăна 1978 И. Бастен тӳрлетнĕ — S зонăри венда (S.20) ушкăнĕнче, индексĕ — S.21.
Чи йышлă диалектсем: пхани, тавхацинди, илафури, мбедзи, манда, гувху, лембету.
Çырулăхĕ
Çырулăхне XIX ӗмӗрĕн вĕçĕнче латин графика никĕсĕпе йĕркеленĕ. C, J тата Q сасă паллисемпе ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсенче кăна усă кураççĕ.
| A a | B b | (C c) | D d | Ḓ ḓ | E e | F f | |
| G g | H h | I i | (J j) | K k | L l | Ḽ ḽ | |
| M m | N n | Ṋ ṋ | Ṅ ṅ | O o | P p | (Q q) | |
| R r | S s | T t | Ṱ ṱ | U u | V v | W w | |
| X x | Y y | Z z |
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Ziervogel D. A Handbook of the Venda language. Pretoria, 1961
- Poulos G. A Linguistic Analysis of Venda Pretoria, 1990.
Каçăсем
Википедин [[:{{{code}}}:|ve уйрăмĕ]].
Викисăмахсарти сăмах йышĕ венда чĕлхин категоринче «Венда»
| Ку тĕнче чĕлхисен пĕрри пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |