Кенеш Мучи
Кенеш Мучи (паспортпа — Геннадий Степанович Мальцев; 1929 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ, Элĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1991 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш ҫыравҫи, поэт-сатирик, редактор, корреспондент[1]. Уйрӑмах хӑйӗн кулӑшпа сатира хайлавӗсемпе паллӑ[2].
1979 ҫултанпа СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ.
Пурнӑҫӗ
Чӑваш АССРӗнчи Элӗк районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1949–1952 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ[3]. Шупашкарти ял хуҫалӑх вӑтам шкулӗнче (1956 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ), ҫавӑн пекех Ленинградри Аслӑ парти шкулӗнчи журналистика уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ, ӑна 1965 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ[3][4].
Ӗҫ-хӗлӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче пуҫланнӑ. Вӑл агроном, Вӑрнар районӗн радиоредакцинче, Чӑваш радиовӗнче корреспондент, «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫатра литература ӗҫченӗ, Йӗпреҫ районӗн «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатра редактор, Шупашкар районӗн «Ленинец» (халӗ «Тӑван ен») хаҫатра редактор ҫумӗ, «Капкӑн» журналта пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пропаганда бюровне ертсе пынӑ[3][2].
«1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе, Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗпе (1958), «Ял ҫийӗнчи культура шефствин отличникӗ» паллӑпа чысланӑ[1].
Пултарулӑхӗ
Кенеш Мучи очерксем, калавсем, фельетонсем, ҫавӑн пекех кулӑшпа сатира хайлавӗсем ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтри ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ калавсен, очерксен, повеҫсен, ҫавӑн пекех ачасем валли ҫырнӑ кӗске юмахсен авторӗ[4].
Библиографи
Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:
- «Ҫӗнӗ председатель» (1957);
- «Кашни киле кӗр» (1963);
- «Юратӑва упра» (1970);
- «Ҫуралнӑ кун» (1974);
- «Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ» (1976)[2];
- «Пирӗн асанне» (1978);
- «Парне кунӗ» (1979);
- «Кама — кулӑ, кама — хулӑ» (сатира калавӗсем, 1980)[2];
- «Олегпа Валерик тусӗсем» (1982)[2];
- «Ваттисем ахаль каламан…» (калавсемпе кулӑшсем, 1989);
- «Вӗренӗн те вӗҫӗ пур» (кулӑш калавӗсем, 1989);
- «Пурнӑҫа шеллемесӗр» (очерксем, 1990)[1].
Юмахӗсем
Ачасем валли ҫыравҫӑ кӗске юмахсем ҫырнӑ, ҫав шутра «Курка мӗнле тулать» тата «Автан мӗншӗн кӳреннӗ»[4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Мальцев Геннадий Степанович (Кенеш Мучи) — ҫыравҫӑ. Чӑваш Ен еткерӗ.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Геннадий Мальцев чӑваш прозаикӗн 85 ҫулхи юбилейӗ тӗлне. Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗ (10 нарӑсӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Мальцев (псевд. Кенеш Мучи) Геннадий Степанович. Чӑваш энциклопедийӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 «Вӑл пирӗн чӗрере пурнать» астӑвӑм каҫӗ (Тӗп вулавӑш). Канаш муниципаллӑ округӗн тӗпчевлӗ библиотека тытӑмӗ (6 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
Вуламалли
- Чӑвашла
- Белов, Л. Юлташӑм ҫинчен / Л. Белов // Тӑван ен (Шупашкар районӗ). — 1997. — 19 ҫурла.
- Геннадий Мальцев // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2] : Поэзи. — С. 319.
- Ефимов, Л. А. Геннадий Степанович Мальцев / Л. А. Ефимов // Элӗк енӗ / Л. А. Ефимов. — Элӗк, 1994. — С. 287-288.
- Иванова, И. Мальцева асӑнса / И. Иванова // Хыпар. — 1999. — 12 нарӑс.
- Константинов, Ф. Канаш Мучи / Ф. Константинов // Тӑван ен (Шупашкар районӗ). — 2016. — 30 сентябрь — 6 октябрь (№ 75/76). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Степанов, В. Пултарулӑх ҫулӗпе / В. Степанов // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 1999. — 16 нарӑс.
- Юнтапара — хӑнасем // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2019. — 9 ака. — С. 3.
- Вырӑсла
- Афанасьев, П. Мальцев (Кенаш Мучи) Геннадий Степанович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 262-263.
- 10. Кузнецов, Г. В. Для нас он и сегодня редактор / Г. Кузнецов // За победу (Ибресинский район). — 2007. — 24 янв.
- 11. Кузнецов, Г. В. Он живет в наших сердцах / Г. В. Кузнецов // За победу (Ибресинский район). — 2014. — 19 февр. — С. 5.
- 12. Мальцев Геннадий Степанович (Кенеш Мучи) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 254.
- 13. Михайлова, Т. В. Мальцев (Кенаш Мучи) Геннадий Степанович / Т. В. Михайлова, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия = Элӗк энциклопедийӗ. — Чебоксары, 2009. — С. 340-341.
- 14. Тимуков, А. Н. Мальцев Геннадий Степанович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 260.
- 15. Ялгир, П. Мальцев Геннадий Степанович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 65.