Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ (выр. Международный женский день, акӑл. International Women’s Day)[1] — тӗнчери чылай ҫӗршыври уяв. Чи малтанах ҫак кун хӑйӗн прависемпе ирӗкӗсене анлӑлатассишӗн хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗпе тата пӗрлӗхӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ[2].

Хӗрарӑмсен пӗртанлӑхне палӑртма пулӑшас тӗллевпе пӗтӗм тӗнчери кун туса хурас шухӑш ХХ ӗмӗр чиккинче ҫуралнӑ[3]. Хӗрарӑмсен пӗрлештерес шухӑшӑн пуҫаруҫи Клара Цеткин — Германири социал-демократсен партийӗн хӗрарӑмсен ушкӑнӗн лидерӗ.

Раштавӑн 18-мӗшӗнче ООН Тӗп Ассамблейи A/RES/3010 резолюцие йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн 1975 ҫула Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ[1]. 1977 ҫулта ООН Тӗп Ассамблейи A/RES/32/142 резолюцие йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн ООН пайташӗсен хушшинчи Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен прависемшӗн тата тӗнчери тӑнӑҫлӑхшӑн кӗрешмелли куна йӗркеленӗ[3][4].

Ҫак кун тӗнчери организацисем тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывра хӗрарӑмсен прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлеме, килти пусмӑрпа тата пӗртанлӑхшӑн кӗрешме пулӑшакан протест акцийӗсемпе митингсем ирттереҫҫӗ.

Раҫҫейре ҫак кун уяв концерчӗсем, хӗрарӑмсен пӗлтерӗшлӗ вырӑнне халалланӑ пӗтӗм Раҫҫейри акцисем иртеҫҫӗ[5]. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пушӑн 8-мӗшӗнче арҫынсем хӗрарӑмсене чечексем парнелеҫҫӗ, вӗсем этемлӗх кун-ҫулӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртаҫҫӗ[6].

Уяв пулса кайни

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ пуҫланса кайни АПШри хӗрарӑмӗсен йывӑр ӗҫ условийӗсене хирӗҫле протестлӗ акцийӗсемпе (Пушӑ кастрюльсен маршӗ, 1857 ҫ., Кил хуҫисен маршӗ, 1901 ҫ.) тӳрремӗн ҫыхӑннӑ[7]. 1908 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Америкӑри прогрессивлӑ хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн никӗслевҫи Мод Мэлоун Нью-Йоркра пир-авӑр промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен маршне йӗркеленӗ, вӗсем хӗрарӑмсен прависене шута илме тата ӗҫ укҫине ӳстерме ыйтнӑ[3].

1910 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче Копенгагенри пӗтӗм тӗнчери социализмлӑ ӗҫлекен хӗрарӑмсен иккӗмӗш конференцийӗнче Германири социал-демократсен партийӗн хӗрарӑмсен ушкӑнӗн ертӳҫи Клара Цеткин(выр.)чăв. хӑйӗн прависемшӗн кӗрешекен хӗрарӑмсен пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗх кунне йӗркелеме сӗннӗ[8]. Унӑн сӗнӗвне 17 ҫӗршыври делегатсем ырланӑ[4].

Ҫак уява пушӑн 8-мӗшӗнче (нарӑсӑн 23-мӗшӗнче кивӗ стильпе) паллӑ тӑвас йӑла 1914 ҫулта Германи, Дани, Нидерланд, Швейцари, Раҫҫей, АПШ тата ытти ҫӗршыв хӗрарӑмӗсем шӑпах ҫак кун митингсем ирттернӗ хыҫҫӑн пур ҫӗрте те ҫирӗпленме тытӑннӑ[9].

1917 ҫул хыҫҫӑн уява, тӗпрен илсен, социализм ҫӗршывӗсенче паллӑ тунӑ. Тӗслӗхрен, Китай коммунисчӗсем ӑна 1922 ҫултанпа, Испани коммунисчӗсем — 1936 ҫултанпа уявланӑ[10].

Раштавӑн 18-мӗшӗнче ООН Тӗп Ассамблейи A/RES/3010 резолюцие йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн 1975 ҫула Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ, 1976 ҫултан пуҫласа 1985 ҫулчченхи тапхӑра вара — пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен вунӑҫуллӑхӗ тесе[1]. 1977 ҫулта ООН Тӗп Ассамблейи A/RES/32/142 резолюцие йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн ООН пайташӗсен хушшинчи Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен прависемшӗн тата тӗнчери тӑнӑҫлӑхшӑн кӗрешмелли куна йӗркеленӗ[3][4].

1978 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче Парижра ЮНЕСКО Тӗп конференцин 20-мӗш сессийӗнче 20 C/13. 2 резолюци йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне пушӑн 8-мӗшӗнче паллӑ тума сӗннӗ[4][8].

Раҫҫей Империйӗнче тата Совет Союзӗнче уявлани

Раҫҫейре Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Петроград ӗҫченӗсен 1917 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе пушӑн 8-мӗшӗ) демонстрацийӗсемпе ҫыхӑннӑ. Шӑпах ҫак кун большевиксен партин Тӗп комитечӗ чӗнсе каланипе хӗрарӑмсем пӗртанлӑх ыйтӑвӗпе, выҫлӑхпа вӑрҫа хирӗҫ тухнӑ. Ҫак ӗҫсем Романовсен династине пӗтерсе хунӑ Февраль революцийӗ умӗ пулнӑ[11].

undefined

1921 ҫулта иртнӗ 2-мӗш Коммунистла хӗрарӑмсен конференцийӗ йышӑнӑвӗпе 1917 ҫулхи Петроград демонстрацине хӗрарӑмсем хутшӑннине асӑнса Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне пушӑн 8-мӗшӗнче уявлама йышӑннӑ[12].

Совет Союзӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ пӗтӗм Союзри вӑйлӑ совет хӗрарӑмне — коммунисткӑна, ӗҫчене тата амӑшне — чыслакан уяв пулса тӑнӑ. СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн(выр.)чăв. 1965 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ҫак датӑна канмалли кун тесе пӗлтернӗ.

СССР аркансан пушӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре унчченхи пекех 2001 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнчи РФ Ӗҫ кодексӗпе(выр.)чăв. килӗшӳллӗн наци уявӗ тата канмалли кун шутланать[4]. Майӗпен ҫак уяв пӗтӗм хӗрарӑмсене, хӗрсемпе хӗрачасене ҫемьере, ӗҫре тата вӗренӳ заведенийӗсенче саламламалли кун пулса тӑнӑ[13].

Тӗнчере уявлани

ООН пайташӗсем хушшинче 1977 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен прависемшӗн тата тӗнчери тӑнӑҫлӑхшӑн кӗрешмелли кун йӗркеленӗренпе Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗнче ҫулсерен (2000 ҫултанпа) пӗр-пӗр темӑпа палӑртнӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2021 ҫулта — «Хӗрарӑмсем ертсе пыракан постсенче: COVID-19 саманинче пӗртанлӑх малашлӑх патне ҫитесси»[14]; 2022 ҫулта — «Ыранхи экологи тӗреклӗхӗ валли паянхи гендер пӗртанлахӗ»[15]; 2023 ҫулта — «DigitALL: гендер пӗртанлахӗ валли инновацисем тата технологисем»[16].

undefined

СССР аркансан пушӑн 8-мӗшне палӑртас йӑла ӗлӗкхи союзлӑ республикӑсенче — Эрменире, Грузире, Казахстанра, Кӑркӑстанра, Молдовӑра, Азербайджанра, Узбекистанра, Украинӑра, Абхазире, Беларуҫре тата ыт. те — юлнӑ, вӗсенче ҫак кун Латвисӗр, Литвасӑр тата Эстонисӗр пуҫне канмалли шутланать[17][18].

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне Вьетнамра, Монголире, Кубӑра тата ытти ҫӗршывсенче уявлаҫҫӗ. Пушӑн 8-мӗшне Китайра та палӑртаҫҫӗ — хӗрарӑмсен ҫак кун кӗскетнӗ ӗҫ кунӗ[4][18].

Таджикистан Республикин Президенчӗн Эмомали Рахмонӑн Указӗпе ҫак уява 2009 ҫултанпа хӗрарӑм-аннесене, ҫамрӑксене ӑс паракансене халалласа паллӑ тӑваҫҫӗ те — «Анне кунӗ» теҫҫӗ[19].

Туркменистанра Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне 2007 ҫулччен палӑртман — хӗрарӑмсен уявне пуш уйӑхӗн 21-мӗшне (ҫурхи танлӑх кунӗ) куҫарнӑ, Наврузпа — ҫуркуннен наци уявӗпе — ҫыхӑнтарнӑ. Анчах та, амӑшне ҫемье тӗрекӗ тата чысӗ тесе сума сӑвасси — туркмен халӑхӗн авалхи йӑлисенчен пӗри пулнине кура, 2008 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Туркменистан президенчӗ ӗҫ ҫинчен калакан саккунсен Кодексне улшӑнусем кӗртнӗ, ҫавӑнпа та ҫак уява паллӑ тӑвас йӑлана каялла тавӑрнӑ[20].

Грузире 1991 ҫултанпа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявлассине ҫӗршывра Анне кунӗпе – мартӑн 3-мӗшӗнче – улӑштарнӑ. 2002 ҫултанпа ҫӗршыв Парламенчӗ ҫак уява ҫӗнӗрен тавӑрнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан, Грузире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне те, Анне кунне те паллӑ тӑваҫҫӗ[21].

undefined

СССР аркансан Латвири Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ канмалли кун пулма пӑрахнӑ. 2007 ҫулхи ака уйӑхӗнче Сейм «Уявсем, паллӑ тата паллӑ тӑвакан кунсем ҫинчен» саккун ҫумне тӳрлетӳ йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ официаллӑ паллӑ тӑвакан уяв пулса тӑнӑ.

Германире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ 2019 ҫулччен патшалӑх уявӗ шутланман, кайран — канмалли кун пулса тӑнӑ, анчах Берлинта кӑна. Ҫак кун хӗрарӑмсен пусмӑрне, пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен прависене хӗстернине хирӗҫ мирлӗ демонстрацисем ирттересси йӑлара[22].

Пушӑн 8-мӗшне Италире (пӗтӗм тӗнчери ӗҫҫынни хӗрарӑмсен кунӗ) итальянсем хӗрарӑм ӗҫне сума сунӑ тата вӗсен хӑйсен прависемшӗн кӗрешнӗ кун тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак кун хӗрарӑмсен прависене халалланӑ протест акцийӗсем, митингсем ирттереҫҫӗ[23].

Ҫавӑн пекех Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне чылай ҫӗршыв патшалӑх уявӗ пек палӑртать: Ангола, Замби, Камбоджа, Кени, КНДР, Мадагаскар, Монголи, Уганда тата Эритрея. Лаосра ҫак кун хӗрарӑмсемшӗн кӑна канмалли кун шутланать[17].

ООН пулӑшнипе тӗнчере хӗрарӑмсемпе ҫыхӑннӑ тата чылай уява палӑртаҫҫӗ: нарӑсӑн 6-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсене сусӑрлатакан амалӑх органӗсен операцийӗсене сивлемелли кун, нарӑсӑн 11-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхри хӗрарӑмсемпе хӗрачасен кунӗ, юпан 15-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ, ҫӗртмен 23-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери тӑлӑх арӑмсен кунӗ, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери хӗрачасен кунӗ, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсем тӗлӗшпе пусмӑра пӗтерессишӗн кӗрешмелли кун[6].

Раҫҫейре уявлани

Совет Союзӗ аркансан Раҫҫейре Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ малалла та патшалӑх уявӗ тата кану кунӗ пулса юлнӑ[4]. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫак кун арҫынсем хӗрарӑмсене чечексем тата ытти парне парнелеҫҫӗ, вӗсем этемлӗх пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртаҫҫӗ[24].

undefined

Раҫҫейре пушӑн 8-мӗшӗнче уяв концерчӗсем, хӗрарӑмсен пӗлтерӗшлӗ вырӑнне халалланӑ пӗтӗм Раҫҫейри акцисем иртеҫҫӗ[5]. Тӗслӗхрен, пур хулара та «Сире, Юратнӑ ҫынсем!» Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Обществӑлла юхӑмсен хастарӗсем хӗрарӑмсене уяв ячӗпе саламлаҫҫӗ, вӗсене урамсенче, вокзалсенче, аэропортсенче, медицина учрежденийӗсенче, халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан учрежденисенче чечексем парнелеҫҫӗ[25].

Пушӑн 8-мӗшӗ тӗлне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» Пӗтӗм Раҫҫейри «Савнӑ хӗрарӑм валли» марафон тата «Санӑн ҫуркунне» акци хута янӑ[26].

2022 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен Раҫҫейре Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Культурӑллӑ кану кунӗсем» акци йӑлана кӗнӗ. Вӑл чылай музейри экспозицисене тӳлевсӗр ҫӳреме май парать, 20 циркра (Санкт-Петербургран Владивосток таран) нумай ачаллӑ ҫемьесем валли «Телейлӗ анне» акци шайӗнче тӳлевсӗр представленисем иртеҫҫӗ[27].

Ҫулсерен, РФ Президенчӗ пушӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейри паллӑ хӗрарӑмсене — экономикӑн тӗрлӗ отрасльне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ тӗрлӗ професси ҫыннисене — патшалӑх наградисем парать[28].

2022 ҫулта РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе Раҫҫейре патшалӑхӑн аслӑ наградисенчен пӗри пулса тӑнӑ «Ача амӑшӗ — героиня» хисеплӗ ята ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ[29].

2024 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне хатӗрленӗ темиҫе акци ирттернӗ. Вӗсен шутӗнче: «Ҫитрӗ ҫуркунне» (акцие хутшӑнакансем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ профессисемпе специальноҫсемлӗ хӗрарӑмӗсене саламланӑ), «Сире, савнисем!»[30] (волонтёрсем хӗрарӑмсене Мускавӑн 100 ытла тӗрлӗ площадкинче чечексем парнеленӗ)[31], «Автоледи валли букет» (пушӑн 5-8-мӗшӗсенче акцие хутшӑнакансем Мускаври «112» тытӑм ӗҫченӗсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене пулӑшакан пӗрлехи центр ӗҫченӗсене тата вӗсен ҫемйисене, культура учрежденийӗсемпе «Мои документы» МФЦ сотрудникӗсен ӗҫченӗсене саламланӑ.

Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне чечек ҫыххисем сутасси йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кулленхи кунсемпе танлаштарсан, 30 хут ӳсет[32]. 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн эрнере Раҫҫейри чечек ҫыххисен вӑтам хакӗ 28% ӳссе 2 761 тенкӗпе танлашнӑ, ҫав вӑхӑтрах уяв кунӗнче 2 636 тенкӗ таран чакнӑ. Мускавра букетӑн вӑтам хакӗ 3 635 тенкӗпе, Новосибирскра — 2 803 тенкӗпе, Дон-ҫи-Ростовра — 2 724 тенкӗпе танлашнӑ. Чи йӳнӗ чечек ҫыххисене Пермьре (1 897 тенкӗ), Волгоградра (2 070 тенкӗ) тата Омскра (2 014 тенкӗ) пулнӑ[33].

2025 ҫулта Кенирен, Нидерландран, Эквадортан, Колумбирен, Вьетнамран, Китайран тата Абхазирен Раҫҫее пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне 17 пин тонна чечек илсе килнӗ[34].

Чӑваш Республикинче уявлани

2026 ҫул

Чӑваш Республикинче культура учрежденисенче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн те, ҫак кун та уяв концерчӗсем, тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: «Салют», Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗсенче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗсенче ятарлӑ программӑсем хатӗрленӗ[35].

Уяв умӗн меценатсем пулӑшнипе «Ватлӑх — савӑнӑҫ» ыркӑмӑллӑх фончӗ Чӑваш Республикинчи социаллӑ учрежденисен хӳтлӗхӗнче тӑракан хӗрарӑмсене пылак парнесем — зефир, мармелад тата пастила — валеҫнӗ[36].

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ СССР филателийӗнче

1949 ҫулта СССРта ҫак патшалӑх уявне халалланӑ почта марккисен ятарлӑ ярӑмне кӑларнӑ:

СССРта Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ уйрӑм маркӑсене тӗрлӗ ҫулсенче кӑларнӑ (1947—1967 ҫҫ.) :

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Международный женский день. ЮНЕСКО (8 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  2. ^ Козлова Н. Н. Международный женский день 8 Марта как инструмент формирования советской политической культуры // Женщина в российском обществе : журнал. — 2011. — № 1.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Международный женский день (8 марта). ООН (8 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 История Международного женского дня. ТАСС (8 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Присоединяйтесь к Всероссийской акции «Вам любимые!» Региональный центр патриотического воспитания (7 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Бобович А. В каких странах 8 Марта – государственный праздник? Аргументы и Факты (7 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  7. ^ Шпаковский Ю. Г. Главный праздник весны // Вестник Университета имени О. Е. Кутафина : журнал. — 2022. — № 3.
  8. ^ 1, 2 Осипян А. 8 марта: как появился день борьбы за женские права. РБК Тренды (7 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  9. ^ Бондарь В. 8 Марта ежегодно отмечают Международный женский день. Владивостокская централизованная библиотечная система. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  10. ^ Nelson J. International Women's Day: a centenary to celebrate. History Workshop Online (8 пушӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  11. ^ Андреева Е. М., Жемальдинова А. Ш. РОССИЯ. ГОД 1917: к 100-летию Великой русской революции: библиографические указатели книг. — ЦУНБ им. Н. А. Некрасова, 2017. — 134 с.
  12. ^ Сидорчик А. Праздник, которому рады не все. Как 8 Марта отвоевывало право на жизнь. Аргументы и Факты (7 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  13. ^ Радулова Н. День рождения феминизма // Огонёк. — 2008. — № 10 (5037). — . 2010 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  14. ^ Заявление Верховного комиссара ООН по правам человека Мишель Бачелет по случаю Международного женского дня. ООН (8 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  15. ^ Международный женский день 2022 Гендерное равенство ради устойчивого будущего. ООН (8 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  16. ^ Инновации и технологии для обеспечения гендерного равенства. ООН. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  17. ^ 1, 2 История Международного женского дня. ТАСС] (8 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  18. ^ 1, 2 Международный женский день. Новости РИА (8 пушӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  19. ^ Международный женский день - «День матери». Таджикистан патшалӑх медицина университечӗ (9 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  20. ^ Сердар Бердымухамедов поздравил женщин и девушек Туркменистана с 8 марта. Turkmenportal (7 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  21. ^ Левшиц Н. 8 марта в Грузии официально выходной день. Nikolai Levshits (8 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  22. ^ 8 марта в Германии. Auf Deutsch (7 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  23. ^ Международный день трудящихся женщин. Клуб любителей Италии "Моя Италия" (10 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  24. ^ История Международного женского дня в России. ТАСС (8 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  25. ^ Всероссийская акция "Вам, Любимые!". Dobro.ru (6 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  26. ^ «Единая Россия» проводит акции к Международному женскому дню по всей стране. Единая Россия (6 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  27. ^ Около 6 тысяч мероприятий пройдут в рамках акции «Культурные выходные». Минкультуры России (6 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  28. ^ Путин вручил женщинам госнаграды. Интерфакс (8 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  29. ^ Колесников А. Международный женский друг. Коммерсант (8 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  30. ^ Методические рекомендации по организации и проведению мероприятий в рамках Всероссийской акции «Вам, Любимые!», приуроченной к празднованию Международного женского дня. Региональный центр патриотического воспитания имени Героя России И. О. Родобольского (4 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
  31. ^ Всероссийская акция «Вам, Любимые!» (выр.). dobro.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
  32. ^ В какую сумму обойдется в этом году букет на 8 Марта? (2025-03-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  33. ^ Средняя цена букетов за неделю перед 8 марта вырастет почти на треть. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  34. ^ К 8 Марта в Россию привезли на 10% цветов больше, чем год назад (2025-03-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  35. ^ 8 марта в Чебоксарах: где и как отметить Международный женский день (выр.). Сетевое издание «Мой город. Онлайн». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  36. ^ Руслан Лебедев. В Чувашии пожилым гражданам в преддверии 8 Марта вручили сладкие подарки от благотворителей (выр.). Сетевое издание «RuNews24.ru - круглосуточная служба новостей» (27 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.

Каçăсем