Пӗтӗм тӗнчери хӗрачасен кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Уяв
Пӗтӗм тӗнчери хӗрачасен кунӗ
International Day of the Girl Child for 2014.jpg
Тӗсӗ Тӗнче шайӗнчи
Официаллӑ International Day of the Girl Child
Ҫирӗплетнӗ 2011, A/RES/65/189 резолюци
Йӗркеленӗ ПНО Тӗп Ассамблейи
Палӑртаҫҫӗ кашни ҫул
Кун юпа, 11
Ҫыхӑннӑ хӗрачасем
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Пӗтӗм тӗнчери хӗрачасен кунӗ (акăл. International Day of the Girl Child) — хӗр ачасене пырса тивекен уйрӑм йывӑрлӑхсемпе тата хӑрушлӑхсемпе ҫыхӑннӑ кун, ПНО ӑна 2011 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ[1]. Ку куна пӗтӗм тӗнчери хӗрачасем тӳсекен тӗрӗсмарлӑх тата халӑх хушшинчи йывӑрлӑхсем ҫине тимлӗх уйӑрмашкӑн йӗркеленӗ. Вӗсен шутне пӗлӳ илме йывӑрри, туллин апатланайманни, медицина пулӑшӑвӗпе туллин усӑ курайманни, ҫителӗклӗ социаллӑ правасем илейменни, дискриминацине пула хур курни, пусмӑрпа асапланни тата ҫитӗнсе ҫитмесӗр ирӗксӗр качча кайма тивни кӗреҫҫӗ.

ООН Тӗп Ассамблейинче пӗтӗм тӗнчери хӗрачасен кунне ирттерме палӑртакан резолюцие йышӑнма Канада енчен сӗннӗ. Резолюцие хатӗрлессине хӗрарӑмсен ӗҫӗпе ӗҫлекен Канада министрӗ Рона Эмброуз ирттернӗ. 2011 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи Пӗтӗм тӗнчери хӗрачасен кунне йышӑнас тӗлӗшпе сасӑлав ирттернӗ, уява 2012 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнчен пуҫласа палӑртма йышӑннӑ[2].

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Инвестируйте в права девочек: наше лидерство, наше благополучие. un.org. Пӑхнӑ кун: 26 Ҫӗртме уйӑхӗн 2024.
  2. ^ Ambrose, Rona and Rosemary McCarney. International Day of the Girl Child: girls' rights are human rights (2011-12-29). Тĕрĕсленĕ 26 Авӑн уйӑхӗн 2012.