Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунӗ (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. International Day of Rural Women, арап. اليوم الدولي للمرأة الريفية,исп. Día Internacional de las Mujeres Rurales, китай 国际农村妇女日, фр. Journée internationale des femmes rurales) — 2008 ҫултан пуҫласа ҫулсерен юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. ПНО Тӗп Ассамблейи «Ял тӑрӑхӗсенчи хӗрарӑмсен пурнӑҫне лайӑхлатмашкӑн» резолюцире (2008 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнчи A/RES/62/136 № резолюци) палӑртса йӗркеленӗ.

Тӗп Ассамблея хӑйӗн йышӑнӑвне унччен 2001 ҫултанпа пуҫласа кашни икӗ ҫулта йышӑнса пынӑ (56/129, 58/146, 60/138 №№) ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакан хӗрарӑмсен пурнӑҫне лайӑхлатас енӗпе ҫыхӑннӑ резолюцисене пӑхса тухнӑ май йышӑннӑ.