АБС Электро
«АБС Электро» — 60 ҫул ытла электротехника хатӗрӗн анлӑ спектрне хатӗрлесе туса кӑларас, автоматизаципе хӳтӗлев системисене ӗҫе кӗртес, проектлас, ӑсталас, энергообъектсене инженери енӗпе тивӗҫтерес тата комплектацилес енӗпе ӗҫлекен нумай профильлӗ предприятисене пӗрлештерекен Раҫҫей Федерацийӗнчи компанийӗ. Вӑл ҫавӑн пекех энергетика, атомлӑ, нефть, газ, металлурги, хими, ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларакан, вӑрман тирпейлекен, хӳтӗлекен, карап тӑвакан, транспорт, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тата промышленноҫӗн ытти отраслӗсем валли комплекслӑ сӗнӳсемпе тивӗҫтерет.
Тӗп офисӗ Мускавра вырнаҫнӑ, предприятийӗсем тӗпрен илсен Шупашкарта ӗҫлет, вӗсен пӗр пайӗ — Санкт-Петербургра[1].
1994 ҫулта никӗсленӗ.
Малтанхи ячӗ — «АБС Холдингс», 2010 ҫултанпа — «АБС Электро» («ABS Electro»)[2] [3].
Предприятисем
Шупашкарти ВНИИР — опытлӑ производство вырнаҫнӑ Пӗтӗм Раҫҫейри реле тӑвассин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ пулнӑ. Института 1961 ҫулта никӗсленӗ. Вӑл электрооборудованине проектланӑ тата туса кӑларнӑ, вӗсем шутне энерги, валеҫекен, улӑштаракан, реле хӳтӗлевӗпе автоматизаци хатӗрӗсем кӗнӗ. Институт ҫавӑн пекех НИОКР (ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата опытлӑ конструкцилес ӗҫӗсем) енӗпе те ӗҫленӗ.
1981 ҫулта СССР Аслӑ Президиумӗн Хушӑвӗпе реле хӳтӗлев аппаратурине хатӗрлесе вӗсемпе тивӗҫтернӗшӗн института Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ. 2001 ҫултанпа «АБС Электро» йышӗнче шутланать. Директорӗ — Владислав Костин.
ВНИИР никӗсӗ ҫинче кӗҫӗн предприятисем ӗҫлеҫҫӗ[4]:
- «ВНИИР ГидроЭлектроАвтоматика» — 2010 ҫулта йӗркеленӗ кӗҫӗн предприяти, ытларах гидроэлектроэнергетика енӗпе ӗҫлет, Мускавра вырнаҫнӑ, унӑн ӗҫ-хӗлӗ энергообъектсем валли оборудовани хатӗрӗсене проектласси, комплектацилесси тата вӗсен пӗтӗм спектрӗпе тивӗҫтересси кӗрет, директорӗ — Дмитрий Фомичёв;
- «ВНИИР-Прогресс» — электрооборудование ятарлӑ майпа хатӗрлекен тата туса кӑларакан предприяти, 2007 ҫулта Шупашкарта никӗсленӗ, Санкт-Петербургра филиал пур, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пӗчӗк вольтлӑ электричество уйӑракан щитсене тата карап автоматикине хатӗрлесспе тата туса кӑларессипе ҫыхӑннӑ, директор тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан — Сергей Моисеев;
- Санкт-Петербургри «ВНИИР-Прогресс» —2011 ҫулта никӗсленӗ, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пӗчӗк вольтлӑ электричество уйӑракан щитсене тата карап автоматикине хатӗрлесспе тата туса кӑларессипе ҫыхӑннӑ, директорӗ — Александр Козлов;
- «ВНИИР-Промэлектро» — 2006 ҫулта йӗркеленӗ, Шупашкарта вырнаҫнӑ, ӗҫӗ-хӗлӗ — пӗчӗк вольтлӑ коммутаци аппаратурин туса кӑларассипе ҫыхӑннӑ, директорӗ — Игорь Лахтиков[5].
ЗЭиМ («АБС ЗЭиМ Автоматизаци» АО) — 1958 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Шупашкарта никӗсленӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ — пӑрӑх арматури валли электроникӑллӑ механизмӗсемпе приводсем, автоматизаци хатӗрӗсем, промышленность автоматикин системисем валли хатӗрлесе кӑларасси, инжиниринг проекчӗсене хатӗрлесси тата пурнӑҫласси. Директорӗ — Юрий Сушко.
«АБС Электротехника» — промышленноҫӑн тӗрлӗ отраслӗсенчи предприятисене, коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене тата инфраструктура объекчӗсене электричествӑпа тивӗҫтермелли хатӗрсем туса кӑларакан предприяти. 2004 ҫулта никӗсленӗ, Шупашкарта вырнаҫнӑ.
«АБС Русь» — «АБС Электро» предприятисене маркетинг, менеджмент, консалтинг тата юридици енӗпе пулӑшакан управляющи организаци. 2006 ҫулта йӗркеленӗ, Мускавра вырнаҫнӑ, Шупашкарта филиал пур.
БПЛА тапӑнни
2025 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре «АБС-Электро» йышне кӗрекен ВНИИР ҫурт-йӗрне пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннӑ. Пурӗ икӗ аппарат ӳкнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн предприятире пушар пуҫланнӑ, юнашарти ҫулсене пӳлнӗ. Оперативлӑ ӗҫлекен службӑсем пушара хӑвӑрт кӑна сӳнтернӗ, никам та шар курманни пирки пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех ҫак вӑхӑтра Шупашкар тата Красноармейски районӗн уйӗсенче тепӗр икӗ пилотсӑр вӗҫекен аппарат персе аннӑ[6].
Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пӑтӑрмах хыҫҫӑн предприятире ӗҫлекенсене хӳтӗлес тӗлӗшпе ВНИИР-ти производствӑна вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ[7].
2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 2 сехетре «АБС-Электро» йышне кӗрекен ВНИИР ҫурт-йӗрне пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тепӗр хут тапӑннӑ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр БПЛА унччен тапӑннӑ хыҫҫӑн халӗ те ӗҫе пуҫӑнман ҫурт ҫине ӳкнӗ[8].
Ӑнлантарусем
- ^ Контакты (выр.). abselectro.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
- ^ Энергетика и промышленность России — «АБС Электро»: от традиций к инновациям. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Аббревиатура акăл. advanced business solutions йӗркеленнӗ — «аталаннӑ бизнес-йышӑнусем»
- ^ Предприятия (выр.). abselectro.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
- ^ Реквизиты — «ВНИИР-Промэлектро». www.vniir-promelectro.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
- ^ Софья Савнеш. Шупашкара беспилотниксем тапӑннӑ (чăв.) (2025-06-09).
- ^ Олег Николаев | Чувашия. Telegram. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
- ^ Олег Николаев | Чувашия. Telegram. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- abselectro.com — АБС Электро официаллӑ сайчӗ