Шупашкар гербӗ

Шупашкар хулин гербӗ (выр. Герб Чебоксар) — Чӑваш Республикин тӗп хулин — Шупашкар муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн — ялавпа тата гимнпа пӗрле официаллӑ символӗсенчен пӗри, ӑна 1998 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗ ҫирӗплетнӗ[1].

Хула гербне унӑн хальхи формипе (герб хулканне хӑмла турачӗпе явӑкламасӑр) 1969 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче ӗҫҫыннисен депутачӗсен Шупашкар хула канашӗн сессийӗ ҫирӗплетнӗ. Герб авторӗ, Элли Михайлович Юрьев, хулкканӑн аялти пайӗнче историллӗ герб ҫинчи пилӗк кӑвакала упраса хӑварнӑ (анчах та вӗсем кӑвак тӗс ҫинче шурӑ пулса тӑнӑ). Ҫӳлти пайӗнче шурӑ-хӗрлӗ чӑваш эрешне вырнаҫтарнӑ; эрешӗн варринче хула пирки пӗрремӗш хут асӑннӑ ҫула палӑртнӑ «1469»[2].

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашӗн меслетлӗх рекомендацийӗсене тивӗҫтерменнипе герба тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртиччен регистрацилес ӗҫе чарса лартнӑ.

Сӑнлани

Шупашкар хулин гербӗ — кӗмӗл тӗслӗ француз хулкканӗ(выр.)чăв. формиллӗ, вӑл ҫӳлти пайпа никӗс ҫине пайланнӑ. Сенкер никӗсӗнче — конверт мелӗпе вӗҫекен «Пилӗк кӗмӗл кӑвакал». Гербӑн ҫӳлти хӗрлӗ тӗслӗ пайӗнче, ӑна никӗсӗнчен кукӑр-макӑр йӗрпе (чӑваш эрешӗнче юханшыва, кунта Атӑла, пӗлтерет) уйӑрнӑ, чӑваш эрешӗ евӗр стилизациленӗ виҫӗ кӗмӗл юман ӗмӗлки. Хӗрринчи икӗ юманӑн шалашӗ хӗрлӗ, вӑтаммин шалашӗ — сенкер. Ку юманӑн ӑшӗнче «1469» кӗмӗл цифра — Шупашкар хулине пӗрремӗш хут асӑннӑ ҫул — ҫырса хунӑ.

Герб хулкканӗн тӑрринче виҫӗ тӑватӑ пайӑркаллӑ сакӑр кӗтеслӗ хӗрлӗ, хӗррисене ылтӑн тӗспе йӗрленӗ ҫӑлтӑрсем, хӗррисене ылтӑн тӗслӗ хӑмла ҫулҫисемпе капӑрлатнӑ, аялта икӗ йӗркене ылтӑн саспаллисемпе «Шупашкар» — «Чебоксары» тесе ҫырнӑ шалта хӗрлӗ тӗслӗ картуш[3].

Герб символики

undefined

«Пилӗк кӗмӗл кӑвакал» символа 1783 ҫулта император хушӑвӗпе парнеленӗ, вӑл ҫакна пӗлтерет:

Хулкканӑн ҫӳлти пайӗнче Хусан гербӗ. Аялтинче — ылтӑн уйра вӗҫекен пилӗк кӑвакалсем, ҫак хула таврашӗнче питӗ тулӑх пулнине пӗлтерет.

Геральдика йӗркипе килӗшӳллӗн «Пилӗк вӗҫекен кӑвакал» символа улӑштарма тата ылмаштарма юрамасть. Тӗнче геральдикинчи урӑх усӑ курман ҫак символ лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлассине, ирӗклӗх, пуҫару патне туртӑннине пӗлтерет.

Геральдикӑри сенкер уй — илеме, уҫӑмлӑха, ҫемҫелӗхе тата аслӑлӑха палӑртать.

Чӑвашсен юратнӑ йывӑҫӗ юман субординарлӑ кӗлетке, вӑл вӑя, ӗмӗрлӗхе, патварлӑха пӗлтерет.

«Виҫӗ кӗмӗл юман» — символ. Шупашкар гербӗн ҫӳлти пайӗнчи ҫак виҫӗ силуэт Шупашкар хули тӑтӑш пулнине пӗлтерет: ӗлӗк-авал, халь тата пуласлӑхра.

Хулан гербне вӗҫлекен виҫӗ тӑватӑ пайӑркаллӑ сакӑр кӗтеслӗ ҫӑлтӑрсем — Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗн девизӗн графика палӑрӑмӗ: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр».

Хӑмла эрешӗллӗ «Шупашкар» — «Чебоксары» девизлӑ картуш(выр.)чăв.— Чӑваш Республикин патшалӑх символикинчен илнӗ элементсем, Шупашкар хулин право статусне — Чӑваш Республикин тӗп хули пулнине — палӑртать[3].

Пӗчӗк герб

Пӗчӗк герб — хӑмла ҫулҫисемсӗр, виҫӗ хӗвелсӗр тата «Шупашкар» — «Чебоксары» девизлӑ картушсӑр вариант. 1969 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче ирттернӗ конкурс кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Шупашкарти ӗҫҫынни депутатсен хула Канашӗн йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ; 1970 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи 131-мӗш халӑх депутачӗсен Шупашкар хула Канашӗн йышӑнӑвӗпе тепӗр хут ҫирӗплетнӗ[3].

Истори

1781 ҫулхи герб

undefined

Шупашкар хулин асӑннӑ гербне 1781 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнче Хусан наместничествин(выр.)чăв. ытти гербӗсемпе пӗрле ҫирӗплетнӗ[4].

ылтӑн уйра вӗҫекен пилӗк кӑвакал, ку тӑрӑхра вӗсем питӗ тулӑх пулнине пӗлтерет.

«Хула Хусан наместничествинче» пулнине пӗлтерсе хулкканӑн ҫӳлти пайӗнче Хусан гербне вырнаҫтарнӑ: «ылтӑн корона тӑхӑннӑ хура ҫӗлен, ҫуначӗсем хӗрлӗ, уйӗ шурӑ».

1859 ҫулхи герб проекчӗ

undefined

Б. Кёне пуҫарнӑ геральдика реформи шайӗнче хатӗрленӗ. Ҫирӗплетмен[4].

Ылтӑн хулкканра 5 сенкер вӗҫекен кайӑк кӑвакал: 2, 1, 3. Сулахай енче ҫӳлти кӗтессинче Хусан кӗпӗрнин гербӗ. Тӑрринче — кӗмӗл тӗслӗ стена евӗр корона, ӑна икӗ енчен Александр хӑйӑвӗпе ҫыхӑнтарнӑ ылтӑн пучахсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ.

1969 ҫулхи герб

1968 ҫулта Шупашкар хула администрацийӗ хула гербӗн проектне хатӗрлеме конкурс ирттерессине пӗлтернӗ[4].

Кӗҫӗн герба 1969 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче ирттернӗ конкурс кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Шупашкарти ӗҫҫынни депутатсен хула Канашӗн йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ; 1970 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи 131-мӗш халӑх депутачӗсен Шупашкар хула Канашӗн йышӑнӑвӗпе тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.

2012 ҫулхи герб проекчӗ

undefined

Вадим Шипунов(выр.)чăв. хатӗрленӗ. Ку проекта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашӗ(выр.)чăв. ырланӑ, анчах хула влаҫӗсем ҫирӗплетмен[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Решение ЧГСД от 04.08.1998 г. № 409 «О символах города Чебоксары - столицы Чувашской Республики и описании герба города Чебоксары» (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (4 ҫурлан 1998). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ Герб моего города (выр.). Достояние республики (17 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Герб (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Герб и флаг Чебоксар: история и интересные факты (выр.). https://visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.

Вуламалли

  • О. Рево в журнале «Наука и жизнь» № 11, 1976
  • Н. А. Соболева «Гербы городов России»