Шупашкар ялавӗ
Шупашкар ялавӗ (выр. Флаг Чебоксар) — Чӑваш Республикин тӗп хулин — Шупашкар муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн — гербпа тата гимнпа пӗрле официаллӑ символӗсенчен пӗри, ӑна 2001 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ[1].
Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар хулин ялавне Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх геральдика реестрне кӗртмен[2].
Ялавӑн авторӗ — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ Юрьев Элли Михайлович[3].
Сӑнлани
Шупашкар хулин ялавӗ — тӳрӗ кӗтеслӗ пир тӑрӑхӗ. Сарлакӑшӗпе вӑрӑмӑш шайлашӑвӗ — 5: 8. Пир тӗсӗ — шурӑ, пӗр енчен ӳкерчӗклӗ, ялавӑн варринче тӗп элемент — Шупашкар хулин гербӗ[3].
Ӑнлантарни
«Пилӗк кӗмӗл кӑвакал» символа 1783 ҫулта император хушӑвӗпе парнеленӗ, вӑл ҫакна пӗлтерет:
Хулкканӑн ҫӳлти пайӗнче Хусан гербӗ. Аялтинче — ылтӑн уйра вӗҫекен пилӗк кӑвакал, ҫак хула таврашӗнче питӗ тулӑх пулнине пӗлтерет.
Геральдика йӗркипе килӗшӳллӗн «Пилӗк вӗҫекен кӑвакал» символа улӑштарма тата ылмаштарма юрамасть. Тӗнче геральдикинчи урӑх усӑ курман ҫак символ лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлассине, ирӗклӗх, пуҫару патне туртӑннине пӗлтерет.
Геральдикӑри сенкер уй — илеме, уҫӑмлӑха, ҫемҫелӗхе тата аслӑлӑха палӑртать.
Чӑвашсен юратнӑ йывӑҫӗ юман субординарлӑ кӗлетке, вӑл вӑя, ӗмӗрлӗхе, патварлӑха пӗлтерет. «Виҫӗ кӗмӗл юман» — символ. Шупашкар гербӗн ҫӳлти пайӗнчи ҫак виҫӗ силуэт Шупашкар хули тӑтӑш пулнине пӗлтерет: ӗлӗк-авал, халь тата пуласлӑхра.
Хулан гербне вӗҫлекен виҫӗ тӑватӑ пайӑркаллӑ сакӑр кӗтеслӗ ҫӑлтӑрсем — Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗн девизӗн графика палӑрӑмӗ: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр».
Хӑмла эрешӗллӗ «Шупашкар» — «Чебоксары» девизлӑ картуш— Чӑваш Республикин патшалӑх символикинчен илнӗ элементсем, Шупашкар хулин право статусне — Чӑваш Республикин тӗп хули пулнине — палӑртать[3].
Усӑ курни
Ялавӑн эталонӗ(выр.)чăв. хула администрацийӗнче упранать. Усӑ куракан ялавсем пурте унӑн тӗрӗс копийӗсем, эталонпа пӗрешкел пулмалла[2].
Ялава хулари административлӑ ҫуртсем, предприятисемпе учрежденисем, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлавӗн заведенийӗсем ҫине ҫакаҫҫӗ, тӗрлӗ уявсем, официаллӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ чухне иртекен вырӑнта вӑхӑтлӑх ҫӗклеҫҫӗ. Ӑна ҫавӑн пекех хула администрацийӗн ӗҫ пӳлӗмӗсенче те вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Траур(выр.)чăв. вӑхӑтӗнче ялава флагштокӑн ҫурри таран антармалла, ялав тӑрринче хура хӑю ҫыхмалла, унӑн вӑрӑмӑшӗ ялавпа тан пулмалла[3].
Енчен те Шупашкар хулин ялавне Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх ялавӗпе(выр.)чăв., Чӑваш Республикин патшалӑх ялавӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен(выр.)чăв. ялавӗсемпе, Чӑваш Республикинче усӑ куракан ют ҫӗршывсен патшалӑх ялавӗсемпе пӗрле ҫӗклеҫҫӗ пулсан, Шупашкар ялавӗ вӗсемпе пӗр калӑпӑшлӑ пулмалла[3].
Шупашкар хулин ялавне тӗрӗс тата типтерлӗ усӑ курассишӗн хӑйтытӑмлӑх органӗсен, предприятисен, учрежденисен тата организацисен пуҫлӑхӗсем, уйрӑм килсенче усӑ курнӑ чух харпӑр кил хуҫисем яваплӑ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ Флаг (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Герб и флаг Чебоксар: история и интересные факты (выр.). visitvolga.ru (10 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Константинова Анна Ивановна. Флаг города – символ муниципального образования (К 20-летию утверждения флага г. Чебоксары) (выр.). БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии (14 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.