Шупашкар гимнӗ
Гимн ҫинчен
Шупашкар хулин гимнне оркестр, хор, оркестрлӑ хор шӑранма пултарать, ҫавӑн пекех гимна ытти вокал е инструмент майӗпе шӑрантарма ирӗк пур. Маларах ҫырса илнӗ гимнпа та усӑ курма май пур[1].
Гимн шӑрантарнӑ чухне ура ҫине тӑрса итлемелле, арҫынсен хӑйсен калпакӗсене хывмалла[1].
Шупашкар гимнӗпе хула ялавне ҫӗкленӗ чухне савӑнӑҫлӑ тата официаллӑ мероприятисем вӑхӑтӗнче усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех гимнпа усӑ курмалли ытти самантсем те пур: ҫӗнӗ хула пуҫлӑхӗ тупа тунӑ хыҫҫӑн; депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗсене, ҫавӑн пекех хулан уяв тата асӑну датисене халалланӑ пухусемпе ларусене уҫнӑ тата хупнӑ вӑхӑтра; хӑйтытӑмлӑх е ют патшалӑхсен правительствисен пуҫлӑхӗсен официаллӑ элчисене кӗтсе илнӗ тата ӑсатнӑ чухне; хула историйӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан палӑксене, монументсене, палӑксене тата ытти ҫурт-йӗре уҫнӑ чухне; Шупашкар хулин наградисемпе премийӗсене панӑ чухне[1].
Историйӗ
2001 ҫулхи гимн
Анатолий Кибеч сӑмахӗсемпе Г. Максимов кӗввипе кӗвӗленӗ юрра 2001 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче йышӑннӑ, ӑна Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн 216 №-лӗ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ[1].
| Вырӑсла | Чӑвашла |
|---|---|
Светлый город Чебоксары
|
|
Хальхи гимн
2009 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Шупашкар хулин ҫӗнӗ гимнне ҫирӗплетнӗ. Хут ҫинче депутатсен 1525 №-лӗ «Чӑваш Республикин тӗп хули Шупашкар муниципаллӑ виҫен гимнӗ ҫинчен» йышӑнӑвӗнче ҫирӗплетнӗ[2][3].
Ҫӗнӗ гимна суйлас енӗпе иртнӗ конкурса 55 ӗҫ тӑратнӑ. Депутатсен, хула администрацийӗн, интеллигенци ҫыннисенчен тӑракан конкурс комиссийӗ ҫӗнтерӳҫӗ вырӑнӗнче Порфирий Афанасьев сӑвӑҫӑн «Шупашкар» сӑввипе Филипп Лукин кӗввӗленӗ композицие суйласа илнӗ[4].
| Вырӑсла | Чӑвашла |
|---|---|
|
|
Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле йышӑннӑ халӑх гимнӗ
2019 ҫулта Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 550 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ чухне «Шупашкар хули 550 ҫул тултарнине уявламалли гимн хайла» конкурс ирттернӗ. Пултарулӑх конкурсӗ ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 15-мӗшӗччен иртнӗ. Ӑмӑртӑва 116 ӗҫ тӑратнӑ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсенчен 10 ӗҫе суйласа илнӗ те «Уҫӑ хула» портала сасӑлама вырнаҫтарнӑ. Халӑх сасӑлавӗн ҫӗнтерӳҫи Роман Сакулинӑн «Город мой» юрри пулса тӑнӑ[5].
2019 ҫулхи августӑн 24-мӗшӗнче конкурсра ҫӗнтернӗ юрра хула юбилейне уявланӑ май тӗп сцена ҫинче шӑрантарнӑ. Халӑх гимнӗн авторне ҫавӑн пекех 200 пин тенкӗ укҫапа чысланӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Решение ЧГСД № 216 от 14.06.2001 «О Величальной Песне столицы Чувашской Республики - города Чебоксары» (выр.). Официальный сайт города Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Решение Чебоксарского городского Собрания депутатов Чувашской Республики от 24 декабря 2009 г. N 1525 О гимне муниципального образования города Чебоксары - столицы Чувашской Республики. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Гимн (выр.). Управа по Ленинскому району администрации г. Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Город обрел новый гимн — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Чебоксарцы выбрали народный гимн 550-летия города (выр.). Молодежный курьер. Чебоксары (19 ҫурлан 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.