Кайбулка
Кайбулка — Шупашкар хулинчи юханшыв. Юханшыв тӑршшӗ 2,8 км. 2022 ҫултан вара шывӗ пӑрӑхсем витӗр юхса выртать [1].
Ҫурҫӗр еннелле юхать, ҫыранӗсенче ҫӳлти тата вӑтам юхӑмӗнче йывӑҫсем хунаса ларнӑ. Шупашкар шыв усравне юхса кӗрет. Ӑна тӑвиччен Шупашкар юханшывӗн сылтӑм юппи пулнӑ.
Кайбулкана Кнутиха юханшыв сылтӑм енчен юхса кӗрет.
Этимологи
Юханшыв ячӗн этимологийӗ тӗрлӗ. Булак, булаг «ҫӑл, ҫӑлкуҫ, шыв юххи» (тӗрӗк, монг.). Еврази анлӑшӗнче питӗ анлӑ сарӑлнӑ термин. Алт. булак, узб. булок, хакас. пулух, пулах «ҫӑлкуҫ». Вӑтам Азире Акбулак, Карабулак, Какбулак, Сарибулак, булак сӑмахран пулнй ытти топонимсем пите нумай. Г. Е. Корнилов профессор Кайбулка ятне пӑлхар-тӗрӗк сӑмахӗсенчен кай (кайри) тата булка (ҫӑлкуҫ, юхан шыв) пулса кайнӑ тесе ҫирӗплетет, ӑна «кайри ҫӑлкуҫ» тесе куҫарма пулать. Чӑнах та, Кайбулка Шупашкар шывне сылтӑм енче, пӗрремӗш ҫынсем пурӑннӑ вырӑнтан тата крепоҫран кайра тенӗ пек юхса кӗрет.
Н. И. Егоров профессор Кайбулка ячӗ Хусан ханлӑхӗнче анлӑ сарӑлнӑ Хайпӑла ҫын ятӗнчен пулса кайнӑ тесе шутлать.
Виҫҫӗмӗш верси, Кайбулка ячӗ авалхи чӑваш сӑмахӗнчен булк/к/а, хальхи чӑв. палка пулса кайма пултарнӑ. Чӑвашсем халӗ те вӑйлӑ тапакан ҫӑлкуҫ ҫинчен палкаса тапать, вӑйлӑ юхакан шыв ҫинчен те палкаса юхать теҫҫӗ.
Экологи
Кайбулка юханшывӗ Шупашкарти ытти пӗчӗк юханшывсем пекех хӑйне тимлӗх уйӑрасса — шывне тасатасса, ҫыранӗсене тирпейлессе — кӗтет. Ку телӗшпе экологсем, симӗс активистсем, ку тӑрӑхра пурӑнакансем ҫулсерен субботниксем ирттереҫҫӗ[2].
Вуламалли
- Дубанов И. С. Озера, реки, родники Чувашии. — Чебоксары, 2008.
- Дубанов И. С. Географические названия Чувашской Республики. — Чебоксары, 2013.
- Корнилов Г. Е. Продолжение пробных статей этимологического словаря собственных имён Поволжья // Диалекты и топонимия Поволжья. — Чебоксары, 1976.