Сӑра музейӗ (Шупашкар)
Сӑра музейӗ — Шупашкар варринче, Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ хӑйнеевӗрлӗ, чӑваш халӑхӗн сӑрапа ҫыхӑннӑ йӑли-йӗркипе паллаштаракан музей.
Музей виçӗ хутлă, курӑмӗпе сӑра пички евӗрлӗ ҫуртра вырнаҫнӑ, 18 метр çӳллӗшӗнче сăнав балконӗ пур, унтан Атӑл, Йăлăм (юханшывăн леш енӗ), хула варрин панорами куç умне тухать.
Сӑра — чӑвашсен наци ӗҫми-ҫими, пур уявра та унпа сӑйланӑ. Ахальтен мар Чӑваш Республикин гербӗ ҫине те хӑмла лӑссипе йӗкелӗсене ӳкернӗ, Раҫҫейре туса илекен хӑмлан 90 процентне Чӑваш Республикинче ӳстереҫҫӗ[1].
Шупашкарти сӑра музейӗ пысӑк мар, анчах хӑтлӑ. Сӑра ҫинчен экскурсоводсем икӗ залри виҫӗ экспозицие тӗпе хурса темӗн кӑсӑкли те каласа параҫҫӗ.
Раҫҫейре виҫӗ сӑра музейӗ пур: Мускавра, Питӗрте тата Шупашкарта.
Никӗслени
Музея 1997 ҫулта Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Николай Фёдоров пуҫарнипе уҫнӑ. Шухӑша «Букет Чуваши» вырӑнти сӑра вӗретекен компани пурнӑҫа кӗртнӗ.
2005 ҫулхи раштав уйӑхӗнче музее Шупашкар усламҫи А. Дельман туяннӑ. Ҫӗнӗ хуҫа ҫурта тӗпрен ҫӗнетнӗ. Интерьерсен эскизӗсене Раҫҫей дизайнерӗсен союзӗн пайташӗ А. Инедеркина хатӗрленӗ.
Экспозицисене ӑсталас ӗҫре Чӑваш Республикинчи паллӑ ӳнерҫӗсемпе музейҫӑсем вӑй хунӑ. Авалхи тӗнчери сӑра вӗретес ӗҫе кӑтартакан пая ӑсталанӑ чух Питӗрти Эрмитаж специалисчӗсемпе канашланӑ[2].
Экспозици
Экспозици 2 залран тӑрать, вӗсенче 3 экспозици вырнаҫнӑ.
Пӗрремӗш зал тӗнчери сӑра вӗретес ӗҫ историйӗ ҫинчен каласа парать — Месопотамире хӑмла шӗвекӗ пӗҫерес ӑсталӑх тӗнчипех сарӑлнӑ. Антика вӑхӑтӗнчи оригиналлӑ экспонатсен тӗслӗхӗсемпе авалхи сӑра вӗретес технологие кӑтартнӑ. Кунта Месопотамире 5 пин ҫул каялла сӑра вӗретме усӑ курнӑ чулланнӑ тырӑ пӗрчисене курма пулать. Сӑрана хӑмла пирӗн эрӑри IX—X ӗмӗрсенче ҫеҫ хушма пуҫланӑ. Ӗҫмене сӑра теме ирӗк паракан рецепта Германире 1516 ҫулта йышӑннӑ. Унта шыв, хӑмла, салат, ҫӗпре кӑна кӗмелле.
Раҫҫейри сӑра вӗретес йӑла-йӗрке пирки иккӗмӗш залра пӗлме пулать. XIX ӗмӗрте Раҫҫейре кӑпӑклӑ ӗҫмене туса кӑларасси промышленность шайӗнче вӑй илсе пынӑ чухне кашни предприяти брендланӑ кӗленчесемпе тата фирма этикеткисемпе усӑ курнӑ. Уйрӑмах этикеткӑсен дизайнӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ — вӗсене сӑра тӑвакан промышленниксем валли Васнецов (кӗҫӗнни), Кустодиев, Бенуа ӳкернӗ. Ҫак ӗҫсен копийӗсене иккӗмӗш залра курма пулать. Сӑра атрибутикин пуян коллекцийӗ шутне кӗленчесем, этикеткӑсем, пӑкӑсем, куркасем тата бирдекельсем (сӑра курки айне хумалли ҫаврасем) кӗреҫҫӗ.
Тата тепӗр экспозицие Чӑваш Енри сӑра производствине халалланӑ. Музей ӗҫченӗсем чӑваш ялӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ, вӗсен сӑра хатӗрлемелли мелӗсене тӗпченӗ. Авалхи йӑлапа сӑрана кил хуҫи арӑмӗ пӗҫернӗ. Пӗҫерес умӗн вӑл хӗвелтухӑҫалла пӑхса кӗлӗ каланӑ. Пӗрре пӗҫернӗ чух 300 литр сӑра хатӗрленӗ. Ҫакӑн пек калӑпӑша 11 ҫынран тӑракан ҫемье (вӑл вӑхӑтра ку стандартлӑ хресчен ҫемйи пулнӑ) 1 уйӑхра ӗҫсе янӑ. Ҫакна та палӑртмалла: чылай ҫемьен сӑра вӗретмелли хӑйӗн рецепчӗ пулнӑ. Чӑвашсемшӗн сӑра уяв ӗҫки ҫеҫ мар, йӑла-йӗрке ӗҫми пулнӑ. Музей экспозицийӗнче сӑра пӗҫермелли хӑйнеевӗрлӗ хатӗрсем вырнаҫтарнӑ пӳлӗме сӑнланӑ.
Музей экспозицийӗнче оригиналлӑ витраж пур, унта чӑвашсен сӑра йӑли-йӗркисен календарьне ӳкернӗ[3].
Адресӗ тата ӗҫ вӑхӑчӗ
Музей адресĕ: Чӑваш Республики, Шупашкар, Ехрем купса бульварӗ, 6 А.
Интернетри адресӗ: https://vk.link/beer_museum
Ӗҫ вӑхӑчӗ: кунсерен 10.00—20.00 сехетсенче ӗҫлет.