Шупашкарти Н.К. Крупская ячĕллĕ парк

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Н.К. Крупская ячĕллĕ парк, — паркĕ. 1930 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçнă.

Историĕ

Ку парк хулан Пасар лапамĕнчен пуçланса кайнă. Пасар лапамĕнче хула Хĕрлĕ лапам пулса тăнăранпа, тата Шупашкар тĕп хула пулнăранпа çакăнти пасара урăх вырăна куçарасси çинчен нумай хут ыйту çĕкленĕ. 1930 çулта тин вара Симĕс пасар йĕркеленнĕ.

Н. К. Крупскаян бюстне вырнаçтарнă, вăл пысăках мар никĕс çинче тăнă. Шупашкарти электроаппаратура завочĕн культура керменĕпе Совет çурчĕ хушшинчи лаптăка куçарнă. Икĕ парк хушшинче вырнаçнă чаплă «Триумф арка» (е «Хĕрлĕ хапха») 1920 çулсен вĕçĕнче арканнă.

Кунта тĕрлĕ тĕслĕ аттракционсем, тĕрлĕ мероприятисене иртермелли пӳлĕмсем, шашка-шахмат вайисем валли павильонсем тĕл пемелли тир пулнă. Йывăçсен шучĕ питĕ нумай пулнă.

1970-мĕш çулсенче Шупашкар ГЭСне тума пуçланă пирки парка пĕтерме тивнĕ.