Шупашкар агломерацийӗ
Шупашкар агломерацийӗ (выр. Чебоксарская агломерация) — Чӑваш Республикинчи чи пысӑк хуласем тавра— Шупашкар тата хула-спутник Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар районӗпе тата Ҫӗрпӳ хулипе пӗрле — йӗркеленекен муниципалитет пӗрлешӗвӗсен пысӑк хула тата моноцентр ушкӑнӗсем.
Агломераци йышӗ
Шупашкар агломерацине Чӑваш Республикинчи ҫак муниципалитет пӗрлешӗвӗсен ушкӑнӗсем пек йӗркелеме палӑртнӑ:
- Шупашкар хула округӗ
- Ҫӗнӗ Шупашкар хула округӗ
- Шупашкар районӗ
- Ҫӗрпӳ районӗ
- Муркаш районӗ
- Сӗнтӗрвӑрри районӗ
Ҫак муниципалитет пӗрлешӗвӗсемпе пӗрле агломерацин пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 3801 тӑваткал километрпа танлашмалла (Чӑваш Республикин пӗтӗмӗшле лаптӑкӗн 20,7%), унта 739,8 пин ытла ҫын пурӑнӗ. Халӑх йышлӑхӗ — 1 тӑваткал километр лаптӑк ҫине 194,6 ҫын — ку республикӑри халӑх йышлӑхӗнчен 2,8 хута яхӑн пысӑкрах.
2010 ҫулта агломерацири халӑх йышӗ 680 пин ытла ҫын пулнӑ[1].
Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештересси
Агломерацири чи пысӑк икӗ хулана — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара — пӗр хула округне пӗрлештермелли план пур. Проекта 1990-мӗш ҫулсенчен пуҫласа сӳтсе яваҫҫӗ. 2008 ҫулта пӗрлештерес ыйтӑва референдума кӑларнӑ, вӑл 2008 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче иртнӗ . Сасӑлава хутшӑннӑ, Шупашкарта пурӑнакансен 75,21 % пӗрлештерессине хирӗҫ пулман; Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансен 60,31 % хуласене пӗрлештерессине хирӗҫ сасӑланӑ[2]. Пӗрлештересси пулайман.
Сӑнавҫӑсем референдум пӗтӗмлетӗвӗсене пӗрлештерес идея путланнӑ тесе хакланӑ[3], анчах 2008 ҫулта ку ыйтӑва пӗрре мар ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ.
Икӗ хулан троллейбус системисене пӗрлештерме, ҫавӑн пекех Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи ирӗклӗ территорире хута каякан «Ҫӗнӗ хула» витӗр хуласен (районсен) хушшинче хӑвӑртлӑхлӑ трамвай линине яма палӑртнӑ.
Хӑвӑртлӑхлӑ трамвай планӗсем пирки публикацисем
1980-мӗш ҫулсенче Чӑваш Республикин тӗп хулин генпланӗнче хӑвӑртлӑхлӑ трамвай яма май пуррине пӑхса хӑварнӑ. Линин Ҫӗнӗ Шупашкарӑн кӑнтӑр хӗрринчен (Химпром районӗ) пуҫласа хуласен хушшинчи Ҫӗнӗ Шупашкар ҫулӗпе ҫӗнӗ трассӑпа кӑнтӑрарах, Трактор завочӗ ҫумӗпе, Ленин Комсомолӗн урамӗпе, планласа хунӑ ҫӗнӗ проспектпа (Аш-какай комбиначӗ патӗнчи «шанхай» вырӑнӗнче), Пролетари урамӗпе, Мир путепровод айӗпе, Ҫӗрпӳ урамӗн тӑсӑмӗпе, Грязев Стрелки районӗ (Юстици ҫурчӗ хыҫӗнче) урлӑ, Карл Маркс урамӗ айӗнче (Суту-илӳпе ҫурчӗпе ШӖМ хушшинче) планласа хунӑ автоҫул тоннелӗпе, Владимир сӑрчӗ урлӑ, Шупашкар юханшывӗ хӗррипе, Шупашкар 500 ҫул тултарнӑ май ят панӑ урампа, Максим Горький проспекчӗпе Ҫӗнӗ сала автостанцин унки таран каймалла пулнӑ. Каярахпа Шупашкар варрипе иртмелли лини проектне кӗскетсе ансатлатнӑ — Грязев Стрелки хыҫҫӑн вӑл Ярославль урамӗ хӗррипе Хӗрлӗ тӳрем ҫывӑхӗнчи Воскресенски чиркӗвӗ патӗнчи ункӑ таран иртнӗ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех Пролетари урамӗпе Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнче планласа хунӑ ҫӗнӗ аэропорт патне кӑнтӑрарах линие «туратлантарма» плансем те пулнӑ. Ку плансене пурнӑҫа кӗртмен, Мускав проспектӗнче трамвай валли уйӑрнӑ полоса ҫинче стройка тунӑ[4].
1990-мӗш ҫулсенче техсӑлтавсене пула (магистраль айӗнче ЛЭП иртнӗ хӑрушлӑха пула) хуласен троллейбус сечӗсене хуласен хушшинчи троллейбус линийӗпе ҫыхӑнтарас сӗнӳсене йышӑнман. XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче республика влаҫӗсем икӗ хулан агломерацине пӗрлехи муниципалитет пӗрлешӗвне — хула округне — официаллӑ йӗркелессине пӗлтернӗ. Унта халӑх йышӗ 800 пин ҫын таран пулмалла пулнӑ, хулари транспорт системисене пӗрлештерме каллех икӗ хула хушшинчи «Ҫӗнӗ хула» пысӑк район урлӑ иртекен хӑвӑртлахлӑ трамвай яма палӑртнӑ.
2006 ҫулта Мускав автомобильпе ҫул-йӗр патшалӑх техника университечӗн Шупашкарти Атӑлҫи филиалӗн ӑсчахсен ушкӑнӗ Мускаври градостроитель Михаил Немчинов ертсе пынипе «Чӑваш Республикин территорийӗнче пассажирсене автотранспортпа турттарассине аталантарасси» концепци хатӗрленӗ, унта хӑвӑртлӑхлӑ трамвай хута ямалли проект кӗнӗ, ӑна Чӑваш Республикин Строительство министерстви ырланӑ. Проекта пурнӑҫлас ӗҫ тытӑнса тӑни 2008 ҫулта иртнӗ пӗрремӗш референдумра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хирӗҫ сасӑланӑ хыҫҫӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессине каярах хӑварнипе ҫыхӑннӑ[5].
Проектра линие Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнчен пуҫласа Эгер бульварӗпе тата Трактор тӑвакансен проспекчӗпе, «Ҫӗнӗ хула» витӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти чукун ҫул станцине ҫити хывма сӗннӗ. Каярахпа линие Сӗнтӗрвӑрри хули таран тӑсма палӑртнӑ. Линие ҫӗр ҫинчи пек проектланӑ. Транспорт коммуникацийӗсемпе тата юханшывӗсемпе каҫнӑ чухне путепровод тума палӑртнӑ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ З.А. Трифонова. Городская агломерация (выр.). Чувашская энциклопедий. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Итоги голосования по объединению: 75,21% чебоксарцев "за", 60,31% новочебоксарцев "против" - ИА REGNUM (выр.). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Эксперт: Голосование в Новочебоксарске против объединения - провал и удар - ИА REGNUM (выр.). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Трамвай: лучший транспорт для полумиллионного города (выр.). На связи (12 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
- ^ В Чебоксарах могут появиться трамваи (выр.). ИА Регнум (28 чӳкӗн 2006). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
Литература
- Ерина Т. Н., Фомин Э. В. Чебоксарский региолект русского языка: новое просторечие // Этническая культура : журнал. — 2021. — Т. 3, № 1. — . — DOI:10.31483/r-97793.
Каҫӑсем
- Городская агломерация // enc.cap.ru
- Чебоксарская агломерация // gov.cap.ru
- Объединение городов Чебоксары и Новочебоксарск // gov.cap.ru
- В Чувашии против «кардинальных» укрупнений, но считают, что Чебоксары с Новочебоксарском объединятся // www.regnum.ru
- В Чебоксарах могут появиться трамваи