Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль

Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль (выр. Чебоксарский международный кинофестиваль) — этнос тата регион киновне халалланӑ кинофестиваль. Чӑваш Республикинче ҫулсерен 2008 ҫултанпа иртет.

Историйӗ

Фестиваль историйӗ 2003 ҫулта пуҫланнӑ, ун чухне Шупашкарта Юрий Озеров ячӗллӗ ҫар киновӗн пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. 2004 ҫулта ҫак фестивале Шупашкарта тепӗр хут ирттернӗ, унтан унӑн локацине Раҫҫейри ытти хулана куҫарнӑ[1], Шупашкарта вара «Вӑрҫӑ киновӗн фестивалӗн ахрӑмӗ» ятлӑ мероприяти иртнӗ, унпа килӗшӳллӗн ҫар тематикиллӗ фильмсене кӑтартнӑ.

2008 ҫулта Шупашкарта малтанлӑха «Атӑл чиккинче» ят панӑ патриотла кино фестивалӗ йӗркеленнӗ. Чӑваш Республикин президенчӗн Николай Фёдоровӑн хушӑвӗпе фестиваль хулара 2008 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен иртнӗ. Ҫавӑн чухнех ӑна «Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль» ят панӑ[2].

Кинокурав Раҫҫей Культура министерстви ҫирӗплетнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальсен официаллӑ переченьне кӗрет, вӑл ведомство пулӑшнипе йӗркеленет.

Этнос тата регион киновне халалланӑ. Тӗп тӗллев — хальхи тӗнчери этнос нумай енлӗхне кӑтартакан пултаруллӑ фильмсене малалла аталанма пулӑшасси[3].

Кинокуравпа килӗшӳллӗн конкурс программисем иртеҫҫӗ — тулли метражлӑ вӑйӑ фильмӗсем, этнос тата регион киновӗсем[4]. 2023 ҫултанпа программӑна документлӑ кино конкурсӗ кӗрет[5]. Ҫавӑн пекех фестивалӗн ача-пӑча программи пур.

2024 ҫулта кинокуравӑн илемлӗх ертӳҫи Александр Прошкин кинорежиссёр пулнӑ[6].

Фестиваль чыславӗ — «Ылтӑн Анне» статуэтка.

Парнесем

Тулли метражлӑ вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗн жюрийӗ ҫапларах чыслать:

  • «Анне» гран-при — чи лайӑх вӑйӑ фильмӗшӗн;
  • «Анне» парне — чи лайӑх режиссурӑшӑн;
  • «Анне» парне — чи лайӑх сценаришӗн;
  • «Анне» парне — чи лайӑх оператор ӗҫӗшӗн /чи лайӑх илемлӗх йышӑнӑвӗшӗн;
  • «Анне» парне — арҫыннӑн тӗп рольне чи лайӑх калӑпланӑшӑн;
  • «Анне» парне — хӗрарӑмӑн тӗп рольне чи лайӑх калӑпланӑшӑн;
  • «Анне» парне — иккӗмӗш планри роле вылянӑшӑн/актёр ансамблӗ.

Этнос тата регион киновӗн конкурсӗн жюрийӗ ҫапларах чыслать:

  • «Анне» парне — чи лайӑх фильмшӑн;
  • «Анне» парне — чи лайӑх режиссурӑшӑн;
  • «Анне» парне — чи лайӑх сценаришӗн;
  • «Анне» парне — чи лайӑх оператор ӗҫӗшӗн;
  • «Анне» парне — чи лайӑх актёр ӗҫӗшӗн /актёр ансамблӗшӗн.

Ҫавӑн пекех чыслаҫҫӗ:

  • «Киноӳнере тӳпе хывнӑшӑн тата гражданлӑхпа патриотлӑх темисене ҫутатнӑшӑн» Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятарлӑ парни;
  • Эдуард Артемьев ячӗллӗ чи лайӑх кӗвӗшӗн паракан ятарлӑ приз;
  • «Куракансем кӑмӑлланӑшӑн паракан парне» (сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх чи нумай сасӑ пухнӑ фильма чыслаҫҫӗ);
  • Кунсӑр пуҫне жюри тата пресса Дипломӗсемпе чыслаҫҫӗ.

Жюри

2024 ҫулхисем

  • Эдгар Багдасарян — вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗн жюри председателӗ. Режиссёр, сценарист, продюсер (Эрмени)
  • Арсений Гончуков — этнос тата регион киновӗн конкурсӗн жюри председателӗ. Режиссёр, сценарист, ҫыравҫӑ (Раҫҫей)
  • Артём Васильев — вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗн жюрийӗ. Композитор (Раҫҫей)
  • Михаил Косырев-Нестеров — вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗн жюрийӗ. Кинорежиссёр, продюсер (Раҫҫей)
  • Дмитрий Муляр — вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗн жюрийӗ. Театрпа кино актёрӗ (Раҫҫей)
  • Саёра Сафари — этнос тата регион киновӗн конкурсӗн жюрийӗ. Актриса (Таджикистан/Раҫҫей)
  • Александр Розанов — этнос тата регион киновӗн конкурсӗн жюрийӗ. Сасӑ режиссёрӗ (Раҫҫей)
  • Галина Сыцко — этнос тата регион киновӗн конкурсӗн жюрийӗ. Продюсер, «Кинопрайм» фондӑн ӗҫ тӑвакан директорӗн канашҫи (Раҫҫей).

2025 ҫулхисем

  • Александр Просянов — вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗн жюри пайташӗ. Продюсер тата кинорежиссёр (Раҫҫей)
  • Екатерина Семенова — вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗн жюри пайташӗ. Программа директорӗ, «Москино» ятарлӑ проектсем енӗпе ертӳҫӗ (Раҫҫей)
  • Сейдулла Молдаханов — вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗн жюри пайташӗ. Узбекистан Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (Узбекистан)
  • Марина Кардаш — этнос тата регион киновӗн конкурсӗн жюри пайташӗ. Раҫҫейри авторсен обществин тӗп директорӗ (Раҫҫей)
  • Фереште Амани — этнос тата регион киновӗн конкурсӗн жюри пайташӗ. Рижиссёр, киновед тата литература куҫаруҫи (Иран)
  • Юлия Лукашук — этнос тата регион киновӗн конкурсӗн жюри пайташӗ. «Veles Media» тӗп директорӗ, продюсер (Раҫҫей).

Ҫӗнтерӳҫӗсем

2024 ҫулхисем

  • «Чи лайӑх фильм» гран-при — «Искры в темноте», режиссёрӗ Владислав Емелин (Санкт-Петербург)
  • Чи лайӑх режиссура — «НеВЕЧНЫЕ», режиссёрӗ Татьяна Жукова (Мускав)
  • Чи лайӑх сценари — «Игрок», сценарисчӗ Дарья Пономаренко (Самар)
  • Чи лайӑх оператор ӗҫӗ — «52 герца», операторӗ Юлия Чернецкая (Санкт-Петербург)
  • Арҫынсен тӗп ролӗ — Виктор Сагалаков, «Хам Арах» (Хакас Республики)
  • Хӗрарӑмсен тӗп ролӗ — Ксения Тихонова, «Кыз» (Удмурт Республики)
  • Чи лайӑх актёр ансамблӗ — «250 Км», режиссёрӗ Асмик Мовсисян (Эрмени)
  • Жюрин ятарлӑ парни — «Дерево судьбы», режиссёрӗ Сахысалых Байрамов (Туркменистан)
  • «Куракансем кӑмӑлланӑшӑн» парне — «Нигез», режиссёрӗ Фарзана (Ӗпхӳ)
  • Социаллӑ тематикӑна ҫутатнӑшӑн жюрин ятарлӑ дипломӗ — «Беги к реке», режиссёрӗ Анупарна Рой (Инди)[7].

2025 ҫулхисем

  • «Киноискусствӑна тӳпе хывнӑшӑн» Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятарлӑ парни — Сергей Скрипка, дирижёр, кинематографи оркестрӗн илемлӗх ертӳҫи
  • Кинофестиаль йӗркелӳ комитечӗн ятарлӑ парни — «Победа», рижессёрӗсем Дарья Шумакова тата Денис Носков
  • «Чи лайӑх фильм» — «Двое в одной жизни, не считая собаки», режиссёрӗ Андрей Зайцев
  • Чи лайӑх режиссура — «Год Кота»/«The Year of Cat», режиссёрӗ Мостафа Тагизаде
  • Жюрин ятарлӑ парни — «Сделка на границе», режиссёрӗ Дастан Жапар Рыскелди
  • Чи лайӑх сценаришӗн панӑ Юрий Арабов ячӗллӗ парне — «Длительные свидания», Алексей Головченко, режиссёрӗ Георгий Лялин
  • Кинори чи лайӑх кӗвӗшӗн панӑ Эдуард Артемьев ячӗллӗ парне — «Повесть о светлом мальчике», Сораан Солчак, режиссёрӗсем Виталий Петров тата Ролан Ооржак
  • Чи илемлӗ йышӑну — «Там, за мачтой»/«Beyond the Mast. Mastul», режиссёрӗ Мохаммад Нурузамман
  • Чи лайӑх актёр — «Сделка на границе», Марат Абылай, режиссёрӗ Дастан Жапар Рыскелди
  • Чи лайӑх актриса — «Длительные свидания», Василиса Перелыгина, режиссёрӗ Георгий Лялин
  • Чи лайӑх актёр ансамблӗ — «Шаман», режиссёрӗ Михаил Мерзликин
  • «Куракансем кӑмӑлланӑшӑн» парне — «Двое в одной жизни, не считая собаки», режиссёрӗ Андрей Зайцев

Ӑнлантарусем

  1. ^ I кинофестиваль(паллӑ мар). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
  2. ^ 2008.06 Фестиваль патриотического кино "На волжском рубеже". web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
  3. ^ О Фестивале - Официальный сайт Чебоксарского международного кинофестиваля. kino-cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
  4. ^ Программа - Официальный сайт Чебоксарского международного кинофестиваля. kino-cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
  5. ^ В Чувашии открылся международный кинофестиваль (выр.). TACC. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
  6. ^ В филармонии наградили лауреатов XVII Чебоксарского международного кинофестиваля (выр.). cheb.mk.ru (29 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
  7. ^ Итоги XVII Чебоксарского международного кинофестиваля, посвященного этническому и региональному кино - Официальный сайт Чебоксарского международного кинофестиваля. kino-cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.